Archive - 23 Çу, 2014

23 Çу, 2014

Мĕн пур фильма курма май çук

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери VII кинофестиваль уçăлчĕ. Вăл ыран хупăнĕ. Унăн президенчĕ яланхиллех - Раççей халăх артисчĕ, «Мосфильм» киноконцернăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров.

23 Çу, 2014

Аякри чăвашсем “ÇХ”-па туслашрĕç

«Çамрăксен хаçачĕн» ĕçченĕсем яланах çул çÿревре. Вĕсем Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Алешкин Саплăк ял тăрăхĕнче пĕрре мар пулчĕç, вăл енче пурăнакан пултаруллă çемьесемпе, ĕçчен те хастар çамрăксемпе паллаштарчĕç. Иртнĕ эрне кун унта вĕсем ушкăнпах çула тухрĕç.

23 Çу, 2014

“Этемлĕх хăйĕн чысне çухатать”

Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава пилленипе 2012 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче кил-çуртсăр çынсене, йывăр шăпаллисене вĕри апатпа тивĕçтерме тытăннă. Нумаях пулмасть Вырăс православи чиркĕвĕн представителĕсем Чăваш митрополине ырă кăмăллăх автобусĕ парнеленĕ. Ку вĕсемшĕн - питĕ пысăк пулăшу.

23 Çу, 2014

Колхоз уй-хирĕ уншăн сцена пулнă

Чăваш эстради ура çине тăнă тапхăрта илемлĕ юррисене халăх патне çитерме пултарнă, тĕрлĕ хисеп хутне тивĕçнĕ Пĕтĕм Раççейри хор обществин республикăри уйрăмĕн яваплă секретарĕ, ЧР халăх пултарулăх çурчĕн аслă методисчĕ Тамара Ишмуратова юрăç паян халăхпа пĕрле хăйĕн 45 çулне паллă тăвать.

23 Çу, 2014

Халăх йăли-йĕркине упраса хăварма - проект

Çĕртмен 18-28-мĕшĕсенче Самар облаçĕнче федерцин Атăлçи округĕнчи «iВолга – 2014» форумĕ иртет. Унăн тĕллевĕ - регионсенчи çамрăксене аталанма условисем туса парасси, проектсем йĕркелеме вĕрентесси, çĕнĕ шухăшсене пурнăçлама майсем хатĕрлесси, пултаруллă хастарсене тупса палăртасси.

23 Çу, 2014

Музейри асамлă каç

Чăваш наци музейĕ умĕнче иртнĕ шăмат кун каç кÿлĕм çын нумай пуçтарăнчĕ. Иртен-çÿрен республикăри пултарулăх ушкăнĕсем юрлани-ташланине чарăнса пăхрĕ. «Шуçăм», казаксен кадет хорĕн, «Волжские зори» хастарĕсем хаваслă юрри-ташшипе «Музейсен каçне» чĕнчĕç.

23 Çу, 2014

Хамăр айăплă мар-и?

Аслисем çамрăксене вăрçаççĕ: эпир апла пулман, эпир капла пулнă... Çапла, пире иртĕхтермен. Ĕçлеттернĕ: килте те, шкулта та. Шкул пахчинче ушкăнпа ĕçлесе савăннă, тупăшса шыв йăтнă, купăста йăранĕсене шăварнă. Ĕç пăсман пире – çын тунă. Ачасене эпир халĕ хамăр пăсатпăр. Çаплах калас килет манăн.

23 Çу, 2014

Юлашки куна ан хăварăр

Пурăнмалли уйрăм çурта çăмăллатнă майпа – халăхра «дача амнистийĕ» тенĕскере – харпăрлăха çырма уйăрнă вăхăт нумаях та юлмарĕ. Раççей реестрĕн Чăваш Енри уйрăмĕ ку ĕçе туса ĕлкĕрейменнисене васкама хистет. Çурт-йĕр çавăрма е хушма хуçалăх тытма çĕр лаптăкĕ илсе ун çине çурт лартнисене пырса тивет ку. 2015 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен çеç ăна малтанхи майпа тума пулать. Регистрацилесси 5-10 куна тăсăлать, пошлина хакĕ 200 тенкĕ. Кайран пурăнмалли çурта харпăрлăха илесси кăткăсланать: çурта хута яма ирĕк илме тивĕ. Куна валли нумай хут пуçтармалла.

Pages