Комментари хушас

1 Авăн, 2015

Ахаль çÿресен ахах памаççĕ

- «Пенсие тухсан килти, ялти библиотекăри мĕнпур кĕнекене вулатăп. Пушă вăхăт нумай пулать», - теттĕм. Апла мар иккен, вăхăт пĕрех çитмест. Хĕлле кăна кăштах ирĕклĕрех. Чĕнтĕр те çыхатăп, тĕрĕ те тĕрлетĕп. Çуркунне вара хурт-хăмăр ĕçĕ пуçланать. Пыл хурчĕсене хĕл каçнă вырăнтан ирĕке кăлармалла, вĕллисене çуса тасатмалла, рамкисене улăштармалла. Каярах çăвăр хурт тухассине сыхламалла, пыл пуçтармалли рамăсем лартса памалла... Пыл çиес тесен питĕ нумай ĕçлемелле. Хĕл каçма лартичченех вĕсемпе айланатăп, - çапла каласа кĕтсе илчĕ мана Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçре пурăнакан Галина Никишина.

Галина Петровна мĕн ачаран вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Кÿршĕре пурăнакан Раиса Михайловăна уйрăмах кăмăлланăран çуралнă пулĕ ĕнтĕ ку ĕмĕчĕ. Раиса Михайловна вĕсене нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ.

- Математикăпа вĕрентекен Алексей Никонорова та килĕштереттĕмччĕ. Çавăнпа тепĕр чух математик пулас шухăшăм та пурччĕ. Аслă классенче пире математикăна урăх учитель вĕрентме тытăнчĕ те - ку предмета ăнланми пултăм. Вара нимĕç чĕлхипе тăрăшарах вĕрентĕм. Шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститута /халĕ университет/ ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕтĕм. Студент çулĕсем питĕ хăвăрт иртрĕç. 1979 çулта вара ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ - тăван ялта ачасене вĕрентме пуçларăм. Ачасене, ĕçе юратнипе 33 çул вăшт! кăна иртнĕ пек туйăнчĕ. Тата та ĕçлес кăмăлăм пурччĕ те... Çамрăк специалист килчĕ те - çул парас терĕм. Шкулпа сывпуллашнă хыççăнах шутсăр чун вăркатчĕ. Килте ларас та, тăрас та килмест. Ирхине чÿречерен пăхма та хăраттăмччĕ - шкула каякан ачасене курсан чун хурланатчĕ. Шкултан килнине асăрхасан та - йĕменни кăна. Аса илсен халĕ те куççуль тухать, - шывланнă куçĕсене вăрттăн шăлса илет Галина Петровна.

Пирĕн тăрăхра хĕрарăмсем хурт-хăмăр ĕçĕпе питех аппаланмаççĕ. Георгий Николаевича качча тухсан кăмăллама пуçланă ылтăн хуртсене Галина Петровна. Никишинсен йăхĕ ĕлĕкренех хурт-хăмăрçăсем пулнипе палăрса тăнă. Георгий Николаевичăн ашшĕ те, аслашшĕ те вăрманта утарсем тытнă. Çамрăк кин те майĕпен, хăй сисмесĕрех çак асамлă ĕçе «кĕрсе кайнă». Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.