Матриархат палли, е ?..

1 Авăн, 2017

Кивĕ масар вăрттăнлăхĕ

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс çумĕнчи кивĕ масарта 2012 çултанпах археологи экспедицийĕсем ирттерет. Кăçалхи утă уйăхĕн 4-19-мĕшĕсенче ученăй-археологсем /Н.Березина, А.Березин, Е.Михайлов, Н.Мясников/ историн çак палăкне малалла тĕпчерĕç. Сăрпа Сĕве юхан шывĕсен хутлăхĕн çурçĕр енче вырнаçнă Мăньял Хапăс çумĕнчи кивĕ масар – пирĕн эрăри I-III ĕмĕрсенче халиччен паллă пулман аваллăх палăкĕ. Унта – мăкшă тата финн-угор халăхĕсен тăхăмĕ канлĕх тупнă. Масара чавса тĕпченĕ çĕре иртнĕ çулсенче Мордва Республикин Патшалăх Пухăвĕн ертÿçи В.Чибиркин делегаципе /Мордва пединститучĕн ректорĕ В.Кадакин тата Мордва Республикин Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсем А.Живаевпа А.Воробьев/ кунти ĕçсемпе паллашма килсе кайрĕç. Мордва Республикинчи Евсевьев ячĕллĕ педагогика институчĕн студенчĕсем, Чăваш Республикинчи шкул ачисемпе студентсем кашни çулах çак тĕпчеве хутшăнаççĕ.

…Ултă çул каялла Мăньял Хапăс ял ачисем çырмара вылянă чухне авалхи укçасем тупнă. Киле таврăнсан аслисене кăтартнă та лешсем çийĕнчех Шупашкарти ăсчахсене пĕлтернĕ. Археологсем авалхи масара чавса пăхма, унăн вăрттăнлăхне пĕлме шут тытнă, наука экспедицийĕ йĕркеленĕ. Мĕн тупнă-ха? Çын шăммисем, шăрçасем, пуçа тата кăкăра витмелли илемлĕ тĕме /сăмах май, çак тĕмесене Рим империйĕн провинци мастерскойĕсенче хатĕрлени паллă/, тăм савăтсемпе çĕçĕсем. Археологи ĕçĕсене ирттерме чăваш ученăйĕсене ирĕк панă, çапах та Мордва ăсчахĕсем те çак кăсă-клă ĕçрен пăрăнса юлас темен.

Пăхăр-тăхлан калпак тăхăннă хĕрарăмсем

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн аслă сотрудникĕ Е.Михайлов историн тĕлĕнтермĕш палăкĕ пирки çапла каласа парать: «Малтанхи çулсенче Пăртаспа Мăньял Хапăс хушшинчи сăмсахра хĕрарăмсене тата пĕчĕк ачасене пытарнă вырăнсене тупнă пулсан, каярахпа арçынсен вил тăприйĕсене те шыраса тупрăмăр. Кăçал эпир арçынсене пытарнă вырăна тĕпчерĕмĕр. Этем шăмми-шаккисĕр пуçне кунта çар çыннисем усă куракан япала нумай: хĕçсем, сăнăсем, пуртă, ут хатĕрĕсем /йĕвенĕ-чĕлпĕрĕ, пушши/, çĕçĕ, çĕмрен тултарнă пештĕр, апат тултарнă куршаксем. Тĕлĕнмелле, арçынсен вил тăприйĕсенче йĕп тирсе çаклатмалли тăха, сулă, мăя, шăрçасем те пур. Апла пулсан — кунта вăрçăсем те иртнĕ. Эпир чавса тупнă арçынсем çар çыннисем пулнă. Вилесене пурне те çăка хуппипе чĕркесе вырттарнă».

