Комментари хушас

28 Нарăс, 2014

Аслă шкула - çăмăл машинăпа

Ольга Иванова. Андрей Яковлев.

Çул çинче чупакан «тимĕр утсен» йышĕ çулран-çул ÿсет. Мĕн пытармалли, хăш-пĕр çемьере вĕсен шучĕ иккĕрен те ытла. Паян руль умне арçын çеç мар, хĕрарăм та ларать. Çамрăксем те çул çитменнине пăхмасăрах çăмăл машинăпа çÿреме тытăнаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, республикăра регистрациленнĕ автомобильсен 36,5 проценчĕ тĕп хулара чупать. Пĕрисем ĕçе васкаççĕ, теприсем ачисене садике ăсатаççĕ, виççĕмĕшĕсем «тимĕр урхамахпа»... вĕренме çÿреççĕ. Аслă шкулсен, общежитисен умĕнче çăмăл машина чылай. Раççейре кăларнисенчен пуçласа ют çĕр-шыврисем таранах. Хаклă йышши автомобильпе преподавательсем çеç мар, студентсем те çÿреççĕ. Анчах «тимĕр урхамахлисене» мĕнле йышăнаççĕ-ши? Вĕсем унпа вĕренме кашни кун çÿреççĕ-и? Бензин валли укçа мĕнле тăваççĕ?..

Стипенди бензин илме çитет

Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕнче 3-мĕш курсра вĕренекен Андрей Яковлев руль умĕнче виççĕмĕш çул. Аслă шкула вăл «Форд Фокуспа» çÿрет. Йĕкĕте Америка машинине ашшĕ туянса панă. Апла пулин те лайăх çанталăкра Андрей çуран утма та ÿркенмест. Унпа пĕр ушкăнра вĕренекеннисенчен тепĕр ачан çеç çăмăл машина пур. Çавăнпа унран преподавательсем те, студентсем те тĕлĕнеççĕ иккен. Çула май пулсан вăл пĕлĕшĕсемпе тусĕсене лартса кайма хирĕçлемест. Андрей «Форд Фокуспа» таксистра ĕçлемест. Хăш чухне ялтан таврăннă май çынсене лартса килкелет. Каччă çăмăл машинăна тасалăхра тытать.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн 2-мĕш курс студенчĕ Павел Архипов вĕренме çăмăл машинăпа пĕр уйăх çеç çÿрет-ха, анчах «тимĕр урхамах» туянас шухăшĕ унăн малтанах пулнă. Каччă çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçлеме çÿренĕ. 2013 çулхи «Приорăна» илме ăна ашшĕ-амăшĕ нумай пулăшнă. Павел каласа кăтартнă тăрăх - ушкăнри 9 ачаран 5-шĕн çăмăл машина пур. Унăн шухăшĕпе, студент «тимĕр утпа» çÿренинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Халĕ чылай çамрăкăн автомобиль пур, хăшĕ-пĕри ашшĕ-амăшĕ тăрăшнине тивĕçлипе хакламанни çеç кăмăлсăрлантарать ăна. Эрех ĕçсе руль умне ларни е тата аврие çакланни, шел те, час-часах çамрăксен айăпĕпе пулать-çке-ха. Елчĕк районĕн каччи çакна ăнланать, çавăнпа çул çинче тимлĕ пулма тăрăшать. Техникăна бензинпа тивĕçтерме ăна стипенди пулăшать. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраканскер уйăхсерен 6 пин ытла тенкĕ илет. Çĕрлесерен ĕçлемест вăл, тус-тăванĕ е юлташĕ ыйтсан çула тухма хирĕçлемест.

Павелпа хĕрсем машинăллă каччăсене килĕштерни çинчен те сăмах пуçартăмăр. Паянхи хĕр-упраç «тимĕр утлисене» кăмăлланине вăл та пытармарĕ. Чылай пике çăмăл машинăллă, хваттерлĕ йĕкĕте куç хывать.

Павел занятисене çÿремесĕр ĕçлекен яшсене ятламасть. Каччă шухăшĕпе - ĕçлесе илнĕ укçана пĕлсе расхутламалла, аттепе анне сăмахне кирек хăçан та вырăна хумалла, вĕсем тăрăшнине хаклама пĕлмелле.

