«Кайăк чĕвĕлтетни кăмăла çĕклет...»

12 Пуш, 2015

Кашни ялтах пултаруллă çынсем пур. Пĕрисем йывăçран тĕрлĕ эреш ăсталаççĕ, теприсем çав йывăçсене ĕмĕр сыхласа та упраса пурăнаççĕ. Сăмахăм шăпах Шĕмшеш ялĕнчи Леонид Николаевич Тверсков çинчен.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тени тĕрĕсех. Леонид мĕн ачаранах ашшĕ-амăшĕн ĕçне, пултарулăхне курса ÿснĕ. 1953 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухсанах Леонид Николаевич тăван тăрăха васканă. Çамрăк специалист ĕçе кÿлĕнсенех ĕçтешсен хисепне тивĕçнĕ. Пĕрле тăрăшакансем Леонидра çăлкуç пек тапса тăракан талант пуррине асăрханă. Хăйĕн юратнă ĕçне мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, 2001-мĕш çулччен, пурнăçланă.

Л.Н.Тверсков - вăрăм пÿллĕ, патвар кĕлеткеллĕ, тăхăр теçеткене хăвалакан арçын. Вăл Шĕмшеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, хăйĕн пурнăçне тăван кĕтеспех çыхăнтарма тĕв тунă. Халĕ те хăйне аванах туять: пÿртре те, кил картипе анкартинче те ĕç тупать. Килĕнчи пур япала та хăй вырăнĕнче выртать. Эпир унпа тĕлпулнă чухне пит-куçĕнче хаваслăх ялкăшатчĕ. Чăн та, ун пирки сакăрвуннăран иртнĕ çын тесе калаймăн. Ĕçпе туслă пулни, халăхпа хутшăнни, эрех-чĕлĕмпе иртĕх- менни ăна пурнăçне тăсма пулăшать. Сăнанă пуль, пурнăç йывăрлăхĕсене чăтса ирттернисене ватлăх та парăнтараймасть. Вĕсем халĕ те пăрчăкан пекех ĕçчен те вăр-вар, пиçĕ чун-чĕреллĕ, çирĕп кăмăллă, сăпайлă, нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçа усмаççĕ, çĕнтерме хăнăхнă.

Кашни çулах «Йывăç ларт та ăна упра» акци пыратчĕ. Çĕршер пине яхăн йывăçпа тĕм лартнă пуль хăйĕн ĕмĕрĕнче. Çак ĕçе, паллах, шкул ачисем те хутшăннă. «Ĕç - пурнăç тыткăчи», - теççĕ халăхра. Алă усса ларакана тÿперен никам та нимĕн те пăрахса памасть. Тверсковсем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ.

- Эпĕ ачаранах çутçанталăка юрататăп. Хĕллехи кунсенче кайăксене валли сырăшсем туса сада çакатăп, хĕвелçаврăнăш вăррисем, салă е çăкăр тĕпренчĕкĕсем хурсах тăратăп. Манăн аслисене, шкул ачисене тăван тавралăха, вĕçенкайăксене тимлĕх уйăрма чĕнсе калас килет. Кайăксем - пирĕн туссем, çакна манмалла мар, - терĕ Леонид Николаевич.

Çапла, кайăксене хĕлле пулăшасси халăх йăлинче пулмалла. Анчах юлашки çулсенче ял ачисем те ытларах телевизор е компьютер çывăхне вырнаçса ларма васкаççĕ. Çавăнпах çутçанталăкри пулăмсене асăрхама пăрахни сисĕнет. Вĕçенкайăксем те çынсем пекех ăшпиллĕхпе тараватлăха таçтанах сисеççĕ. Сивĕ- сенче кил-тĕрĕше те кăсăясемпе çерçисем иленеççĕ.

- Кашни кунах чăхсене апат пама тухсан кайăксем вĕçсе килнине асăрхатăп, - тет çутçанталăк тусĕ Леонид Тверсков. - Хĕл каçипе вĕсем мана хăнăхса çитрĕç, алă çине вĕçсе килсе лараççĕ те хаваспах тырăпа хăналанаççĕ. Пĕчĕк кайăк туссене чылайччен сăнаса тăратăп вара, вĕсем чĕвĕлтетни кăмăла çĕклет. Чĕрĕ чунсем вĕт-ха, мĕнле шеллемĕн вĕсене.

Çак сăмахсене пирĕн пурин те ăса хывмалла.

- Экологи хăрушсăрлăхĕ, таса шыв проблеми, йăлари хытă каяшсемпе усă курасси - паянхи кунăн çивĕч ыйтăвĕсем. Шел те, çăлкуçсем пур çĕрте те çук çав. Пуррисем те нумай çĕрте сăнаса-пăхса тăманнипе тулса ларнă е типнĕ. Сăмах май, манăçа тухнă тата юхăнса кайнă çăлкуçсене упраса хăварма, çĕнетсе тасатма тăрăшаттăмăр, - аса илет ветеран.

Калас пулать, ку ырă ĕçре Тверсков тÿпи те пур.

Ленин вăрманĕ. Халăхпа мĕн чухлĕ ĕçлемен-ши кунта! Йышпа чăтлăхри йывăçсене касса тирпейленĕ. Çавăнтах шыв ăсма меллĕ пултăр тесе каçă та ăсталанă. Тарăн çырмана анма пусмасем те тунă. Шыв ăсма килсен ларса канма, уçă сывлăшпа киленме иртнĕ канмалли кунсенче пухăнса туслă кÿршĕсем сĕтелпе саксем те янтăланă. Пĕр сăмахпа каласан, халĕ кунта чăннипех çăтмах темелле. Çанталăк шăрăх пулин те таврара йывăçсем пуррипе сывлăшĕ уçă, шывĕ сивĕ те сиплĕ, канма та меллĕ... Ахальтен мар ĕнтĕ кунта ялти ытти урамсенче пурăнакансем кăна мар, кÿршĕ ялсенчен те машинăсемпе килеççĕ. Çÿреччĕрех, тирпейлесе хăварма кăна ан манччăр.

Типĕ çанталăкра вăрмансенче пушар хăрушлăхĕ ÿсетчĕ. Пушарсен сăлтавне тишкерни пĕрре те савăнтармасть: вуннăшĕнчен тăххăрăшĕ çыннăн ĕçĕсемпе е вăл нимĕн те туманнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Вĕсене никам та пăхса-сăнаса тăмасть, çавăнпа вăрман çывă- хĕнчи лаптăксенче типĕ курăк е хăмăл çунтарни, кăвайтсене сÿнтермесĕр хăварни йывăр пушарсем патне илсе çитерет. Хальхи вăхăтра вăрманта е ун çывăхĕнче канакансен хисепĕ йышланчĕ. Çавна май асăрханусăрлăх инкек патне илсе çитерме пултарни пирки манмалла мар. Пĕчĕк йăнăш пысăк инкекпе вĕçленме пултарнине асрах тытмалла. Кашни утăмра тимлĕх кирлĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те пире асăрхаттарас тĕллевпе çаксене тума юраманни пирки аса илтерсе хăварчĕ:

- лăсăллă хунав вăрманта, торфлăхра, каснă вăрманта е вăрман ĕçленĕ хыççăнхи юлашкийĕсем çывăхĕн- че, типĕ курăклă вырăнсенче, çавăн пекех йывăçсем айĕнче кăвайт чĕртме*

- чĕлĕм туртма, çунакан шăрпăк тата чĕлĕм тĕпĕ пăрахма*

- каннă вырăна тĕрлĕ хутсемпе, кантăк савăтпа тата ытти ăпăр-тапăрпа çÿпĕлеме.

Çуллахи шăрăх кунсенче чылайăшĕ кÿлĕ хĕррине васкать, шыва кĕрсе сывлăхне çирĕплетет. Анчах та ялсенчи пĕвесем çыннăн пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларма та пултараççĕ. Çынсене шыв хĕрринче хăтлă пултăр тесе Тралькасси ял тăрăхĕнчи плотина хĕрринче мĕн чухлĕ йывăç лартман-ши?

Ĕçчен те сăпайлă çемьере пĕр ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Шел, Володьăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Хĕрĕсем пурте тĕп хуламăрта пурăнаççĕ, канмалли кунсенче килсех çÿреççĕ.

Çутçанталăка сыхлас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Леонид Николаевича Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн çутçанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен комитечĕ (1991) Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕн М.А.Овчинниковăн тата СССР халăха вĕрентес ĕçĕн отличникĕн В.Н.Мерзлайкинăн премийĕсене панă. Вăлах - ĕç ветеранĕ те.

Паянхи кун та обществăлла ĕçсене тĕплĕн туса пырать. Леонид Николаевич Тверсков - Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи ветерансен председателĕ.

Дима ШАЛТАЙКИН.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Мăн Этмен шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.