Кăçал пурĕ 208 тăваткал метр лаптăк чавса тĕпченĕ. Пурĕ темиçе культура сийĕ тухнă: бронза ĕмĕрĕ, малтанхи тимĕр ĕмĕрĕ, чăвашсен пуç çапакан сăваплă вырăнĕ – Киремет карти /пирĕн эрăри XVII-XVIII ĕмĕрсем/, т.ыт.те. Унта 1749 çулта кăларнă укçа тупнă. Тĕлĕнмелле, темиçе юпа тата хуçалăх шăтăкĕсем пурри те паллă /пирĕн эрăчченхи 1-мĕш пин çуллăхăн иккĕмĕш çурри/. Унта çак тапхăрти тăм савăт-сапа, вутчульпе кварц катăкĕсем, йĕке вĕçне çыхнă çаврака тимĕр, охра /сарă тĕслĕ сăрă/ пулнă.

«Мăньял Хапăсри истори палăкĕ чăннипех те питĕ кăсăклă. Хальлĕхе 75 вил тăпри чавса тĕпчерĕмĕр, кăçал вара 11 вил тăпри тĕпченĕ. Унта тупнă япаласене пирĕн эрăри I-III ĕмĕрсенче усă курнă. Вĕсем мордва этносĕ чăваш çĕрĕнче йĕркеленнĕ вăхăта палăртаççĕ. Варринчи вил тăприсем питĕ вăрăм та сарлака: тăршшĕ – 4 метр, сарлакăшĕпе тарăнăшĕ – 2-шер метр. Чи пысăккин калă-пăшĕ – 550х220х180 см. Çынна кун пек пысăк шăтăка унăн обществăри вырăнне кура пытарнă ахăртнех. Ку масар – паянхи мăкшăсен чи авалхи палăкĕ, – каласа парать институтăн наука сотрудникĕ Николай Мясников. – Тĕлĕнмелле çĕнĕ артефактсем пирĕн куç умне тата тухрĕç: хĕрарăмсен пуçа тăхăнмалли пăхăрпа тăхлан шăранчăкĕн калпакĕ. Питĕ лайăх упранса юлнăскер çинчи эрешсем те палăраççĕ. Ăна тăхăннă хĕрарăмăн пуç шăмми, çĕçĕ те тĕрĕс-тĕкелех юлнă. Унсăр пуçне авалхи мăкшă хĕрарăмĕсем тăхăнакан тĕрлĕ эреш тупрăмăр /ют çĕрсенчен илсе килнĕ янтарь, халцедон шăрçасем/. Пурĕ 700 яхăн шăрçа ярăмĕ, пĕрлех тата тумтирĕ те пур, унăн тĕсĕ те кайса ĕлкĕреймен. Обществăра йышăнакан вырăнне кура, вĕсене пуян тумтирпе, хаклă эрешсемпе, тĕрлĕ атрибут паллипе /сăмахран, пăхăрпа тăхлан шăратакан кашăксемпе/ пытарнă. Хăшĕн-пĕрин çумĕнче вара сăнă çивчĕшĕ те пур… Амазонкăсем тесе калаймăн вĕсене. Матриархат палли-и? Пăхăрпа тăхланран шăратнă калпак тăхăннă хĕрарăмсем камсем пулнă-ха? Вĕсем мăкшă халăх культурине упраса усракансем иккен, обществăра çÿллĕ вырăн йышăнакан пуян хĕрарăмсем пулнă. Авалхи мăкшăсем VII-VIII ĕмĕрчченех Сăр тăрăхĕнче пурăннă, каярахпа вĕсен пĕр пайĕ кунта куçса килнĕ чăвашсемпе хутшăнса кайнă.

Мăньял Хапăсри çак палăк Мордвари паллă Андреевски пысăк тĕмепе /пирĕн эрăри I-II ĕмĕр/ пĕр евĕрлĕ пулни ытларах та ытларах палăрать. Çакна артефактсем /антенна евĕр тăрăллă икĕ енĕ те çивĕч хĕç, сăнăпа ухă пуçĕсем, пиçиххисем/ пĕр пек пулни çирĕплетет. Эпир тĕпчекен масар Андреевкăпа пирĕн эрăри III ĕмĕрте йĕркеленнĕ авалхи мордва культури хушшинчи çыхăну пулса тăрать. Вăл Вăтам Атăл тăрăхĕнчи çеç мар, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Артефактсене /çын шăммисене, вĕсен апатне, унти тăпрана, атрибут япалисене/ Раççей наука академине ярса патăмăр, кăтартусем кĕркунне пулĕç». Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.