Шурă халатлисем сиплеççĕ çеç мар

9 Ака, 2015

Апрелĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчипех Сывлăх кунне паллă турĕç. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ пуçарнипе кашни çулах тĕрлĕ мероприяти иртет. Кăçал çак куна апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе çыхăнтарнă. Сывлăх кунĕнче пирĕн çĕршывра "Сывă пулмалли вăхăт" акци йĕркеленчĕ. Унсăр пуçне Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2015 çул - Чĕре чирĕпе кĕрешекенсен çулталăкĕ.

Апрелĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Енре те Сывлăх кунне халалланă тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи йăлана кĕнĕ зарядкăран пуçланчĕ. Ăна çамрăк çăлтăр - экономика факультечĕн студентки, спорт гимнастики енĕпе Раççей спорт мастерĕ Полина Федорова - ертсе пычĕ. Уяв тĕп хулари Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче тăсăлчĕ. Унта ЧР Сывлăх сыхлав министерствине пăхăнакан организацисен агитбригадисен конкурсĕн финалĕ иртрĕ. "Эпир сывă пурнăç йĕркине пăхăнатпăр" девизпа йĕркелленĕскере 41 команда хутшăнма хапăл тунă. Анчах финала 12-шĕ çеç лекейнĕ. Асăннă мероприятирех "Чи лайăх тухтăр - 2014" республика конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕç. ЧР Сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăш больницинче вăй хуракан Екатерина Кирилловăна хисеп хучĕпе чысларĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.