Çын парăмĕшĕн явап тыттарчĕç

13 Пуш, 2015

Иртнĕ çулхи август уйăхĕн 21-мĕшĕнче 60 çул тултарса тивĕçлĕ канăва тухрăм. Пĕрремĕш пенсие - 8652 тенкĕ те 59 пуса - октябрь уйăхĕнче илтĕм. Пенси фончĕн Канаш хулинчи управленине çитсе уйăхри тÿлев суммипе кăсăклантăм.

"Суд приставĕсен йышăнăвĕпе санăн пенси укçин çуррине парăма саплаштармашкăн тытса юлаççĕ", - терĕç унти специалистсем.

Суд приставĕсем патне çул тытрăм, ыйтăва уçăмлатас терĕм. Ак тамаша, пĕр пуслăх та парăм çук-мĕн. Ман пенсирен тытса юлакан укçа Канашри Николай Борисович Григорьевшăн тÿлеме каять иккен. Вăл 1962 çулта çуралнă, хулара тĕпленнĕ, эпĕ - 1954 çулта, ялта пурăнатăп. Хушамат, ят тата атте ячĕ пĕрешкел пулнăшăн ют çын парăмне мĕншĕн манăн тÿлемелле? Право йĕркине сыхлакан органсенче ĕçлекенсен тимсĕрлĕхне çирĕплетмест-и çакă?

Халĕ суд приставĕсен мана 8652 тенкĕ те 59 пус тавăрса памалла. Ăна тивĕçмешкĕн асăннă тытăма темиçе хут та çитме тиврĕ, анчах кашнинчех пушă алăпа таврăнатăп.

Пичет вăйĕ пысăккине шанса çак ыйтăва татса памашкăн "Хыпар" хаçатран пулăшу ыйтатăп.

Николай ГРИГОРЬЕВ.

Канаш районĕ, Яманкасси ялĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.