Archive - 13 Çу, 2014

13 Çу, 2014

Вут-çулăмпа шăраннă уяв

Кашни тапхăрăн, кашни ăрăвăн хăйĕн сăваплă уявĕ пур. Анчах вĕсенчен сумлăраххи, пĕтĕм халăха пĕтĕçтерекенни, пурин чĕринче те мăнаçлăх туйăмĕ вăратаканни - Çĕнтерÿ кунĕ.

13 Çу, 2014

Çĕнтерÿ уявне халалласа

Çĕнтерÿ кунĕ Чăваш Енре спорт мероприятийĕпе пуян пулнă, кашни район-хулара вун-вун ăмăрту иртнĕ.

Чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри вăл - «Çĕнтерÿ эстафети» çăмăл атлетика чупăвĕ. Унта республикăри кĕрешÿ ÿнерĕн çамрăк спортсменĕсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, тренерсемпе вĕрентекенсем хутшăннă. Вĕсем Мухтав монументĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çити чупнă, унта кĕрешÿçĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă.

13 Çу, 2014

Пĕлтернĕ ваканси шалăвĕ виçĕ хут пысăкрах

Республикăн ĕç рынокĕнчи лару-тăру тăнăçлăхĕ Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх - 2014 çулхи пĕрремĕш кварталта Чăваш хутлăхĕнче промышленноç производствин индексĕ 104 процента çитнĕ.

13 Çу, 2014

Тыр-пул шăпишĕн кашниех яваплă

Уй-хир ĕçĕсем епле пынипе Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен пуçласа ялти кашни ватă таранах кăсăкланаççĕ, хаçатсенчи материалсемпе, сводкăсемпе паллашаççĕ. Интернета кĕрекен те чылай.

Аслă Çĕнтерÿ уявĕччен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин вице-премьерĕпе - ял хуçалăх министрĕпе Сергей Павловпа Элĕк районне çитнĕ, «Çĕнĕ çул» ял хуçалăх производство кооперативĕнче, «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» тулли мар яваплă обществăра пулнă.

13 Çу, 2014

Илеме туякансем, ăсталăха аталантаракансем...

Чăваш ялĕ интереслĕ, пултаруллă та хăйне евĕр çынсемпе пуян. Канаш районĕнчи Çĕнĕ Юнтапари Семеновсен çурт-йĕрĕ те хуçисем пекех ыттисенчен уйрăлса тăрать. Хапхи çине вĕсем çăкăр-тăвар ÿкернĕ, "Ырă сунса кĕтетпĕр" тесе çырнă. Сылтăм енче вара пăлансем "уçăлса çÿреççĕ". Пÿрт тăрринче слон "вырăн тупнă".

13 Çу, 2014

Пуррине хаклама вĕренер

Енчен те 35-40 çулсенчи хĕрарăма çамрăклăх иртсе пыни, пурнăç ватлăх еннелле сулăнни шухăшлаттарма, тунсăхлаттарма пуçларĕ тĕк - апла унăн аслă çулсенчи йывăр тапхăр /кризис/ пуçланнă. Этемлĕхĕн черчен çуррийĕ йышĕнче çак тапхăра чун ыратăвĕсĕр ирттерекен питĕ сахал.

13 Çу, 2014

Элкер урамĕ

Анне шăллĕн Тимĕрç Элексантăрĕн хĕрĕ Марья акка Вăрнар çумĕнчи Санарпуçĕнчен Пысăк Упакассине качча тухнă. Ун патне хăнана ачаранах çÿренĕ май хамăрăн Хурăнсур Çармăсран çирĕм çухрăмри çав пысăк яла асра хăварнă. Хумма йыснасем Хураçырма енчи урамраччĕ. Ял çыннин пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пулмасть. Çимĕкре аттепе анне хăнана пĕрле çитрĕç.