 

Вăрă-хурах - общежити умĕнче

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн машиностроени факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренекен Алексей Федоров çăмăл машина туянассишĕн çулла икĕ уйăх пĕр канми ĕçленĕ. Пĕр уйăх ытла - Мускавра, тепĕр виçĕ эрне тĕп хуламăрта вăй хунă. Хăй тăрăшнипе тата ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе ВАЗ-2112 маркăллă çăмăл машина туяннă. Йĕпреç районĕн каччи унпа кашни кунах çÿременнине пĕлтерчĕ. Общежитирен инçе мар вырнаçнă вĕренÿ корпусне вăл çуранах утать. Физкультура занятийĕсене каймалла чухне çеç «тимĕр урхамахне» хускатать. Бензин валли укçа тăвассишĕн яш таксистра ĕçлет. Ку тĕллевпе руль умне, паллах, вĕренÿрен пушă вăхăтра е эрне вĕçĕнче ларать. Хăйĕн çăмăл машинине вăл общежити умĕнче лартать. Вăрă-хурах тапăннă тĕслĕх пулнă-ши? Кукăр алăллисем студентсен çăмăл машинисене те ухтараççĕ-ши? Алексей каласа кăтартнă тăрăх - кун пекки сайра пулать. Унăн «урхамахне» халĕччен тĕкĕнсе курман. Эрне каялла пĕлĕшĕн çăмăл машинин чÿречине çĕмĕрсе хурах унти хатĕрсене йăкăртнине илтнĕ вăл. Эппин, студентсен асăрхануллă пулмалла - усал шухăшлисем вĕсене тĕкĕнмеççĕ тесе шанмалла мар.

Автомобильпе çÿрекенсене хĕрсем ытларах килĕштернине Алексей те сăнанă, анчах вăл хăйĕн урхамахĕпе çак тĕлĕшпе усă курмасть. Пикесене çăмăл машинăпа илĕртмест, вĕсене кăмăлне кура суйлать.

 

Преподавательсене те сĕнÿ-канаш кирлĕ

Яш-кĕрĕм çеç мар, хĕр-упраç та юлашки вăхăтра çуран çÿремест. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультечĕн студентки Ольга Иванова виçĕ çул каялла права илнĕ. Ашшĕпе амăшĕ ăна «Калина» туянса панă. Пике каласа кăтартнă тăрăх - вăл пĕчĕк чухнех руль умне ларма ĕмĕтленнĕ, 18 тултаричченех çÿреме вĕреннĕ. Халĕ Ольга çул çинче хăйне ирĕклĕ тытать.

Хĕр ушкăнĕнче 30 çамрăк вĕренет. Вĕсенчен 5-шĕ университета çăмăл машинăпа çÿрет. Ольга çаксенчен пĕри, ыттисем пурте каччăсем. Пикерен тĕлĕнекен те, ăна мухтакан та пур. Çул çинче пăтăрмахсăр пулмасть. Пĕррехинче вăл хирĕç килекен КАМАЗран пăрăнма ĕлкĕрнĕ. Оля юлташĕсене вĕренме пĕрле лартса çÿрет. Права илме тĕв тунă хĕрарăм преподавательсем унран сĕнÿ-канаш та ыйтаççĕ, экзамен пирки тĕпчеççĕ.

Бензин валли укçа Оля хăех ĕçлесе илме тăрăшать. Студентка стипенди илет, пушă вăхăтра та кĕрĕк арки йăваламасть. Сăмах май, сигнализацие, радара тата çăмăл машинăри ытти хатĕре вăл хăех туяннă. Пике çул çинчи çăмăлттай шухăшлă водительсене кăмăлламасть. «Тимĕр ут» илессишĕн вĕренме çÿремесĕр шапашра хĕлĕн-çăвĕн ĕçлекенсене хурлать. Унăн шухăшĕпе - машина тимĕр купи çеç, чи пахи - вăхăтра пĕлÿ илсе лайăх специалист пуласси, руль тармасть, ун умне туссен умĕнче мăнаçланассишĕн çеç ларма кирлĕ мар.

Чăннипех те, Ольăн сăмахĕсемпе килĕшмесĕр тăраймăн. Студентăн тĕп тивĕçĕ - вĕренесси. «Тимĕр ут» вара куçса çÿремелли хатĕр çеç. Çитменнине, вăл шывпа чупмасть. Юрать, 1-2-мĕш курссенче вĕренекенсене стипенди çумне хушса тÿлеме тытăнчĕç, ăна лайăх вĕренекен, пĕчĕк тупăшлă е нумай ачаллă çемьесенче çитĕннисене кăна параççĕ. Ыттисен вара ашшĕ-амăшĕнчен пулăшу кĕтме е урăх майпа тупăш тума тивет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.