Тĕпчев
Тиркекене - тирĕк тĕпĕ
Паян республикăри кашни ялта урçа-хусах пайтах. Пĕри авланма иртерех тесе çамрăклăх иртнине сиссе юлайман, тепри – турă çырни пусма вĕçнех килĕ-ха тесе кĕтнĕ, виççĕмĕшĕ – ашшĕ-амăшне тивĕçтерекен хĕр тупайман. Ман шухăшпа, тепĕр пĕлтерĕшлĕ сăлтав та пур. Ялти хăш-пĕр каччă именчĕк, шалти туйăмне уçма вăтанать.
Вĕсен шалăвĕ дипломлисенчен пысăкрах
Чылай студент стипенди çитсе пыманнипе ĕç шыраать. Хăшĕ-пĕри çак утăма ашшĕ-амăшĕнчен пулăшу илме май çуккине туйса тăвать. Республикăра нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемье сахал мар. Паллах, пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаканскерсене хурлама сăлтав çук. Хăшĕ-пĕри промоутерта, таксистра, официантра, мерчендайзерта, курьерта ĕçлет, теприсем пĕлтерÿ çыпăçтарса çÿреççĕ, виççĕмĕшĕсем сутуçăра вăй хураççĕ. Студентсене вĕреннĕ хушăрах ĕçлеме мĕн хистет-ха? Вĕсем мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ?
Николай Егоров: «Ырă çын пурлăхпа мар, ăс-тăнпа пурăнать»
Николай Иванович Егоров - тюрколог-лингвист, филологи наукисен докторĕ, профессор, 200 яхăн ăслăлăх ĕçĕн, çав шутра чăваш этно- тата глоттогенез, пăлхар-чăваш евĕр чĕлхесен авалхи хутшăнăвĕсен, чăваш этимологийĕн тата истори лексикологийĕн, ономастикипе диалектологийĕн ыйтăвĕсемпе, чăваш календарь уявĕсемпе йăли-йĕрки, ми