Тыр-пул шăпишĕн кашниех яваплă

Уй-хир ĕçĕсем епле пынипе Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен пуçласа ялти кашни ватă таранах кăсăкланаççĕ, хаçатсенчи материалсемпе, сводкăсемпе паллашаççĕ. Интернета кĕрекен те чылай.

Аслă Çĕнтерÿ уявĕччен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин вице-премьерĕпе - ял хуçалăх министрĕпе Сергей Павловпа Элĕк районне çитнĕ, «Çĕнĕ çул» ял хуçалăх производство кооперативĕнче, «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» тулли мар яваплă обществăра пулнă.

ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Николай Малов Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Кузьминпа тата унăн пĕрремĕш çумĕпе Владимир Семеновпа «Ленинская искра» сăнавпа кăтартуллă хуçалăх» колхозра пулчĕ.

- «Ленинская искра» районти хуçалăхсемпе танлаштарсан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи пысăк лаптăкра çитĕнтерет. Усă куракан çĕр 5680 гектар йышăнать. Çур акинче пин гектар ытла тырă акрĕ, ĕçе пуринчен те малтан вĕçлерĕ, - паллаштарчĕ Владимир Кузьмин.

- Тĕрĕсех, - килĕшрĕ колхоз председателĕ Валерий Герасимов. - Кĕске вăхăтра 800 гектар урпа, 300 гектар çурхи тулă, çавăн чухлĕ лаптăкра сĕлĕ акрăмăр. Мăйракаллă шултра выльăх кĕтĕвĕ пысăккине кура кăçал нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне 200 гектар пысăклатрăмăр.

- Техника паркне çуллен пуянлататпăр. Джон Дир çеç иккĕ. Вĕсем темиçе трактора улăштараççĕ. Энерги перекетлекен техника кал-кал та тухăçлă ĕçленĕрен те пулĕ - çур акине пысăк пахалăхпа та кĕске вăхăтра вĕçлерĕмĕр, - калаçăва хутшăнчĕ Константин Никитин тĕп агроном. - Кăçал та лайăх тухăç илес шанчăк пур. Николай Малов пирĕн патăмăрта пĕлтĕр пулнăччĕ, хастар ĕçченсене наградăпа хавхалантарма шантарнăччĕ. Николай Владимирович хăйĕн сăмахне тытрĕ, паян ятарласа килчĕ.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов колхоз председательне Валерий Герасимова, Евгений Кириллов механизатора тата Алексей Фадеев водителе Тав çырăвĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин Валерий Дмитриев, Сергей Петров механизаторсене, иккĕмĕш участок пуçлăхне Эльза Петровăна производствăри пысăк кăтартусемшĕн район администрацийĕн Хисеп хучĕпе хавхалантарчĕ.

Аркадий Айдакăн пархатарлă ĕçне малалла тăсакансем малашне те талпăнуллăн вăй хума сăмах пачĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.