Юмах тĕнчин алăкне уçар-и?
Чăваш кĕнеке издательствинче ачасем валли чылай кĕнеке пичетленет. Тинтерех вара чăваш халăх юмахĕсем вырăсла кун çути курчĕç. 2000 экземплярлă тиражпа тухнă «Чувашские народные сказки» кĕнекене (пухса хатĕрлекенĕ - Г.Матвеева, куçаруçăсем - С.Шуртаков, С.Григорьев, ÿнерçи - В.Бритвин) халăх сăмахлăхĕн ылтăн çÿпçинче упранакан хайлавсене кĕртнĕ.
Кăларăм виçĕ пайран тăрать: чĕрчунсем çинчен калакан, йăла тата асамлă юмахсем. Пĕрремĕш ушкăнрисем («Лиса-плясунья», «Сармандей», «Как Собака подружилась с человеком», «Разборчивая невеста» тата ыт.те) ансат. Çав хушăрах вĕсенче пысăк шухăш пытарăннă. Вăрманти тата килти чĕрчунсен тыткаларăшĕнче, ĕçĕ-хĕлĕнче çынсен вăл е ку енĕсене (çитменлĕхĕсене е пархата- рĕсене) уйăрса илме йывăрах та мар. Анчах мĕншĕн шăпах çапла хăтланаççĕ-ха вĕсем? Мĕн хистет сăнарсене тĕрлĕ суйлав тума? Кун пирки вара кăштах пуçа ватмалла. Кашниех тĕрĕс пĕтĕмлетÿ патне пырса тухасса шанас килет.
Йăла юмахĕсенче этем çитменлĕхĕсенчен (хыткукарланни, ухмахлăх, айванлăх, наянлăх...) тăрăхлани уççăнах сисĕнет. Чылай хайлавра тĕп сăнар - ахаль çын. «Барин и Черт», «Смышленый Иван», «Мудрая девочка», «Как ловили луну», «Гордей и Артемий», «Что сильнее всего на свете?» тата ытти юмахри геройсен пурнăçне сăнама, вĕсен ĕç-хĕлне йĕрлеме питех те интереслĕ. Ăçта кăна çитмеççĕ, мĕн кăна курмаççĕ хайхискерсем!
Асамлă юмахсем те ăса вĕрентеççĕ, хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртеççĕ. Халăх шухăшлавĕпе поэзийĕ те вырăн тупнă кунта. Ку пайра çак тата ытти хайлавпа паллашĕç вулакансем: «Девушка на луне», «Дети Ветра», «Иван-батыр», «Старик Ух», «Солдат - меткий стрелок». Вĕсенчи сăнарсемпе пĕрле кăсăклă çулçÿреве тухĕç ачасем. Паллах, çул çинче йывăрлăхсемпе те, усал вăйсем ура хунипе те тĕл пулма тивĕ. Анчах çут тĕнчере ырă хăватсем тата асамлăх пур чухне хăрушă-и вара вĕсем? Йăлтах парăнтарма, кăткăс тĕрĕслевсем витĕр чипер-сывă тухма пулĕ. Ăнăçăва, телее ĕненмелле кăна.
Çĕнĕ кăларăм вырăсла кун çути курнă терĕмĕр. Эппин, чăвашла пĕлмен вулавçăсем те пирĕн халăх юмахĕсен тĕнчин алăкне уçма пултарĕç. Ку вара туслăх кĕперне çирĕплетме те, тĕрлĕ халăх ывăлĕ-хĕрне пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма та пулăшĕ. Çапла пултăрччĕ!..
Ольга ИВАНОВА.