Психолог сĕнĕвĕ

3 Авăн, 2014

Çĕнĕ сукмакпа утма ан шикленĕр...

«Упăшкапа 9 çул пурăнатпăр. Пĕр-пĕрне юратсах пĕрлешнĕ эпир. Вăл тăвансемпе пĕлĕшсене ялан мана юратни пирки калатчĕ, манпа яланах тимлĕ пулма тăрăшатчĕ. Анчах вăл мана улталанă-мĕн. Темиçе çул ĕнтĕ унăн еркĕн пур. Халĕ манăн мĕн тумалла-ха ĕнтĕ?

Елена В. Шупашкар хули.»

13 Çу, 2014

Пуррине хаклама вĕренер

Енчен те 35-40 çулсенчи хĕрарăма çамрăклăх иртсе пыни, пурнăç ватлăх еннелле сулăнни шухăшлаттарма, тунсăхлаттарма пуçларĕ тĕк - апла унăн аслă çулсенчи йывăр тапхăр /кризис/ пуçланнă. Этемлĕхĕн черчен çуррийĕ йышĕнче çак тапхăра чун ыратăвĕсĕр ирттерекен питĕ сахал.

22 Ака, 2014

Ултав макăртать, чуна ыраттарать...

Мĕншĕн арçынсем хăйсен арăмĕсене, юратнă хĕрарăмĕсене юттипе улталаççĕ? Савнийĕ урăххи патне пăрахса кайсан этемлĕхĕн черчен çуррийĕ хăй çине алă хурасси пирки те шухăшлать. Ахалех! Малтанах арçын мĕншĕн "сулахаялла чупнин" сăлтавĕсене уçăмлатмалла.

Сăлтавĕсем:

1. Упăшкипе арăмĕ хушшинчи хутшăну начарланнă. Арçын - питĕ хăйне евĕр çын. Уншăн ачаш та туйăмлă мăшăрĕпе мирлешиччен урăххи патне кайма чылай çăмăлрах.