Вут-çулăмпа шăраннă уяв
Чăваш çĕр-шывĕнчен вăрçă уй-хирне 210 пине яхăн çын тухса кайнă е - республикăра пурăнакан кашни пиллĕкмĕш çын. Вĕсенчен 106470-ĕ тăван кĕтесе таврăнайман. Чылайăшĕ хыпарсăр çухалнă. Вĕсене вăл вăхăтра вилнисен шутне те кĕртмен, чĕррисен шутĕнче те пулман ĕнтĕ. Çаплипех «шутсăр» çынсен ретĕнче юлнă. Апла тăк - çухатăвăн шучĕ татах пысăкрах.
Çапăçусенчи паттăрлăхпа хăюлăхшăн 78 ентеш Совет Союзĕн Геройĕн сумлă ятне тивĕçнĕ, 16 çын - Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ. Тăшмана çапса аркатнă çĕрте хăйсене шеллемесĕр пĕрре е иккĕ, е ытларах орден-медаль илнисене шутласа та кăлараймăн.
Çĕнтерĕве вăрçăн 1418 кунĕнче кĕтсе илнĕ халăх. Вăхăт чуппи сисĕнчĕксĕр. Унăн 69 çулне те паллă турăмăр. Кăçал Аслă Çĕнтерĕвĕн сумлă уявне пирĕн республикăра вăрçăн икĕ пин ытла ветеранĕпе инваличĕ, юнлă çапăçу хирĕсенче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă салтак-офицерсен тăлăха юлнă 6 пин мăшăрĕ, тăшман тытса илнĕ вырăнсенче хĕн-хур айĕнче пурăннă ун чухне çул çитмен 91 çын тата хаклă тăванĕсем çуралнă кĕтесе çĕнтерÿпе таврăнччăр тесе 25 пин тыл ĕçченĕ кĕтсе илчĕ.
Историре ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă çу уйăхĕн 9-мĕшĕ 69 çул каяллахи пекех хĕвеллĕ килчĕ. Ун умĕнхи кун ир кÿлĕм шĕкĕр хуламăрти Б.Хмельницкий урамĕнчи тăванла масар çине халăх йышлă пухăнчĕ. Хула влаçĕ, общественноç представителĕсем, вăрçă ветеранĕсем, çамрăк ăру йывăр сурансене пула эвакогоспитальсенче вилнĕ салтаксене чысласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç, паттăрсене сума суса пуç тайрĕç. Реквием-митинга хутшăннисем вилнисене пĕр самант шăп тăрса асăнчĕç, таса тÿпене шурă 69 кăвакарчăн çĕкленчĕ.
Çĕнтерÿ кунĕ хулари Мухтав монуменчĕ умĕнче пуçланчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Галина Николаева сенатор, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Руслан Тихонов, Валентин Шурчанов, Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, юнлă хирĕç тăрусен ветеранĕсем монумент умне Ас тăвăм гирлянди, чечек кăшăлĕсем хучĕç, самант пуç тайса шăп тăчĕç. «Çĕнтерÿ» паркĕнчи Асăну часавайĕнче вăрçă хирĕнчен таврăнайманнисене, паянхи уява кĕтсе илейменнисене асăнса çурта çутрĕç. Афганистанри тата Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрусенче пуç хунисене асăнса лартнă палăкĕсем умĕнче те чечек кăшăлĕсем выртрĕç çав кун.
Кайран Çĕнтерÿ кунне пĕрле паллă тума Хĕрлĕ тÿреме куçрĕç. Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсем мăнаçлăн кĕрленĕçемĕн тÿрем варринчи трибуна çине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, виçĕ вăрçă ветеранĕ, Мускаври Пуç тайăм сăртĕнчи Çĕнтерÿ парадне хутшăннă Алексей Яковлев тата Шупашкарти 36-мĕш вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекен Марина Семенова улăхрĕç.
