«Шырав» яланах шыравра

12 Пуш, 2015

Шупашкарти 62-мĕш шкулта вĕренекенсен «Шырав» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалланă. Йĕркелесе ирттерекенĕ - çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парас енĕпе ĕçлекен ЮНИТЭКС центр.

Конференцие пурĕ вунçичĕ муниципалитетран утмăл тăхăр проект тăратнă пулнă. Вĕсенчен хĕрĕх тăваттăшĕ хÿтĕлеве тивĕçнĕ. Проектсене «Ĕçлев пултарулăхĕ» тата «Наукăпа техника пултарулăхĕ» номинацисенче, пилĕк секцире, ÿсĕме кура пайланă икĕ ушкăна пăхса хакларĕç.

Ачасем хăйсен ĕçĕсене çарпа патриот темине халалланă, ветерансене валли парнесемпе сувенирсем хатĕрленĕ.

Конференцие хутшăнакансене Раççей ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри пайĕн председателĕн заместителĕ Виталий Маратович Лосев тата çак пĕрлешĕвĕн президиумĕн членĕ Владимир Михайлович Лабутов саламларĕç.

- Сирĕн çине пăхса пирĕн республикăра чăнласах асамлă ĕç тăвакансем - самолет, пулемет тата ыттине те ăсталама пултаракансем - пурришĕн савăнатăп, - терĕ Виталий Маратович.

Республика шайĕнчи наукăпа практика конференцине ирттерме 62-мĕш шкула ахальтен суйласа илмен. Кунта çакăн йышши мероприятисене ирттерес ĕçре пысăк яваплăх кăтартаççĕ. Аякран килекенсене ăшă кăмăллăн кĕтсе илни те çакнах çирĕплетет.

- Çĕр çинчи пĕтĕм чĕрĕ япаларан этеме астăвăмĕ уйăрса тăрать. Тин кăна офицерсем каланине пирĕн ачасенче упраса хăвармалла. Ку тĕлĕшрен шăпах вĕрентекенсем тата ертÿçĕсем пулăшаççĕ те, - терĕ Шупашкарти 62-мĕш шкул директорĕ Наталья Алексеевна Кузнецова конференцие хутшăнакансене ăнăçу суннă май. - Кураври ÿкерчĕксем те, эсир хăвăр алăпа ăсталанă япаласем те çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва шанма юранине çирĕплетеççĕ. Тавах сире эсир пурришĕн!

Ĕçсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн кашни номинацире, секцире тата ÿсĕме кура пайланă ушкăнра çак вĕренекенсене çитекен пулмарĕ:

Николай ВАСИЛЬЕВ, 8 класс (Красноармейски районĕ, Упи шкулĕ), ертÿçи - И.П.Матвеев;

Илья ЭЛИСТАРХОВ, 9 класс (Шупашкарти 49-мĕш шкул), ертÿçи - В.И.Кудряшов;

Диана СЕРГЕЕВА, 8 класс (Çĕрпÿри 2-мĕш шкул), ертÿçи - Е.И.Казарина;

Инна КРЫЦОВА, 10 класс (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕ), ертÿçи - И.Е.Захарова;

Алина ЛИСОВА, 7 класс (Тăвай районĕ, Тăвай шкулĕ), ертÿçи - С.В.Захарова;

Ольга ДИМИТРИЕВА, 9 класс (Вăрмар районĕ, Вăрмар шкулĕ), ертÿçи - Н.П.Егорова;

Лилия ИВАНОВА, 9 класс (Муркаш районĕнчи «Çамрăк техниксен станцийĕ» ачасене хушма пĕлÿ паракан учреждени), ертÿçи - А.Ю.Герасимова;

Анастасия КИРШЕВА, 7 класс (Муркаш районĕ, Юнкă шкулĕ), ертÿçи - И.В.Киршева;

Александр АНТОНОВ, 9 класс (Тăвай районĕ, «ДЮЦТР» ачасене хушма пĕлÿ паракан учреждени), ертÿçи - Е.Н.Моряков;

Антон ПОПОВ, 7 класс (Шупашкарти 62-мĕш шкул), ертÿçи - В.В.Лемесов;

Николай МОЗЯКОВ, 10 класс (Шупашкар районĕ, Вăрман Çĕктер шкулĕ), ертÿçи – А.Л.Моисеев;

Максим СМИРНОВ, 9 класс (Шупашкарти 62-мĕш шкул), ертÿçи - Б.В.Васильев.

Наукăпа техника пултарулăхĕ номинацире иккĕмĕш вырăна тухнă Анастасия Киршева хăй ăсталанă гидроракетăпа пурне те тĕлĕнтерчĕ. Çав тери йăрăскере, илемлĕ те янăравлă сасăллăскере жюрисем кăсăклансах итлерĕç. Хĕрачан хумханни пĕрре те палăрмарĕ. Хастарскер Мускаври ăмăртусене те хутшăнса курнă-çке, малти вырăнсене тухнă.

- Мана чи килĕшекен темăсем - ракета тата самолет, - тет хăйĕн малашлăхне космос ĕçĕнче куракан, конструктор пулма ĕмĕтленекен Настя.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче саккăрмĕш класра вĕренекен Денис Мольковăн ЯК-3 самолет моделĕ виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Унăн ертÿçи А.В.Храмов хăй те авиамоделировани енĕпе кăсăкланнăран çак ăсталăха икĕ çул туптанă, вара районти Ача-пăча пултарулăхĕн çурчĕ çумĕнче авиамоделировани кружокĕ йĕркелеме шут тытнă.

- Авиамоделировани кружокне пĕлтĕр-хи декабрь уйăхĕнче кăна йĕркелесе ятăмăр. Унта ачасем кăçалхи январьтен çÿреме пуçларĕç. Кăсăклану пурри ÿсĕм тума пулăшать. Акă конференцие те хутшăнма тивĕçрĕмĕр. Денис Мольков питĕ тăрăшуллă та пултаруллă, яваплăха туякан ача пулнăран ушкăнран ăна суйларăм. Денис ЯК-3 самолет моделĕ-пе паллаштарчĕ. Совет Союзĕн геройĕ Г.Н.Захаров шăпах ЯК-3 самолетпа вĕçнĕ, çавăнпа çакна суйларăмăр та, - ăнлантарса пачĕ Александр Владимирович.

Шупашкарти 62-мĕш шкулта вĕренекен Илья Фомичев виççĕмĕш класра кăна вĕренет пулин те унăн малашлăхĕ пысăк. Вăл ăвăс çурта ăсталанă.

- Çак ĕçе килте тума май çук пуль тенĕччĕ, анчах тăрăшнин ÿсĕмĕ пурах. Анне сĕнÿсемпе хавхалантарчĕ, ĕçне хамах пурнăçларăм, - хавхаланса каласа пачĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă арçын ача.

Конференци çĕнтерÿçисемпе призерĕ-сене медальсемпе, асăнмалăх парнесемпе, çарпа патриот воспитанийĕ парас енĕпе ĕçлекен ЮНИТЭКС центрăн Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. «Наукăпа техника пултарулăхĕ» номинацири чи лайăх ĕçсене Мускава вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри наукăпа техника пултарулăхĕн куравне хутшăнтарĕç.

Лариса ПЕТРОВА.

Илья КЛОЧКОВ тата

Лариса ПЕТРОВА сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.