Сывлăхăмăршăн хамăр яваплă
Сывлăхран хакли тата пĕлтерĕшлĕреххи нимĕн те çук. Ăна мулпа улăштараймăн. Çĕрме пуян - анчах чирлĕскер, халсăрскер - ахальтен-и сывă та таса çÿрекен, вăй-халĕ тапса тăракан чухăн çынна ăмсанать?
Сывлăхпа çыхăннă ыйтусем мĕнпур çĕршывра пурăнакансене, вĕсем хăш наци çынни пулнине пăхмасăр, яланах канăçсăрлантарнă, халĕ те хумхантараççĕ, малашне те шухăшлаттарĕç. Чир-чĕр чикке пăхса тăмасть, тĕнче тăрăх чăрмавсăрах сарăлать. Çавăнпа та уйрăм патшалăх çыннисен сывлăхĕ мĕнле пулни вĕсене кăна мар, Çĕр çинчи этемлĕхе хумхантармалла.