- Паян - пысăк, сумлă уяв, Аслă халăхăн Аслă Çĕнтерĕвĕн 69 çулхи кунĕ, - терĕ Михаил Игнатьев. - Çĕнтерÿçĕ-салтак тĕнчене фашизм чуринчен хăтарса сумлă ятне паттăрлăхĕпе сăвапларĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи этемлĕх пурнăçĕнче, унăн историйĕнче юлашки пултăр, унăн синкерне урăх никам та ан куртăр. Нуши-тертне, тăван çынсен çухатăвне ан тÿстĕр. Паян, Аслă Çĕнтерĕвĕн аслă кунĕнче, эпир хăрушă вăрçăран таврăнайман паттăрсене ятран асăнатпăр, тăнăçлăха, мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварнă тата килекен ăрусене телейлĕ пурнăç пилленĕ ветерансен умĕнче пуç таятпăр. Сирĕн паттăрлăх вилĕмсĕр, çакнашкал Çĕнтерĕвĕн тĕпкĕчĕ пуласси - телей, чыс тата пысăк яваплăх...
Михаил Васильевич хăйĕн кашнин чунне витермелле каланă сăмахĕсенче пирĕн тăрăхра хăрушă вăрçă вут-çулăмĕ кĕрлемен пулин те Чăваш Ен Аслă Çĕнтерĕве çав тери пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ.
Тухса калаçакансем 1945 çулхи Çĕнтерÿ гуманизм идеологийĕ тискерлĕхе тата çынсене курайманлăха çĕнтернине те çирĕплетрĕç: «Сирĕн ăру - çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕ - уйрăм ăру, тĕлĕнмелле ăру. Вăл чун çирĕплĕхĕпе тата çапăçури харсăрлăхпа кăна уйрăлса тăмасть. Вăрçă нушине хыçа хăварса эсир çыннăн чи лайăх пахалăхĕсене - патриот туйăмне, хăвăра шеллеменни, ĕçченлĕхе, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕррине - çухатман. Эсир - таса ăру. Сирĕнтен кашнийĕн - уйрăм, тĕлĕнмелле истори. Эсир тăшмана курайманлăх çине таяннипе çĕнтернĕ. Эсир вăрçа аçăр-аннĕре, аппăр-йăмăкăра, савнă хĕрĕре, мăшăрăра, ачăрсене хÿтĕлес, тăван хулана, яла, ачаран çывăх улăх-çарана, ешĕл вăрмана сыхлас, мирлĕ пурнăçа упраса хăварас тĕллевпе кайнă. Эсир çав туйăм-кăмăлпа çĕнтернĕ те».
Уявра çар парачĕ те пулчĕ. Çĕнтерÿçĕ-салтакăн паттăр та мухтавлă традицине тытса пыракан çĕнĕ ăру - Шупашкарти çар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн тата йĕркелĕх хуралĕн ĕçченĕсен колоннисем, çарăн хăватлă техники ушкăн-ушкăнăн марш кĕввипе çÿçĕсем кĕмĕлленнĕ, кăкăр тулли орден-медальлĕ ветерансен умĕпе иртрĕç. Мускавра иртнĕ парадпа танлаштараймăн, паллах, çапах та мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Раççейĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсемшĕн, унăн çарĕсен хăвачĕшĕн.
Çĕнтерÿ уявĕ пĕтĕм хулипех кĕрлерĕ: художество пултарулăх коллективĕсем унăн сумне татах çĕклерĕç. Каçхи пĕлĕте вара уяв фейерверкĕ çутатрĕ.
Çĕнтерÿ парадне хĕсметри 1200 çын тата 60 ытла çар техники хутшăнчĕ. Çак кун Шупашкарти «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи, Хĕрлĕ тÿремри тата хулан виçĕ районĕнчи мероприятисенче 20 пин ытла çын пулнă. Республикăри сумлă ветерансене Хĕрлĕ тÿремре чысларĕç. Вĕсем валли кунта ятарлă вырăнсем хатĕрленĕ. Шел, хăш-пĕр пулăма шута илменни пăшăрхантарчĕ: хĕвел питтинче икĕ сехете яхăн ларма çамрăка та йывăр - çулланнă çынсем мĕнле чăтрĕç-ши? Вĕсен пуканĕсене те меллĕ вырнаçтарман - лапамри парада хыçаларахрисем йĕркеллĕ кураймарĕç: ларкăчсене стадионри пек вырнаçтарма нивушлĕ май çук? Çитес уявра пысăк экрансене çынсем аякранах курмалла çирĕплетесчĕ. Хальхинче вĕсене сценăн икĕ енĕпе вырнаçтарнăран хăяккăн е пачах хыçалалла çаврăнса ларса пăхма тиврĕ. Йĕркелÿ комитечĕ çак кăлтăксене малашне шута илсен аванччĕ.
Юрий СТЕПАНОВ
Йĕпреç. Тăван çĕр-шывăмăрăн мирлĕ тÿпине хура пĕлĕтсем хупласа илсен вăрманлă тăрăхри 4071 çынна ентешĕсем хаяр тăшманпа çапăçмашкăн вăрçă хирне ăсатнă. Вĕсенчен 3131-шĕ Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен. Фронтран сывă таврăннисем те çултан-çулах кайса пыраççĕ. Паян районта 40 фронтовик кăна юлнă.
Çĕнтерÿ кунĕнче район центрĕнчи 1-мĕш вăтам шкул умĕнчи лапамра иртнĕ митинга хутшăнакансен хушшинче вилĕмпе пĕрре кăна мар куçа-куçăн тăрса харсăр та паттăррăн çапăçнă ветерансене кашнинех ятран асăнса тухрĕç, вĕсене чечек çыххи тыттарчĕç. Ĕçпе вăрçă маттурĕсене чысласа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ячĕпе ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина ăшшăн саламларĕ, телейлĕ пурнăç парнеленĕшĕн тав турĕ. Уява килнисене çавăн пекех район пуçлăхĕ Александр Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Чугаров, Ленинград блокадине сирме хутшăннă Михаил Еремин саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Ун хыççăн лапампа Афганпа Чечня вăрçинче пулнисем, Йĕпреçри 1-мĕш вăтам шкулти кадетсем, ытти шкулсенчи çамрăк армеецсем стройпа утса тухрĕç.
Кĕçех колоннăсем Йĕпреç хула тăрăхĕнчи Мухтавпа Асăну аллейинче вăрçăра пуç хунисене чысласа лартнă палăк еннелле çул тытрĕç. Тепĕр самантран сăваплă вырăн чĕрĕ чечексемпе витĕнчĕ...
Геннадий ВАСИЛЬЕВ.
Красноармейски. Аслă Çĕнтерÿ 69 çул çитнине чысласа Трак енри ял тăрăхĕсенче тата район центрĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнче йышлă халăхлă митингсем иртрĕç. Районтан вăрçа 6030 ентеш кайнă, 2162-шĕ каялла таврăнайман. Халĕ 22 ветеран кăна юлнă. Райцентрта пулнă митингра вăрçă тата тыл ветеранĕсене, предприяти-организацисенче вăй хуракансене тата шкул ачисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков, район пуçлăхĕ Владимир Григорьев, Чăваш Республикин конкурент политикин тата тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова, ЧР çар комиссариачĕн Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсенчи пайĕн сотрудникĕ Евгений Никитин подполковник, педагогика тата вăрçă ветеранĕ Михаил Прохоров, Александр Аркадьев интернационалист воин саламларĕç, аслă ăру çыннисен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçманнине палăртрĕç.
Ентешсене асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн çамрăк армеецсем савăнăçлă маршпа утса иртрĕç.
Виктор ДАНИЛОВ.
Патăрьел. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 8377 вăй питтипе çамрăк хутшăннă. Вĕсенчен ултă пин ытла салтакăн шăпи синкерлĕ тухнă: пĕрисем çапăçура куçне хупнă, теприсем йывăр сурана чăтаймасăр пурнăçран уйрăлнă, виççĕмĕшсем хыпарсăр çухалнă... Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче халăх район центрĕнчи пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăнчĕ. Районта 63 ветеран пурăнать. Митинга хутшăнма 21 ветеранпа салтак арăмĕ, тыл ĕçченĕ çеç мехел çитернĕ.
