Комментари хушас

7 Ака, 2015

Сывлăхăмăршăн хамăр яваплă

Сывлăхран хакли тата пĕлтерĕшлĕреххи нимĕн те çук. Ăна мулпа улăштараймăн. Çĕрме пуян - анчах чирлĕскер, халсăрскер - ахальтен-и сывă та таса çÿрекен, вăй-халĕ тапса тăракан чухăн çынна ăмсанать?

Сывлăхпа çыхăннă ыйтусем мĕнпур çĕршывра пурăнакансене, вĕсем хăш наци çынни пулнине пăхмасăр, яланах канăçсăрлантарнă, халĕ те хумхантараççĕ, малашне те шухăшлаттарĕç. Чир-чĕр чикке пăхса тăмасть, тĕнче тăрăх чăрмавсăрах сарăлать. Çавăнпа та уйрăм патшалăх çыннисен сывлăхĕ мĕнле пулни вĕсене кăна мар, Çĕр çинчи этемлĕхе хумхантармалла.

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче сиксе тухнă йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа татса памашкăн, вĕсемпе кĕрешмелли пĕлÿпе технологисене ыттисене пĕлтермешкĕн, эпидеми е тĕрлĕ амак серепине çакланнă çĕршывсене пулăшмашкăн 1948 çулта Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацине /ВОЗ/ туса хунă. Унăн пĕрремĕш Ассамблейинчех асăннă организацие хутшăнакан патшалăхсенче /сăмах май, ВОЗ паян 200 ытла çĕршыва пĕрлештерет, вĕсен шутне Раççей те кĕрет/ сывă пурнăç йĕркин пĕрлехи кунне уявламашкăн йышăннă. Çакна валли малтан июлĕн 22-мĕшне суйласа илнĕ, 1949 çулта ăна апрелĕн 7-мĕшне куçарнă.

Утмăл улттăмĕш çул ĕнтĕ апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне паллă тăватпăр. Çак уява ирттернин тĕллевĕ - сывлăх мĕн тери пĕлтерĕшлине тата пахине общественноçа хаклаттарасси, харпăр хăй сывлăхне кăна мар, юнашар пурăнакансенне те упрас тесе çынсен хăйсене еплерех тыткаламаллине вĕрентесси. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.