Хамăр айăплă мар-и?

Аслисем çамрăксене вăрçаççĕ: эпир апла пулман, эпир капла пулнă... Çапла, пире иртĕхтермен. Ĕçлеттернĕ: килте те, шкулта та. Шкул пахчинче ушкăнпа ĕçлесе савăннă, тупăшса шыв йăтнă, купăста йăранĕсене шăварнă. Ĕç пăсман пире – çын тунă. Ачасене эпир халĕ хамăр пăсатпăр. Çаплах калас килет манăн.

Кĕçĕн ывăлăм çак уйăхра ача сачĕпе сыв пуллашать. Паллă пулăм темелле. Хам та савăнатăп. Уйăхсерен виçĕ пин тенкĕ кайса пыратчĕ те – перекетленет малашне. Апат çитернĕшĕн, вĕренÿ кружокне, сывлăх урокне çÿретнĕшĕн – пĕтĕмпех тÿлемелле-çке. Театр курма, тĕрлĕ уяв ирттерме, ачасем валли хут-кăранташ, тетте туянма пуçтараканнине шута илмесĕр ку. Юрĕ-ха, пĕтĕмпех хыçа юлчĕ темелле. Анчах садикрен тухса кайнине паллă тума мĕншĕн пилĕк пин тенкĕ таран пухмаллине ниепле те ăнланмастăп. Воспитательсене, садик ĕçченĕсене парне парса хăварма хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Темиçе çул каялла, асли садикпе сыв пуллашнă чухне те вĕсене сумлă пакетпа пĕрле ылтăн мăй çыххи тыттарса хăварнăччĕ. Ку хутĕнче те ырă йăлана пăсмăпăр. Анчах мĕншĕн садикри уяв хыççăн ачасене ресторана çити илсе каймалла? Çын пуçне 2,5 пин тенкĕлĕх меню сĕнекен ресторана? Пĕрисем çемйипех (ашшĕ-амăшĕ, ачи) пыратпăр терĕç. Çийĕнчех 7,5 пин тенкĕ кăларса тыттарчĕç. Укçан шучĕ çук чухне, тен, кăларса хума та пулать пулĕ. Пĕлместĕп. Анчах мĕн тума кирлĕ çакă? Хамăр ачасене ниçта кайса кĕреймесĕр юратнине кăтартма-и? Кам умĕнче мухтанатпăр? Мăнтăрпа ахăратпăр. Виçелĕх туйăмне çухатса ачасене иртĕхтеретпĕр.

Шупашкарта çав тери чаплă ача сачĕсем те пур. Чаплă пулĕ ĕнтĕ – ашшĕ-амăшĕ уйăхсерен 10 пин тенкĕ тÿлет пулсан. Ун пеккисене çÿрекенсем сыв пуллашнă чухне мĕн чухлĕ пуçтараççĕ-ши?

Чăваш тĕнчинче этем чунĕ, пахалăхĕ, чысĕ укçа-тенкĕпе виçĕнмест. Чыспа ăс-хакăл пуянлăхне ĕçпе, тасалăхпа, ăспа та пултарулăхпа виçме пилленĕ. Кĕçĕнни аслине пăхăннă, ун пек пулма тăрăшнă. Мăннине пулăшайсан савăннă. Эпир вара ачасене пĕчĕклех укçапа аташтаратпăр. Çуралнă куна паллă тума та хăшĕ-пĕри ача сачĕсене клоунсене, трансформерсене чĕнсе илет. Çапла, ун пеккисем те пур. Ывăлăм каласа панинчен пĕлетĕп. Трансформер мĕнне те пĕлменччĕ-ха, робот пек япала иккен. Ачине савăнтарма ашшĕ-амăшĕ ятарласа робот тумне тумланнă çынна чĕнсе илет.

Вăрçă вăхăтĕнче ÿснисем алла сахăр катăкĕ тытиччен малтан шĕшлĕпе пушăт, йĕвен, кунтăкпа çурла тытнă. Ман ÿсĕмри ăру та, 70-80-мĕш çулхисем, сĕтел çинче канфет-пĕремĕк пултăр тесен нумай ĕçлемеллине ăнланса ÿснĕ. Укçа пулă хуппи маррине лайăх чухланă. Питĕ пылак çиес килнĕ чухне пушă кĕленче тупса ăна лайăх çуса лавккана кайса пани аса килет.

Елена Николаева

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.