Тĕпчев
Алăри 5 пин Мускаври 50 пинрен хаклăрах
«Килти пăру тинĕс леш енчи ĕнерен те хаклăрах». Е тата: «Алăри аллă пус Мускаври мулран хаклăрах», — теççĕ чăвашсем. Ваттисен сăмахĕсене паян ытахальтен аса илмерĕм. Ялсенчи вăй питти арçынсем халĕ темиçе çул каярахрипе танлаштарсан аякри хуласене вăрăм укçа ĕçлесе илме сахалрах каяççĕ. Тăван килте, çемьепе пурăнни хаклăраххине ăнланса илнĕ вĕсем. Пурнăçа епле саплаштараççĕ? Мĕнле мелпе ĕçлесе илеççĕ вĕсем? Ялта ĕç вырăнĕсем пур-и? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тесе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чи аякра вырнаçнă Ишлĕ ял тăрăхне çитсе килтĕм.
Матриархат палли, е ?..
Социаллă сетьсем: çынсем хăш партие кăмăллаççĕ?
Укçалла çыртарнă диплом пĕлÿ шайне ÿстермест
Студент сессирен сессиччен хаваслă пурăнать. Халĕ вĕсен хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Пĕрисем зачет тытаççĕ, теприсем экзамен ыйтăвĕсене тĕшмĕртеççĕ, виççĕмĕшĕсем диплом çыраççĕ. Чÿречене уçса: «Халява кил», — тесе кăшкăракансем, ахăртнех, ăнасса шанаççĕ. Юлашки вăхăтра студентсен пурнăçĕ чылай çăмăлланчĕ. Тĕнчене ярса илнĕ серепере рефератран пуçласа практика отчечĕпе билетсен хуравĕсем таранах тупма май пур. Студентсене пулăшас тĕллевпе Интернетра ятарлă сайтсем йĕркеленĕ. Вĕсем хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме илĕртме тĕрлĕ май шыраççĕ.