Çĕнтерÿ уявне халалласа

Çĕнтерÿ кунĕ Чăваш Енре спорт мероприятийĕпе пуян пулнă, кашни район-хулара вун-вун ăмăрту иртнĕ.

Чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри вăл - «Çĕнтерÿ эстафети» çăмăл атлетика чупăвĕ. Унта республикăри кĕрешÿ ÿнерĕн çамрăк спортсменĕсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, тренерсемпе вĕрентекенсем хутшăннă. Вĕсем Мухтав монументĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çити чупнă, унта кĕрешÿçĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă.

Уяв кунĕнче Çĕрпÿсем те «Паттăрлăх çулĕпе» çăмăл атлетика чупăвне тухнă. 1979 çултанпа иртекен ăмăртура 450 ытла çын вăй виçнĕ. «Олимпийский» стадионта футболистсем республика суперкубокне çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Финалта Шупашкарти «Волга» команда ентешĕсене - «Крыльяна» - парăнтарнă. Çав кунах автомобиль спортне кăмăллакансем Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи вăрманлăха пухăннă. «Спартак» керменте 12 çула çитеймен хĕр ачасемпе арçын ачасем сĕтелçи теннисла вылянă.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.