Хирти трактор кĕрлевĕ ялйыша хавхалантарать
Комсомольски районĕнчи «Родина» хресчен-фермер хуçалăхĕнче кăçал тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем - 420 гектар. «Тырра юр айне нихăçан та хăварман. Кăçал та пухса кĕртетпĕр, - терĕ çирĕппĕн ХФХ ертÿçи, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Потемкин, хăй вăхăтĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланăскер. - Пирĕн Полессе комбайн хирте çиччĕмĕш çул ĕнтĕ. Апла пулин те чуман лаша пек чарăнса тăмасть».
«Родина» Луцкипе Александровка ялĕсенче пурăнакансен пай лаптăкĕсене 170 гектар тара илнĕ. ХФХ ертÿçипе çавăнта çул тытрăмăр. Петр Конторский комбайнер кăçал - çирĕм виççĕмĕш хут вырмара. «Май-июньте шăрăх пулчĕ - тырă лайăх çитĕнеймерĕ. Çавăнпа тухăç пысăк мар. Çапах кашни гектартан вăтамран 20 центнер пулать», - терĕ. Ăна Александр Тимофеев пулăшать. Вырмара пĕрремĕш çул. «Саша - манăн пиллĕкмĕш вĕренекен», - терĕ Петр Васильевич. Унпа калаçнă хушăра Александр Шамбулин водитель машинине комбайн çумне пырса тăратрĕ. Кĕçех бункертан кузов çине сап-сарă урпа тăкăнчĕ.
«ТЫРРА ЮР АЙНЕ НИХĂÇАН ТА ХĂВАРМАН. КĂÇАЛ ТА ХĂВАРМАСТПĂР, ПĔТĔМПЕХ ПУХСА КĔРТЕТПĔР» |
---|
Хиртен йĕтеме çул тытрăмăр. А.Потемкин руле тытса пынипе пĕрлех ХФХ ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ: «Пирĕн ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр - вăрман таврашĕнче тата çырма-çатраллă. Çавăнпа тăпра шурă тăмлă, гумус çителĕксĕр. Паллах, ялхуçалăх культурисем пысăк пучахлă, шултра тĕшĕллĕ пулаймаççĕ. Пурпĕр минерал удобренийĕпе апатлантаратпăр, çумкурăкран гербицид сапатпăр».
Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче ХФХ йĕтемĕ, унтах сĕт-çу ферми выр-наçнă. Мăйракаллă шултра выльăх - 160, çав шутра сăвакан ĕне 67 пуç. Кирек хăш ХФХ-шăн та йыш сахал мар. Фермерсен çак шая çитессишĕн темиçе çул вăй хума тивет. Анатолий Егорович выльăх витине кăтартса çÿрерĕ. Ĕнесене аппаратпа сăваççĕ, сĕт холодильнике пăрăхпа пуçтарăнать, чи паха сортпа сутăнать. Витесене юсанă, инфекцирен сыхланас тĕллевпе шуратнă. Сенаж - 750, утă 200 тонна хатĕрленĕ. Нумай çул çитĕнекен курăка иккĕмĕш хут çулни те выльăх валлиех пулать.
Хуçа кĕтĕве ÿстерме, тупăш ытларах илме тĕллев лартать. «Анчах производствăна вăйлатма çăмăлах мар, - ăнлантарать мана. - Мĕншĕн тесен укçа çаврăнăшĕ çителĕксĕр. Услам кирлĕ чухлĕ илейместпĕр. Вырмана тухиччен туллăн сутлăх хакне - 20 процент, сĕлĕпе урпанне сахалрах та ÿстерчĕç. Минерал удобренийĕ пĕлтĕрхи кĕр акинчен пуçласа - 50 процент, хими им-çамĕ, саппас пайсем, дизтопливо, электричество, газ, техника, ялхуçалăх оборудованийĕ самаях хакланчĕç. Тырă хакĕ унăн хăйхаклăхне кăларсан аванччĕ. Вырмана тухиччен элеватор кĕрхи туллăн кашни килограмне 9,2 тенкĕлле туянатăп тесе пĕлтерчĕ. Анчах, сăмахран, пирĕнне 8,6 тенкĕлле çеç туянчĕ».
Акă йĕтеме çитрĕмĕр. Вăл тата кĕлетсем хуçалăха «Россия» колхозран юлнă, халĕ ХФХра вăй хуракансене усă параççĕ. Анатолий Егорович мăшăрĕ Валентина - йĕтем заведующийĕ - кунти пĕтĕм ĕçе йĕркелет. Светлана Тарасова, Мария Баранова, Елена Шамбулина, Елена Кокшина тырра аллаççĕ, михĕсене тултарса элеватора ăсатаççĕ е кĕлете кĕртеççĕ.
Хирти трактор кĕрлевĕ ялйыша хавхалантарать, мухтавлă «Россия» колхоз уй-хирĕнче юрласа ĕçленине аса илтерет. «Анатолий Филипповпа Андрей Баранов кĕрхи культурăсем акаççĕ. Вĕсемех çĕртме тăваççĕ, тăпрана акма кăпкалатаççĕ», - терĕ фермер.
Вăл çул çинче хиртен утă тюкĕсем турттарса анакан машинăна хирĕç пулчĕ. Рулĕ умĕнче - 25 çулти çамрăк. «Манăн ывăл Женя, - терĕ. - Аслă пĕлÿ илсенех тăван яла таврăнчĕ, авланчĕ, арăмĕпе ача çитĕнтереççĕ. Хуçалăхăн пĕтĕм ĕçне йĕркелет. Груз турттаракан машина рулĕ умне ларма та вăхăт тупать».
Ĕççине хутшăнакансене кăнтăрлахи тата каçхи апат тÿлевсĕр çитереççĕ. Антонина Ижедерова тутлă пĕçерет. Унăн техĕмлĕ апачĕпе пурте кăмăллă. ХФХ тара илнĕ çĕрпе усă курнăшăн пайçăсене виçшер центнер тырă, икшер тюк улăм панă. Вĕсем тав тăваççĕ çеç. Хăйсем çĕр ĕçлеймеççĕ. Фермер хуçалăхĕн налукпа кредит парăмĕ çук. Çапах А.Потемкин шухăша каять. «Мĕн канăçсăрлантарать?» - тетĕп. «Пуласлăх, шăллăм, пуласлăх!..»
Юрий МИХАЙЛОВ.
Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас