Пуррине хаклама вĕренер
Енчен те 35-40 çулсенчи хĕрарăма çамрăклăх иртсе пыни, пурнăç ватлăх еннелле сулăнни шухăшлаттарма, тунсăхлаттарма пуçларĕ тĕк - апла унăн аслă çулсенчи йывăр тапхăр /кризис/ пуçланнă. Этемлĕхĕн черчен çуррийĕ йышĕнче çак тапхăра чун ыратăвĕсĕр ирттерекен питĕ сахал.
Нумайăшне çак тапхăрта илеме, хитрелĕхе çухатма пултарасси кулянтарать. Сăн-питре пĕркеленчĕксем курăнма тытăнни, пилĕк хулăнланма пуçлани - хĕрарăм чунне тăвар сапнипе танах. "Тек нихăçан та никама та килĕшместĕп ĕнтĕ",- шухăшлать вăл. Харпăр пурнăç та тивĕçтерми пулать ăна. Енчен те хĕрарăм çемьеллĕ тĕк - ăна упăшки юратма пăрахнăн, чылай çамрăкраххи патне пăрахса каяссăн туйăнать. Енчен те вăл ватă хĕр тĕк - хуйха путать, ыррине шанма пăрахать. Çак тапхăрта хĕрарăм вăйлăрах кĕвĕçме пуçлать. Çав хушăрах вăл хутшăнăва хăех пăснине те лайăх ăнланать, анчах пĕрех хăйне тытса чараймасть. Йывăр çак тапхăрта этемлĕхĕн черчен çуррийĕ хăйĕн çитĕнĕвĕсене ыттисеннипе танлаштарать. Карьера пусмипе хăпарайманни вĕчĕрхентерет ăна. Хăйĕн пирки телейсĕрскер, ăнманскер тесе шухăшлать. Чир-чĕр те, çывхаракан ватлăх та хăратать. Çавăнпа чылайăшĕ çывăх çыннисемпе, юлташĕсемпе хирĕçет. Хăшĕсем талăкра 24 сехет ĕçлеме тытăнаççĕ, е еркĕн хыççăн еркĕн улăштараççĕ. Çапах та хăйне евĕр çак йывăрлăха сирес тесен мĕн тумалла-ха?
Пуçа усал шухăшсем кĕме пуçласанах лайăххи пирки ĕмĕтленмелле. "Çĕнĕ çитĕнÿсемпе ăнăçусем умра-ха",- темелле. Кирек епле лару-тăрура та лайăх ене курма хăнăхмалла. Калăпăр, хĕрарăмăн упăшка çукки вăл пĕчченнине пĕлтермест. Вăл турă çырнине тĕл пулатех! Çулсем иртнĕçемĕн хушăннă ăс-хакăл ăна йăнăшма памĕ, пурнăç çулĕпе пĕрле утма килĕшекен арçынна тĕрĕс суйласа илме пулăшĕ. Сăн-пите, кĕлеткене пăхма хĕрарăмăн нихăçан та пăрахмалла мар. Харпăр хăйне чунтан юратни йывăрлăха, тунсăха сирме пулăшĕ. Хăвна пăхсан хĕрĕхре те, аллăра та, утмăлта та илĕртÿллĕ пулма пулать. Тĕрĕссипе, çулсем иртнĕçемĕн арçынсем те çамрăкланса пымаççĕ. Аслă çулсенчи йĕркеллĕ арçынсем çапах та савни пулма çамрăккисене мар, хăйсемпе пĕр çултисене суйлаççĕ. Тунсăха сирме чун киленĕçĕ тупмалла. Ÿкермелле, тĕрлемелле, интереса кура ятарлă клуба çÿреме тытăнмалла. Хĕр туссемпе мунчана е бассейна кайни те шухăша улăштарма пулăшать. Пурнăçра пур ыррине, лайăххине хаклама, упрама вĕренмелле. Калăпăр, ачасене, юратнă упăшкана, атте-аннене, юлташсене, кăмăлланă ĕçе... Çавăн чухне çеç эсир аслă çулсенчи кризиса çăмăллăнах парăнтаратăр.