Archive - 23 Çу, 2014
Утарти ĕçсем
Çĕрлехи сунарçă
"Xыпар" 23.05.2014
«Эпир экзаменсене ултавсăр ирттерес тĕллевлĕ...»
Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев вĕрентÿ тытăмĕ 2014 çулта пĕрлехи патшалăх экзаменне ирттермешкĕн хатĕрленнипе çыхăннă ыйтупа курав конференцийĕн мелĕпе йĕркеленĕ селектор канашлăвне РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Ольга Голодец, вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Дмитрий Ливанов, Федерацин вĕрентÿ тата ăслăл
Шупашкарăн хаклă ăшши
Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленнĕ хыççăн ăшă ыйтăвне çĕклени, тен, вырăнсăр пек те туйăнĕ, анчах ăслă ватăсем çулла çуна хатĕрлеме хушнине шута илсен - шăп та лăп вăхăтлă.
"Судпа айăпланнисем те çынсемех"
Саккас çырупа
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - Раççей Пенси фончĕ граждансен ячĕпе вĕсем 2013 çулта страховщика улăштарма ыйтса çырнă заявленисемпе килĕшÿллĕн хурав яма тытăннă.
Пирĕн республикăра саккас çырусене 59 пин çын пенси валли пухăнакан укçана иртнĕ çул управляющи компание тата патшалăхăн шутланман пенси фондне куçарасси çинчен панă заявленисене пăхса тухнин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх илĕ.
Квартал кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче кăçалхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Кăçалхи виçĕ уйăхри тупăш пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 11 процент ÿснĕ, 3,5 млрд тенкĕпе танлашнă. Пенси тата социаллă тÿлевсен тăкакĕ 8,6 млрд тенке çитнĕ, РФ Пенси фончĕн бюджетне казначей мелĕпе пурнăçлама тытăннă.
Тартнăшăн та - яваплăх
Право хуралĕн органĕсем ФСИНăн республикăри управленийĕн 3-мĕш колонийĕнчен тарнă ристана шыранине ахаль çынсем те туйма ĕлкĕрчĕç-тĕр: тĕп хулара хĕç-пăшаллă çынсем пассажирсене илсе çÿрекен транспорт хатĕрĕсене чарса тĕрĕслени çинчен те калаççĕ. Тарнăскере шыраççĕ-ха, куншăн унăн хушма айăплав пулĕ, анчах тартнисен те явап тытма тивет.