Тăван чĕлхе уявĕ

12 Пуш, 2015

Пирĕн районта тĕрлĕ халăх çынни пĕр çемьери пек килĕш-терсе туслă пурăнать. Кунта ытларах чăвашсемпе тутарсем тата вырăссем. Республикăра пур чĕлхе те тивĕçлĕ шайра, нихăшне те хĕсĕрлемеççĕ. Тăван чĕлхе кунĕ те районта чи малтан чăваш чĕлхине чыслассинчен пуçланчĕ.

Районти чăваш шкулĕсем февралĕн 27-мĕшĕнче Кивĕ Саврăшри тĕп шкула пуçтарăнчĕç. Хăнасене, шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсене, алăк умĕнче чăвашла тумланнă çиччĕмĕш класс хĕрачисем кĕтсе илчĕç.

Кашни шкул валли уйăрнă сĕтелсем çине алĕç пултарулăхĕн куравне тăратнă япаласене тирпейлĕн хурса тухнă. Ачасем уяв тумĕсем тăхăнчĕç. Чăваш çипуçĕпе вĕсем пĕри тепринчен илемлĕрех курăнаççĕ.

Пуçланчĕ вара тăван чĕлхе уявĕ! Уява районти чăваш чĕлхи учителĕ-сен пĕрлешĕвĕн ертÿçи - çак шкулта ĕçлекен Ирина Севастьяновна - уява ертсе пычĕ. Аксу район гимнне те янăраттарчĕç Кивĕ Саврăш ачисем. Уява хитре сценарипе уçнă хыççăн тĕрлĕ конкурс пуçланчĕ.

Валентина Валентиновна Захарова тăваттăмĕш класра вĕренекенсемпе тăван чĕлхе олимпиади ирттерчĕ. Ăна Чăваш Енрусьел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Витальевна Никонова тата Кивĕ Илтрекьелĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Людмила Михайловна Морозова пулăшрĕç. Ачасем диктант çырчĕç, тест ыйтăвĕсене хуравларĕç. Кив Ÿсел шкулĕ мала тухрĕ.

Сăвă калакан та питĕ нумай пулчĕ. Тăван чĕлхепе тавралăх, вăрçа, çĕнтерĕве халалланисем тĕп вырăнта пулчĕç. Паллах, К.В.Ивановăн «Нарспи» сыпăкĕсем те янăрарĕç. Сăвăçсен конкурсĕ хыççăн этномода конкурсĕ пуçланчĕ. Мĕнле кăна тум, чăваш эрешĕ кăтартмарĕç-ши ачасем!

Акă хăйсем çырнă сăввисене янăраттарма пуçларĕç.Тем çинчен те çыраççĕ иккен Аксу ачисем: хĕлле, çулла, çуркунне, Тăван çĕршыв, анне, юратнă чĕрчун тата ытти те. Тинех пурте кĕтекен чăваш юррисен конкурсĕ пуçланчĕ: пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та шăрантарчĕç ачасем.

Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ вара чи савăнăçли пулчĕ. Кашни номинацире çĕнтерÿçĕ-сене тивĕçлипе чысларĕç. Конкурса сакăрвунă ытла ача пуçтарăннăччĕ. Кашниех малти вырăна тухаймарĕ пулин те уяв пурне те савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелерĕ. Тепĕр конкурса та, Кивĕ Тимушкелти вăтам шкулта иртекен «Чăваш эрудитне» те хатĕрленмелле-çке. Ăнăçу сире, Аксу районĕн ачисем!

Валентина ЗАХАРОВА,

вĕрентекен.

Тутарстан,

Аксу районĕ,

Кивĕ Саврăш шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.