Митинга хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Енилина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Красное знамя» хуçалăх ертÿçи Петр Никифоров, çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Павел Васюков, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Моисеев, Улатăр епархийĕн благочиннăйĕ, Первомайскинчи чиркÿ настоятелĕ Сергий Пегасов, 1 рангри саппасри капитан, РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен генштаб офицерĕ Игорь Сапожников саламларĕç.
- Çĕнтерÿçĕсем умĕнче эпир пысăк парăмра. Пирĕн тĕп тĕллев - вĕсене пулăшу çителĕклĕ кÿресси, паттăрсемпе мăнаçланасси. Паян эпир сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр, - терĕ Николай Глухов хăйĕн сăмахĕнче. Ентешсене саламлама тĕп хуламăртан çитнĕ Светлана Енилина хисеплĕ ветерансене тав сăмахĕ каланă чухне куççульленмесĕр чăтаймарĕ. Сергий атте çак паллă уяв чылай чухне Христос чĕрĕлсе тăнă праçник кунĕсемпе тÿр килнине, çапла вара ырă усала яланах çĕнтернине çирĕплетрĕ.
Альбина ЕГОРОВА.
Етĕрне. Хулара тата районти кашни ял тăрăхĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитнине халалласа митингсем иртрĕç.
Пухăннисене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе хула пуçлăхĕ А.Агаков, республикăри çар комиссариачĕн Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи пай ертÿçи А.Прокопьев саламларĕç.
- Етĕрне районĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 10108 çын хутшăннă, вĕсенчен 5368-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. Пирĕн ентешсем вăрçăра тăшманпа хăюллăн çапăçнă, çĕнтерĕве çывхартнă. Е.Пайгусов, А.Якунин тата Ф.Орлов Совет Союзĕн Геройĕ ят çĕнсе илнĕ, эпир вĕсемпе чăннипех те мухтанатпăр, - палăртрĕ Александр Геннадьевич.
Ентешсем хаяр вăрçă хирĕнче те, тылра та паттăрлăх кăтартни çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин каларĕ. Çавăн пекех Етĕрнесене Çĕнтерÿпе тата асăну кунĕ ячĕпе Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Павлов, Чăваш Республикинчи этем прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченăй Ю.Кручинин, вăрçă ветеранĕ Н.Пискунов, районти ветерансен Канашĕн ертÿçи А.Абакумова, Афганистан вăрçин ветеранĕсен районти пĕрлĕхĕн ертÿçи С.Михеев тата кăçал çар ретне тăракан Кирилл Андрюшкин саламларĕç. Вăрçăра пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, палăк патне чечек кăшăлĕсем хучĕç.
Лилия Петрова.
Вăрнар. Аслă Çĕнтерÿ кунне кăçал тата сахалраххăн кĕтсе илчĕç. Пĕлтĕртенпе кăна çирĕме яхăн паттăр пирĕнтен уйрăлчĕ - çĕнтерĕве вăрçă хирĕнче туптанисем районĕпе 74-ăн кăна тăрса юлчĕç.
- Эсир историе паттăрлăх, хăюлăх символĕ пек кĕрсе юлтăр. Сире чĕререн тав тăватпăр. Фронтра пуç хунисене, вăрçă хыççăн сурансене пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнисене асăмра упранипе пĕрлех паян пурăнакан вăрçă ветеранĕсене чĕререн хаклатпăр, вĕсен пурнăç хăтлăхĕшĕн май пур таран тăрăшăпăр, - терĕç район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн» директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников, Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте.
Поселокра пурăнакан Михаил Ванюхин вун çиччĕрех вăрçă вутне кĕнĕ, Курск пĕккинчен Берлина çитнĕ. Украинăпа Белоруссие, Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Икĕ хутчен аманнă.
- Фашизм тискерлĕхне нихăш ăрăвăн та урăх курмалла ан пултăр, - терĕ Михаил Степанович вăрçă ветеранĕсен ячĕпе.
Паттăрлăх асрах пулнине палăртса тĕп урамри Салтак амăшĕн, чукун çул вокзалĕ умĕнчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксем умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Геннадий ВЕРБЛЮДОВ
сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас