Сывлăх кунĕ

Паян, раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Чăваш Енре Сывлăх тата спорт кунĕ иртет. Ăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарнипе кашни уйăхрах йĕркелеççĕ. Ăна пуçарнă чухне.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарнипе кашни уйăхрах Чăваш Енре Сывлăх тата спорт кунĕсене йĕркелеççĕ.

Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче сывă пурнăç йĕркине хисеплекенсем республикăри тата муниципалитетсенчи спорт учрежденийĕсене тÿлевсĕр кĕме пултарĕç. ЧР Спорт министерствин сайтĕнче «Справочник» уйрăмра çак кун тÿлевсĕр ĕçлекен спорт заведенийĕсен тулли списокĕпе паллашма пулать.

Апрелĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчипех Сывлăх кунне паллă турĕç. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ пуçарнипе кашни çулах тĕрлĕ мероприяти иртет. Кăçал çак куна апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе çыхăнтарнă. Сывлăх кунĕнче пирĕн çĕршывра "Сывă пулмалли вăхăт" акци йĕркеленчĕ.

Сывлăхран хакли тата пĕлтерĕшлĕреххи нимĕн те çук. Ăна мулпа улăштараймăн. Çĕрме пуян - анчах чирлĕскер, халсăрскер - ахальтен-и сывă та таса çÿрекен, вăй-халĕ тапса тăракан чухăн çынна ăмсанать?

Сывлăхпа çыхăннă ыйтусем мĕнпур çĕршывра пурăнакансене, вĕсем хăш наци çынни пулнине пăхмасăр, яланах канăçсăрлантарнă, халĕ те хумхантараççĕ, малашне те шухăшлаттарĕç. Чир-чĕр чикке пăхса тăмасть, тĕнче тăрăх чăрмавсăрах сарăлать. Çавăнпа та уйрăм патшалăх çыннисен сывлăхĕ мĕнле пулни вĕсене кăна мар, Çĕр çинчи этемлĕхе хумхантармалла.

Pages

Subscribe to Сывлăх кунĕ