Тĕлпулу хыççăн тĕлпулу: кашни çынпа куçа-куçăн

1 Авăн, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн ĕçлĕ кунĕн çулçÿревĕ хальхинче Тăвай тата Вăрмар районĕсенче иртрĕ.

Тĕллев - ял çыннисемпе курнăçса калаçасси, вĕсен ыйтăвĕсене хуравласси, шухăш-кăмăлне пĕлесси. Тата, паллах, ялсен социаллă пурнăçĕнчи савăнăç кÿрекен пулăмсемпе саламласси. Михаил Васильевичăн ĕçлĕ тĕлпулăвĕ шăпах çакăнтан пуçланчĕ те. Тăвай районĕнчи Амалăх ялĕнче пурăнакансем хăйсен патĕнче çĕнĕ фельдшер-акушер пунктне уçассине чылайранпа кĕтнĕ.

Ара, Тăвай районĕн тĕп больницине çитме кăна 20 çухрăма яхăн. Çын хăйне япăх туйма тытăнсан район центрне шăнкăравланă, унтан васкавлă медицина пулăшăвĕ килессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Текех апла пулмĕ. Чутейри пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕн тытăмĕнчи çĕнĕ фельдшер пунк-чĕн сиплевçисем халĕ киле тухса та, хăйсен патĕнче те эмелпе те, сăмахпа та сиплĕç.

Михаил Игнатьев республика влаçĕ сăмаха çирĕп тытнине, 100 ФАП тумалли программăна пурнăçласа пынине пĕлтерчĕ: «Паян сирĕн ялтисĕр пуçне, çак районти Тенеял ялĕнче, Çĕрпÿ тата Комсомольски районĕсенче çакăн евĕрлĕ сиплев учрежденийĕсем пациентсене йышăнма тытăнаççĕ. Программа туллин пурнăçлансан та çак ĕçе малалла тăсăпăр. 100 ФАП халăхшăн çителĕксĕррине пĕлетпĕр, çавăнпа çитес çулсенче тата тепĕр 50 сиплев учрежденине хута яма палăртатпăр...»

Ялта социаллă обћектсем çĕкленĕшĕн, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшнăшăн Амалăхра пурăнакансен ячĕпе Михаил Игнатьева ветерансен канашĕн председателĕ Галина Перлова ăшă сăмах каламасăр чăтаймарĕ: «Çакăн пек пысăк парнешĕн, Михаил Васильевич, чĕререн тухакан тав сăмахне йышăнсамăр. Ку - пирĕншĕн чăн-чăн уяв...»

Вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕ, ăна тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илнĕшĕн тав турĕ. «Пурнăçăн хальхи шайĕ вĕрентекенрен çирĕп ыйтать, - терĕ Михаил Васильевич. - Çавăнпа сирĕн ĕçри ăсталăхăр, квалификаци пысăк. Малашне те çаплах тăрăшăр. Пирĕн тĕллев - çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парасси, патриот туйăмĕллĕ çынсем ÿстересси...»

Регион ертÿçи хăйĕн сăмахĕнче республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ, унăн малашлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. «Хамăр илнĕ обязательствăсене 100 проценчĕпех пурнăçлани пире куçа тартмасăр пăхма ирĕк парать», - пĕлтерчĕ вăл. Чăваш Ен ачасене хушма пĕлÿ парас тĕлĕшпе çĕршыври чи лайăх 10 субћект, яллă вырăнсенче физкультурăпа спорт занятийĕсене çÿллĕ шайра йĕркеленипе чи лайăх 3 регион шутне кĕни те çак сăмахсен пĕлтерĕшне тÿрре кăларать. Федерацин ялсенче тата хуласенче шкулсем тумалли программăпа килĕшÿллĕн республика 2030 çул тĕлне тата 30 шкул çурчĕ туса хута яма палăртать.

Августăн 27-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Вăрмар районĕнче те пулчĕ. Чи малтанах район центрĕнчи Некрасов урамĕнчи халĕ çеç хута яракан виçĕ хутлă, 60 хваттерлĕ çуртăн телейлĕ хуçисене çăра уççисене савăнăçлă ларура пачĕ. Çуртра социаллă программăпа килĕшÿллĕн кивĕ, авариллĕ çуртсенчен куçарнисем /вĕсем - 56 çемье/ тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă 2 тăлăх пурăнма тытăнĕç.

- Çынсене авариллĕ çуртсенчен хăтлă, çĕнĕ хваттерсене куçармалли программа ăнăçлă пурнăçланать, - пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев. - Ку енĕпе малашне тата тăрăшуллăрах ĕçлĕпĕр...

Сĕнтĕрти /Чулкасри/ пĕ-тĕмĕшле вăтам шкулта кăçал ăс пухма тытăнакансене ăмсанмалли çеç юлать: классем, коридорсем çутă, таса, хăтлă. Шкул директорĕ Галина Иванова çирĕплетнĕ тăрăх - вĕренÿ çулĕ вĕçленсенех шкула юсама тытăннă. Тăрăшни - куçкĕрет. Паллах, тÿрех çакăн пек хăтлăлатаймăн. Укçи-тенкине кура кăшт маларах шкулăн чÿречисене 1 млн та 100 пин тенкĕлĕх пластиклипе улăштарнă, тепĕр çулĕнче столовăйне 600 пин тенкĕлĕх оборудованипе çĕнетнĕ, кăçал федерацин «Меллĕ хăтлăх» программăпа сусăр ачасем валли шкула пĕр чăрмавсăр кĕрсе тухмалли хатĕрсемпе майлаштарнă. Шкулти спортзала та çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Уроксем хыççăн ял çамрăкĕсем те унта хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултарĕç.

Михаил Игнатьев шкул умĕнчи лапамра шкул ачисен ашшĕ-амăшĕпе, вĕрентекенсен коллективĕпе тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Вăрмар районĕнчи «Г.М.Ямуков» хресчен-фермер хуçалăхĕ республикăри чи пысăккисенчен тата ÿсĕмлĕ ĕçлекеннисенчен пĕри тесен пĕртте йăнăш пулас çук. Унăн усă куракан çĕр лаптăкĕ - 1727 гектар. Ытларах пайне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем йышăнаççĕ. Çĕрулмине 208 га çинче çитĕнтернĕ. Ăна кăларса сутма тытăннă ĕнтĕ. Тухăçĕ пĕчĕк мар. Культурăсене пуçтарса кĕртнипе пĕрлех кĕрхи çĕртме тăваççĕ, кĕрхисене акаççĕ.

Геннадий Ямуков фермер Михаил Игнатьева тата унпа пĕрле килнĕ ушкăна çĕрулми пуссинче кĕтсе илчĕ, ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ял çыннисем ĕçлесе илччĕр тесе «иккĕмĕш çăкăра» алăпа та пуçтараççĕ.

Михаил Васильевич хăй мĕн тĕллевпе килнине пĕлтерсен ĕçлекенсем ун тавра пухăнчĕç. Ăшпиллĕ калаçура темĕн çинчен те сăмах пычĕ: ялăн нумай енлĕ пурнăçĕ, çамрăк специалистсем хатĕрлесси, ялти халăха федераци трасси çине тухма 2 км ытларах çул тăвасси, патшалăха сутакан сĕт хакне ÿстересси кăсăклантарчĕ... Кашни ыйтăвăн хуравне пĕрле шырарĕç.

Юрий ЛИСТОПАД

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.