Хăватлă Атăл куççульленчĕ, хÿхлевĕпе тĕнче кисренчĕ
Геннадий Максимовăн “Атăлти хĕрессем” тата Валентин Распутинăн «Прощание с Матерой» хайлавĕсене халиччен никам та танлаштарса тĕпчемен. Икĕ повеçри пĕр пеклĕхсемпе уйрăмлăхсене тишкерни — çĕнĕлĕх.
«Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен.
Çĕрсем çинче, шыв çинче
Хуçа пулса вăл тăрать» — «Нарспи» поэмăри çак йĕркесене татса илет те вулакан: «Вăйлă каланă!» — теме пăхать. Анчах та поэтăмăр калас текен шухăша малаллахи йĕркесенче ăнланса илетпĕр:
«Анчах вăйлă этем те
Хăй тĕнчине пăхăнать».
Этем тĕнчинче вара укçа, мул пуç пулса тăрать. Çын çак мулшăн, çĕр çинчи ĕмĕрсем хушши йĕркеленнĕ ырлăха çавăрса илессишĕн çут тĕнче вăйне, çут çанталăка пăхăнтарма тăрăшать. Çут çанталăк патши пулас тесе хастарланни этемлĕхе мĕнле хăрушлăх патне илсе çитернине Геннадий Максимов çыравçă «Атăлти хĕрессем» повеçре витĕмлĕн кăтартать. Произведенире автор Шупашкар ГЭСне хута ярас умĕнхи вăхăта сăнарлать. Тырă-пулă тулăх паракан уй-хир, çут çанталăк пурлăхĕпе пуян вăрман, ялсем, хуласем — веçех шыв айне пулмалла иккен. Çав шутра Айлăмкас ялĕ те... Çĕршыв экономикине çĕклес тĕллевпе пысăк ĕç пуçарса янă: Çĕпĕрти юхан шывсенче, Атăл çинче ГЭСсем туса лартмалла. Калама çук пысăк стройкăсем кĕрлесе тăнă чухне Айлăмкас тата ун çыннисен шăпи пирки кам шутласа тăтăр? Анчах та шăп çеç никам илтмен-пĕлмен 60 килĕллĕ Айлăмкас çыннин шухăш-кăмăлĕ, ăс-тăнĕ урлă этем тата çут çанталăк мĕнле шайлашура пулмаллине ăнкарса илетпĕр. Этемлĕхшĕн нимпе хаклайми пысăк пĕлтерĕшлĕ проблемăсем çĕклет автор хăйĕн повеçĕнче:
— Çын тата çут çанталăк пĕр-пĕрне пĕтерес мар тесен мĕнле килĕшÿре пурăнмалла?
— Ăрупа ăру хушшинчи çыхăнăва татмасăр мĕнле упрамалла?
— Халăх шанăçне çухатас мар тесен влаçăн мĕнле пулмалла?
— Киввине тĕппипе аркатмасăр çĕннине тума çук-им?
— Леш тĕнчепе ку тĕнчен куçа курăнман çыхăнăвне мĕнле упрамалла?
Этемлĕхе пырса тивекен 20-мĕш ĕмĕрти проблемăна /çын тата çут çанталăк/ пуçласа вырăс çыравçи Валентин Распутин 1976 çулта «Прощание с Матерой» повеçĕнче çĕклет. Автор хăй çуралса ÿснĕ тăван ялĕ шыва кайнине кăтартса парать. Ĕçсем 60- мĕш çулсенче, Çĕпĕрти Ангара юхан шывĕ çинче Братск ГЭСне хута янă вăхăтра пулса иртеççĕ. Çак икĕ произведение танлаштарсан сюжет йĕрĕ те пĕрех, этемлĕхе пырса тивекен пĕр проблемăнах çĕклеççĕ авторсем темелле. Анчах та çав проблемăсене мĕнле шайра çутатса параççĕ-ха? Пĕр журналта Г.Уткин çыравçă «Геннадий Максимов повеçĕнче трагизм «Прощание с Матерой» шайнех çитеймест...» тенине вуласан ку шухăшпа килĕшес кăмăл çуккипе çак икĕ хайлава танлаштарса тĕпчеме шухăшсем çуралчĕç.
Икĕ повеçре те ĕçсем çуркуннехи вăхăта сăнланинчен пуçланаççĕ. «Атăлти хĕрессем» хайлавра Мăнкун умĕнхи вăхăт. Çулталăкăн чи илемлĕ, чи кĕтнĕ вăхăчĕпе ял çыннин савăнмалла пек, анчах та çăтмахри пек вырăнта тĕпленсе хĕвел Атăлтан питне çуса тухнине çĕр-çĕр çул курнă Айлăмкас ялĕн пуласлăхĕ çукки çынсен чĕрисенче канăçсăрлăх хускатать. Çакна эпир Николай Платонов урлă куратпăр. Повеçри тĕп сăнар Николай Павлович Платонов — вăрçă ветеранĕ, хăй ĕмĕрне шкулта ĕçлесе ирттернĕ педагог.
Распутин повеçĕнче тĕп сăнар — Дарья Пилигина. 80-ран иртнĕ пулин те хăйне çирĕп туять, килти выльăхсене хăех пăхать. Ăсĕпе, чун вăйĕпе çынсене хăй патне туртать. Ун çумĕнче яланах çын, унран канаш ыйтаççĕ, пурăнма вăй-хăват илеççĕ. Малалла вулас...