- Чăвашла верси
- Русская версия
Вĕсен шалăвĕ дипломлисенчен пысăкрах
Чылай студент стипенди çитсе пыманнипе ĕç шыраать. Хăшĕ-пĕри çак утăма ашшĕ-амăшĕнчен пулăшу илме май çуккине туйса тăвать. Республикăра нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемье сахал мар. Паллах, пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаканскерсене хурлама сăлтав çук. Хăшĕ-пĕри промоутерта, таксистра, официантра, мерчендайзерта, курьерта ĕçлет, теприсем пĕлтерÿ çыпăçтарса çÿреççĕ, виççĕмĕшĕсем сутуçăра вăй хураççĕ. Студентсене вĕреннĕ хушăрах ĕçлеме мĕн хистет-ха? Вĕсем мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ? Çак тата ытти ыйтăва уçăмлатма куçăн майпа ăс пухакан, çав вăхăтрах ĕçлекенсемпе тĕл пултăм.
Комментари хушас