Комментари хушас

22 Ака, 2014

Ултав макăртать, чуна ыраттарать...

Мĕншĕн арçынсем хăйсен арăмĕсене, юратнă хĕрарăмĕсене юттипе улталаççĕ? Савнийĕ урăххи патне пăрахса кайсан этемлĕхĕн черчен çуррийĕ хăй çине алă хурасси пирки те шухăшлать. Ахалех! Малтанах арçын мĕншĕн "сулахаялла чупнин" сăлтавĕсене уçăмлатмалла.

Сăлтавĕсем:

1. Упăшкипе арăмĕ хушшинчи хутшăну начарланнă. Арçын - питĕ хăйне евĕр çын. Уншăн ачаш та туйăмлă мăшăрĕпе мирлешиччен урăххи патне кайма чылай çăмăлрах.

2. Хăйне çылăхсăр пек кăтартма тăрăшать пулин те арăмĕ хăй упăшкине улталать. Ултав пирки те мăшăрне хăйех каласа парать. Паллах, ку арçынна сĕре кÿрентерет. Нумайăшĕ çакна каçармасть.

3. Арçын хăйĕн арăмĕнчен чылай чипертереххине, илĕртÿллĕреххине тĕл пулать. Унпа çывăхланмасăр тÿсеймест. Арçынна кун пеккине тÿсме йывăр. Хитре хĕрарăма курсан вăл "çемçелсех", "ирĕлсех" каять.

4. Савăшу /секс/ ултав мар тесе шухăшлать упăшки. "Ар хутшăнăвне кĕни - ÿт-пÿ канăçлăхне тупни çеç",- тет. Хăйĕн пирки айăпа кĕтĕм тесе шухăшламасть вăл, мĕншĕн тесен çакнашкал хутшăнусенчен киленÿ илет.

5. Упăшкине çĕнĕ кăмăл-туйăм çитмест. Ăна вăл тăрăшсах айккинче шырать. Чылай чухне тупать. Нумай чухне арăмне улталанăшăн кулянать. Анчах çакна вăл хăйĕнче тытать. Арăмне пĕлтерĕччĕ - намăс.

6. Арăмĕ упăшки валли вăхăт сахал уйăрать. Ахăртнех, арăмĕ бизнеспа аппаланать. Çавăнпа унăн çемье валли вăхăт сахал юлать. Вăл ĕçпе кăна пурăнать. Çавăнпа хутшăнура йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ.

7. Хĕрарăм Интернетра нумай ларать, упăшкине савăнăçлă самант сахал парнелет. Ирĕксĕрех арçын вăхăта айккинче ирттермелли сăлтав шырать.

8. Арçыннăн кăмăлне ирĕке ярас, канас, киленес килет. Анчах çак киленĕве вăл арăмĕнче шырамасть. Мĕншĕн тесен вăл хăйне вырăн çинче ирĕклĕ тытмасть. Еркĕнсемпе арçынсем хăйсене ирĕклĕрех тытаççĕ. Тепĕр тесен арăм мар, еркĕн пулас текен хĕрарăм та чылай.

9. Арçын хĕрарăм айăпа кĕнĕ тесе шухăшлать. Вăл вăйлă кÿреннĕ те ăнланулăхпа ачашлăха урăх хĕрарăмра шырать.

10. Упăшкине арăмĕсĕр пуçне тепĕр хĕрарăм та кăмăла килет. Вăл вĕсене иккĕшне те пĕр пекех юратни пирки те калама хатĕр. Иккĕшĕнсĕр пурăнаймасть вăл.

11. Арçын аванах ĕçнĕ те... ирхине урăх чиперук ытамĕнче вăраннă. Алкоголь çемьене аркатать. Арçын урăх килте, ют хĕрарăм вырăнĕ çинче вăранасси пирки шухăшламан та. Кун пек чухне хăйне епле туять вăл? "Аван мар-çке! Намăс!" Ĕнерхи каç ăна лайăх пулнă-ши? Çакна та ас тумасть вăл.

12. Арçыннăн малтанхи арăмĕ тата еркĕнĕ пур. Вăл ăна ниепле те манаймасть, çав вăхăтрах арăмне те çухатасшăн мар. Çавăнпа унта та, кунта та ĕлкĕрме тăрăшать.

13. Арçын хĕрарăмсене питĕ юратать. Арăмне улталани уншăн хобби вырăнĕнчех. Вăл унсăрăн пурăнаймасть те. Арăмĕнчен вăрттăн çÿресе вăл хăйне тивĕçлĕ еркĕн тупма ĕмĕтленет.

14. Арçын хăйне хавшак арçын пек туйма пуçланă. Хăй вăйлă, маттур пулнине çирĕплетес тесе вăл юттисемпе çывăхланать. Арăмĕ лайăх хĕрарăм иккенне ăнланать-ха вăл, çапах та урăххи кирлĕ...

15. Арăмĕ тăтăш чирлет, çавăнпа ар хутшăнăвне кĕресшĕн мар. Ирĕксĕрех айккине кайма тивет.

 

Енчен те сире упăшкăр урăххипе улталарĕ,

чунăр калама çук ыратать, пурăнас та килмест тĕк...

1. Малалла пурăнмаллах! Хăвăршăн мар пулин те - аçăр-аннĕршĕн, ачусемшĕн. Çынна ырă тăвассишĕн пурăнăр. Ыттисен пурнăçĕнчи çивĕч ыйтусене татса пама пулăшсан, çынна савăнтарсан хăвăра та лайăхрах туйма тытăнатăр.

2. Хăвăра валли вăхăт ытларах уйăрăр. Макияж, педикюр, маникюр тăвăр, çул çÿреве кайăр, культура мероприятийĕсене хутшăнăр, театра, кинона, уяв каçĕсене, дискотекăсене çÿрĕр. Пурнăçра кăмăла уçмалли, шухăша улăштармалли темĕн те пур.

3. Çывăх çынсен, тăвансен хушшинче пулма тăрăшăр. Чуна уçса калаçăр. Анчах ултавçă пирки, вăл сирĕн чуна ыраттарни пирки ан аса илĕр. Ан макăрăр, вăл сирĕн куççуле тивĕçлĕ мар.

4. Упăшкăра каçармастăр тăк - сире уйăрма ыйтса çырма ан манăр. Енчен те иккĕленетĕр тĕк - мăшăрăрпа тепре куçа-куçăн калаçăр.

5. Урăх арçынна юратса пăрахăр. Çак утăма тăваймастăр тăк - хăвăра кăмăла килекен арçынпа уçăлса çÿрĕр е ресторана кайса килĕр. Вăл сирĕн начар кăмăлăра сирме пулăшĕ.

6. Ытларах çывăрăр. Начар кăмăла сирме ыйхă лайăх пулăшать. Çывăрса каяймастăр тăк - эмел ĕçĕр. Ыйхă сипленине хăвăрт туйса илетĕр.

7. Иртнине манăр, пурнăçа çĕнĕрен, хăвăр ĕмĕтленнĕ пек пуçлăр. Шухăш-ĕмĕт пурнăçа кĕрессине ĕненĕр.

8. Пултарулăх валли вăхăт уйăрăр. Вăл нумайăшне, хĕрарăма кăна мар, арçынна та пулăшать.

9. Ытларах ĕçлеме тăрăшăр. Темиçе ĕç пулсан - тата лайăхрах. Паллах, хăвăра упрасси пирки те ан манăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.