Сывлăх çирĕп, ÿт-пÿ сывă

12 Пуш, 2015

Пирĕн шкулта сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ. Чылайăшĕ спортпа, физкультурăпа туслă. Сывлăх кунне ирттересси йăлара. Юлашки вăхăтра асасем кăна мар, аслисем те гриппа чирлерĕç. Чир-чĕре çĕнес тесе шкул директорĕ Любовь Александровна сывлăх кунĕ ирттерме сĕнчĕ. Пурте пĕр шухăшлă пулса йĕлтĕрпе ярăнма Тĕкĕрç катине кайма тĕллев тытрĕç.

Палăртнă вăхăтра йĕлтĕр илсе шкул умне пухăнтăмăр. Вĕрентекенсем шÿтлеççĕ. Пурте хаваслă. Кунĕ те пирĕн кăмăла юрăхлă, ăшă. Кĕçех хулана илем кÿрекен Тĕкĕрç катине çитрĕмĕр.

Авалхи юманлăх пире кăмăлпа тенĕ пек кĕтсе илчĕ. Кунта ытарма çук лайăх. Шăплăх хуçаланать. Йĕлтĕр йĕрĕ те тикĕс. Кĕçех пурте карталанса пĕр-пĕ- рин хыççăн тепри инçете йыхăракан йĕрпе малалла васкарăмăр. Илемпе, ăшă çанталăкпа киленсе ярăннипе вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Кун каç еннелле сулăнсан тин Тĕкĕрç катинчен тулли кăмăлпа киле таврăнтăмăр.

Сывлăх кунне çакăн пек тухăçлă та хаваслă ирттерни пурин кăмăлне те кайрĕ.

Татьяна АРХИПОВА, вĕрентекен.

Çĕнĕ Шупашкар, 3-мĕш шкул.

Николай ДАНИЛОВ сăнÿкерчĕкĕнче: ушкăнпа çула тухас умĕн.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.