Комментари хушас

6 Пуш, 2015

Çĕрпÿсен йывăр лавĕ малаллах кайтăр

Юнкун Çĕрпÿ хулинче районăн 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерчĕç. Ăна Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Александр Казаков пĕлтĕрхи кăтартусене виçĕмçулхипе танлаштарса доклад турĕ.

Сăмахне демографирен пуçларĕ. 44 ача сахалрах çуралнă. 268 мăшăр çемье çавăрнă, 112-шĕ саланнă. Çуралакансемпе танлаштарсан вилекенсем ытларах пулнăран районта 57 çын катăлнă. Çапах та пĕлтĕр пурнăçран сахалрах уйрăлни савăнтарать. Хĕрарăмсем вăтамран - 77,5, арçынсем 62 çул пурăннă.

2014 çулта район бюджетĕнче тĕрлĕ çăлкуçран 2013 çулхин 99,3% чухлĕ укçа пухăннă, социаллă пурнăçпа экономика ыйтăвĕсене татса пама ăна ытларах та тăкакланă. Ялхуçалăх организацийĕсем таса услам 2,2 хут нумайрах илнĕ. Патшалăх вĕсене 85 млн тенкĕлĕх субсиди /46% нумайрах/ уйăрнă. Хресченсен ĕç укçи 16 пин тенкĕпе танлашнă /республикăра - 12500/. Ялхуçалăх продукцийĕ 3,3% ытларах туса илнĕ. Пÿлмене 41 пин тонна тырă хывнă. Ку енĕпе Çĕрпÿсем районсен хушшинче - иккĕмĕш вырăнта.

Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче выльăхпа кайăк-кĕшĕк ашне 2% сахалрах туса илнĕ. Анчах кăтартăва «Авангард» обществăн филиалĕ «Çĕрпÿ беконĕ» пĕр кг та чакарман. Тĕрлĕ хуçалăх сĕт 6% сахалрах, ялхуçалăх организацийĕсем 22% нумайрах сунă. «Килти хуçалăхсенче ĕне йышĕ 650 пуç чакнă, çавăнпа районта сĕт сахалрах сунă», - терĕ докладçă. Ялхуçалăх организацийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх - 448, вăл шутра ĕне 164 пуç хушăннă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.