Чăвашла верси
Русская версия
“Çамрăксен хаçачĕн” пики
Вулаканăмăрсем, хăвăра килĕшнĕ хĕршĕн "Контактра" социаллă сетьри "Çамрăксен хаçачĕн" ушкăнĕнче "лайк" лартса сасăлама пултаратăр. Январь уйăхĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Çĕрпÿел хĕрĕ Людмила Петрова мала тухнăччĕ - уншăн 47 çын сасăланă. Февральте вара Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль пики Людмила Александрова тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ - уншăн паянхи куна 831 çын хăйĕн сассине панă. Иккĕмĕш вырăнта - Çĕмĕрле хĕрĕ Наталия Михайлова. Вăл 400 сасă пухнă.
"Çамрăксен хаçачĕн" пики" фотоконкурс малалла тăсăлать. Унта хутшăнма кăмăл тунисем сăнÿкерчĕке molgazeta@rambler.ru электрон почтăна ярса пама пултараççĕ. Çырура хăвăр ят-шыва, ÿсĕме, ăçта ĕçлени-вĕреннине палăртма ан манăр.
Комментари хушас