Çĕнĕ сукмакпа утма ан шикленĕр...

3 Авăн, 2014

«Упăшкапа 9 çул пурăнатпăр. Пĕр-пĕрне юратсах пĕрлешнĕ эпир. Вăл тăвансемпе пĕлĕшсене ялан мана юратни пирки калатчĕ, манпа яланах тимлĕ пулма тăрăшатчĕ. Анчах вăл мана улталанă-мĕн. Темиçе çул ĕнтĕ унăн еркĕн пур. Халĕ манăн мĕн тумалла-ха ĕнтĕ?

Елена В. Шупашкар хули.»

«Арăмне юратмасть тĕк апла мĕншĕн уйрăлмасть вăл?» - ирĕксĕрех ыйту çуралать. Юратман арăмсен историйĕсем пурте пĕрешкел пек туйăнаççĕ. Анчах тарăнрах тишкерсессĕн - вĕсем пурте расна. Вĕсен кашнин хăйĕн шăпи, кашнин хăйĕн пăшăрханăвĕ. Кам тĕрĕссипе кам айăплине упăшкипе арăмĕ кăна пĕлеççĕ.

Кирек епле хĕрарăм та мăшăрĕ хăйне юратманнине туять. Паллах, упăшки ăста суеçĕ пулмасан... Юратман хĕрарăм ятне илтме вара ай-яй йывăр. Хитре тумпа та, капăр прическăпа та, каçхи апата çурта çутипе çинипе те çавăраймастăн савман арçынна. Хăй вăл кунтах, анчах унăн шухăшĕсем аякра. Юратман арăма çепĕç сăмахсем каламаççĕ, чуп тумаççĕ, чечек парнелемеççĕ, унпа пĕр вырăн çине те выртма тăрăшмаççĕ. Унăн пачах урăхла роле выляма тивет. Тарăхупа вĕчĕрхенĕве кăна пайлама пулать унпа. Юратман арăмпа пурăнакан арçын ытларах чухне телевизор умĕнче шăп ларса вăхăта ирттерет. Арăмĕн ыйтăвĕсене те пăтти-патти кăна хуравлать. Юрату сăмахĕсене вара вăл урăххи валли упрать. Анчах вĕренĕн те вĕçĕ пур... Ыратăва тÿссе ывăннă хĕрарăм мĕн тумалла-ши тесе шухăшлама пуçлать.

«Ваннă тирĕке çыпăçтараймастăн», - çапла шухăшлать хĕрарăмсенчен ытларахăшĕ. «Юратусăр çемье хăйĕн пĕлтерĕшне çухатать», - теççĕ вĕсем. Кун пек хĕрарăмсем пĕр тăхтамасăр упăшкинчен уйрăлма хатĕр. Ĕмĕр питĕ хăвăрт иртет, татăклă утăм тумасассăн чăннипех юратакан çынна тĕл пулас шанăçа та çухатма пулать. Ахăртнех, вĕсем тĕрĕс тăваççĕ. Урăх хĕрарăма савакан арçын хăçан та пулсан пĕрех пăрахса каять. Унăн арăмĕ чи лайăххи пулсан та. Юратман арăм вырăнĕнче пуласшăн мар хĕрарăм. Кирек камăн та хăйне юраттарас, юратнă çын пулас килет.

Упăшкисем улталакан хĕрарăмсен 2/3 пайĕ уйрăлассине яхăнне те ямасть. Мĕншĕн-ха? Пĕрисем чухăнлăхра юласран шикленеççĕ. Теприсем: «Упăшкинчен уйрăлнă хĕрарăм пулас килмест»,- теççĕ. Ытларахăшĕ вара сăлтавне ачасем çине йăвантарать. Çапах та тĕп сăлтавĕ мĕнре-ши? Пуринчен ытларах вĕсем пĕччен юласран хăраççĕ. Мĕнле йăнăшаççĕ! Хăвна юратман арçынпа пурăнни вара пĕчченлĕх мар-и? Пĕчченлĕхрен хăрасан кайран пĕчченлĕхре юлма пулать, «ăçта-ши эсĕ, манăн çуррийĕм?» - тесе чĕнме кайран кая пулĕ.

