Тĕпчев

9 Нарăс, 2019

Тĕпчевĕ завод тухăçлăхне ÿстернĕ

Шупашкар урамĕсенче уçăлса çÿренĕ май кама мĕн кăчăк туртать, киленÿ кÿрет? Иккĕленместĕп: ыйтăва хуравланă май чылайăшĕ çĕр-çĕр хунар çутиллĕ Атăл кÿлмекне асăнĕ.

20 Чÿк, 2018

Унччен «Нарспи» вулаттăмăр...

Хăй вăхăтĕнче республикăра кăна мар, Раççейре тата чикĕ леш енче те палăрма мехел çитернĕ кондитер фабрики халăхра палăрнă сăнарсен — Нарспипе Сетнер — ячĕллĕ канфетсем кăларатчĕ. Пылак çимĕçе кăмăллакансем çакскерсене парне вырăнне хаваспах туянатчĕç. Паянхи ăру патне çитеймерĕç вĕсем, çухалчĕç.

14 Чÿк, 2018

Ĕпхÿри шăл тухтăрĕ несĕл йывăççине 11 сыпăк таран хатĕрленĕ

Ĕпхÿри шăл тухтăрĕ Петр Петров 20 çул несĕл йывăççине «ÿстерет». Çавна май вăл 3 пин тăванне тупса палăртнă, 11 сыпăк таран тĕпченĕ. Несĕл йывăççинче — 68 пин хушамат.

9 Чÿк, 2018

Шикли шикленнĕ, завод тесен хăранă

Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ тенĕ ваттисем. Муркаш районĕнчи Москакасси ял тăрăхĕнчи Эхветкасси çумĕнче Китай инвесторĕсем сĕт-çу тирпейлекен завод тăваççĕ тесен вырăнтисем кăмăлсăрланма пуçланă.

28 Авăн, 2018

Вăхăтра юсамаççĕ — çемьесене чăрмав кÿреççĕ

Пурăнмалли вырăн хуçисем çуртри пĕрлехи пурлăха — подъезда, шыв, канализаци, электричество, хваттере хутса ăшăтмалли оборудование, çурт тăррине, ыттине — çĕнетме республикăн тĕп юсав е уйрăм çурт фондĕнче укçа пухасси лайăхлансах пычĕ. Республикăн тĕп юсав фончĕн коммерциллĕ мар организацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — 2016 çулта — 86%, 2017 ç. — 97%, кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче 99,29% пуçтарнă. Тĕпрен юсама хывакан кĕмĕл пĕлтерĕшне ытларахăшĕ ăнланнине куратпăр.

Pages