«Ачасемшĕн эпĕ темĕн тума та хатĕр. Упăшка улталанине, унăн урăх хĕрарăм пуррине чухлатăп, çав вăхăтрах тĕпренчĕкĕмсемпе пĕччен пурăнасси мĕн тути каланине те пĕлетĕп», - çапла шухăшлать чылай хĕрарăм. Çав вăхăтрах арçынсем те çак шухăша сирмеççĕ. Вĕсен шухăшĕпе ачасене тулли çемьере лайăхрах. Ачасем çитĕнеççĕ, пĕр-пĕр кун вĕсем ашшĕ амăшне юратманнине ăнланса илеççĕ. Йĕри-тавра ултав! Хăв телейсĕр пулнине ачасенчен пытараймăн. Ачасемшĕн кăна упраса хăварнă çемьен пархатарĕ çук. Суяпа ултав хушшинче çитĕннĕ ача йĕркеллĕ çемье çавăрайĕ-ши? Юратман упăшкана тÿссе пурăннин чи пысăк сăлтавĕ - чухăнлăхра юлассинчен хăрани. Хваттер те, унти тупра та йăлтах упăшкан тейĕпĕр. «Улталатăр. Капла хăть нимсĕр юличчен хваттерте пурăнатăп, киле ĕç укçи илсе килет»,- пĕтĕмлетет нумай хĕрарăм.

Психологсен шухăшĕпе, упăшкипе арăмĕ хушшинчи туйăмсен асамлăхĕ виçĕ çултан сĕвĕрĕлет. Пĕр-пĕрне хисеплени, хăнăхни, пĕрле пурăнас тени кăна юлать. Тепĕр майлă ăна пиçсе çитнĕ юрату теме пулать. Юратăвĕ те иртрĕ тĕк - вĕчĕрхенÿ кăна юлать. «Темех мар, арçын айккине çÿрет-çÿрет те пĕрех лăпланать», - шухăшлать хăш-пĕри. Ĕненĕр, сулахаялла çÿрекен арçын пĕр хăнăхнă йăлана пăрахаймастех.

Хăйне юратманнине туять пулин те хĕрарăм мĕншĕн уйрăлмасть-ха? «Эпĕ сана хамăн чи лайăх çулсене патăм!» - вăрçать вăл упăшкине. Ирĕксĕрех: «Мĕншĕн пурăнтăн-ха апла унпа?» - ыйту çуралать. Вĕсем чи лайăх çулсем пулнă тăк - апла хĕрарăм телейлĕ пулнă! Енчен те сире малтан мăшăрăр савнă, каярах юратма пăрахнă тăк - апла мĕнле те пулсан сăлтав пур. Е сирĕн мăшăрăр кашни хĕрарăм хыççăнах чупакан арçын? Сире ун пек упăшка кирлех-ши? Тармалла ун пек çынран. Ăна çамрăклăх çулĕсене парнеличчен малтанах хăвăр кăмăлсăр пулнине пĕлтермелле пулнă.

Юрату иртнĕшĕн кам айăплă? Ун пек чухне хĕрарăм - арçынна, арçын хĕрарăма айăплать. Этемлĕхĕн вăйлă çуррийĕ: «Качча илнĕ чухне вăл сăпайлă та лăпкă хĕрччĕ, каярах ялан кăшкăрашакан хĕрарăма çаврăнчĕ»,- тет. Хĕрарăмсем вара, çар командирĕсем пек ачисене, упăшкине воспитани параççĕ. Арçынна: «Санăн ĕçлемелле, ĕçлемелле, çемьене тăрантмалла, çурт-йĕре çĕнетмелле...» - тесе хĕтĕртсех тăраççĕ. Ялан мăкăртатаççĕ, кăмăлсăрланаççĕ, вĕчĕрхенеççĕ... Вĕсен шухăшĕпе, этемлĕхĕн вăйлă çуррийĕн нихăçан та ĕçсĕр лармалла мар. Вăт çавăнпа арçыннăн килне каяс килмест. Ăнланакан, ытла тем те пĕр ыйтман, хаваслă хĕрарăм вара темĕн чухлех. Килте вара юратман арăм кĕтет... Кĕттĕр-иç, арçынна еркĕнĕпех лайăх. Анчах еркĕн те хăйне качча илсен «ăнланаканни», «хавасли» пулма пăрахать. Çакна юратса пăрахнă арçынсем ăнланмаççĕ. Качча илнĕ хыççăн урăх «юрату» шырама пуçламалла-и вара? Анчах ватлăх та çывхарса килет... Хĕрарăма ялан улăштаракан арçынна ватлăхра кам пăхĕ?

Хыç сăмах вырăнне. Юратман çынна вăйпа юраттараймăн. Юратман çынпа пурăниччен уйрăлни аванрах. Кашнинех телейлĕ пулма ирĕк пур. Çĕнĕ сукмакпа утма, çĕнĕ хутшăну йĕркелеме пĕрре те ан шикленĕр.

 

Елена Алексеева

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.