Илеме туякансем, ăсталăха аталантаракансем...
Арçынпа хĕрарăм

Чăваш ялĕ интереслĕ, пултаруллă та хăйне евĕр çынсемпе пуян. Канаш районĕнчи Çĕнĕ Юнтапари Семеновсен çурт-йĕрĕ те хуçисем пекех ыттисенчен уйрăлса тăрать. Хапхи çине вĕсем çăкăр-тăвар ÿкернĕ, "Ырă сунса кĕтетпĕр" тесе çырнă. Сылтăм енче вара пăлансем "уçăлса çÿреççĕ". Пÿрт тăрринче слон "вырăн тупнă". Лупассене Раççей ялавĕн тĕсĕсемпе /хĕрлĕпе, шурăпа, кăвакпа/ сăрланă.

Кил хуçи Петр Семенович мана хăйĕн мастерскойĕнче / ăна ăсталăх лаççи тееттĕм/ кĕтсе илчĕ. Вăл йывăçран хыçлă, эрешлĕ пукан ăсталатчĕ. Кунтах - куçа илĕртекен хатĕр сĕтел-пукан та. Илемлĕ кăна мар, чăтăмлă та вĕсем. "Кусене хурăнран ăсталарăм. Лакпа сăрламалли çеç юлчĕ. Хурăнсăр пуçне çирĕке, юмана, çăкана кăмăллатăп. Çирĕк сĕре илемлĕ, ăна сăрлама та кирлĕ мар, лакпа кăна витмелле. Çăка çемçе йывăç, анчах ĕç хатĕрне час мăкатать. Юманран краватьсем тăватăп",- вăрттăнлăхне уçать çемье пуçĕ. Петр Семенович йывăç саваламалли станокне те хăех тунă-мĕн. "Моторне кĕпе çăвакан машинăнне лартрăм, редукторне, ытти хатĕр-хĕтĕрне тимĕр-тăмăртан тупрăм. Чăн малтан ăсталанă япаласене - ача-пăча пуканĕпе сĕтелне паянхи кунчченех упратăп",- сăмах çăмхине малалла сÿтет манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм. Тата тепĕр вăрттăнлăх та пур иккен унăн. Вăл хăй вăхăтĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев валли хаçат-журнал сĕтелĕ ăсталанă.

"1995 çулта пирĕн яла çут çанталăк газĕ кĕртме пуçларĕç. Кăвак çулăма пирĕн киле пĕрремĕш кĕртсе пачĕç. Ун чухне Михаил Васильевич ЧР ял хуçалăх министрĕччĕ, вăл пире паллă çак кун ячĕпе чей сервизĕ парнелерĕ. Сăмах май, ăна паянхи кунчченех чыслăн упратпăр. Унпа хаклă хăнасене кăна чейпе сăйлатпăр. Эпĕ те ун чухне парăмра юлас темерĕм, Михаил Игнатьев валли парне хатĕрлерĕм",- каласа парать Петр Семенович.

Талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă çав. "Нумай профессиллĕ çын",- теççĕ ун пирки ял çыннисем. Тракторист та, платник те, тимĕрçĕ те, кăмакаçă та, шăвăççă та, сварщик та ... вăл. Ку çеç-и? Маçтăрскер хуçалăхра кирлĕ техника та ăсталать, сехет те юсать. 5 ларкăчлă "хурçă учĕпе" вăл вăрмана та кайса килет, суха та тăвать, çĕр улми те лартать, ял-йыша çулла утă, вутă, хăйăр, тăм турттарса парать. Трактор валли кăкарса ĕçлеттермелли механизмсене те хăех ăсталанă Петр Семенович. Культиватор та, плуг та, сÿре те, çĕр улми лартмалли-кăлармалли инвентарь те, прицеп-самосвал тата ытти те пур унăн. Çĕнĕ Юнтапа Кулибинĕ хурçă утне юратса "Петр Семенович" тет. "Пултарулăх пирĕн йăхран йăха куçса пырать. Тăвансен хушшинче талантлă çын нумай. Аннен шăллĕ сĕтел-пукан тума маçтăрччĕ. Анне тĕлĕнмелле чаплă кавирсем тĕртетчĕ. Сăрă ăсти те пур пирĕн йăхра",- пĕлтерет кил хуçи.

Ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн пахчара канмалли вырăн - беседка - меллештернĕ вăл. Шала вăрăм сĕтел лартнă. Кирлĕ чухне хăтлă çак вырăнта хăна пухма та меллĕ. Çуллахи вăхăтра ун тавралла чечек ÿстерет. Кăмака купалама вĕреннине те каласа кăтартрĕ вăл. "Юлташăм кăмака туса ял-ял тăрăх çÿретчĕ. "Эпĕ сана тетте пек хитре, ăшă тытакан кăмака туса паратăп",- терĕ хайхи пĕррехинче. Ĕçе вĕçлесен хутса ятăмăр та - унтан та кунтан сĕрĕм палкать. Çук, пĕрре те кăмăла килмерĕ вăл. Тытрăм та пăсрăм, ятарлă кĕнеке тăрăх çĕнĕрен купаларăм. Тĕтĕм те тухмасть, çăкăр та лайăх пиçет",- йăл кулчĕ Петр Семенович.

Петр Семенов тивĕçлĕ канăва тухиччен пĕр хушă чукун çул çинче, каярах вăрман хуçалăхĕнче, Канашри чăх-чĕп фабрикинче ĕçленĕ. Пенсие кайнăранпа 13 çул иртнĕ. "Ĕçлеме пăрахнă хыççăн çынна тунсăх мар-и?"- чăнласах пĕлес килнĕрен кăсăкланатăп эпĕ. "Ĕненетĕр-и, çук-и - хам палăртнине йăлтах пурнăçлама вăхăтăм та çитмест. Качакасем тытатпăр. Çулла пахча çимĕç, улма-çырла чылай çитĕнтеретпĕр. Пан улмипе грушăна та хамах сыпатăп. Иçĕм çырли те чылай. Мăшăрăмпа каçхи тăххăрта çеç телевизор умне ларатпăр",- пытармарĕ ĕçчен арçын. "Çÿпçипе хупăлчи" тенешкел Петр Семенович мăшăрĕ Людмила Семеновна та "ылтăн" алăллă. Вĕсен килĕнче, чăн та, музейри пекех. Мĕн пур сĕтел-пукана, шкапа, кравате, чечек лартмалли хатĕре йăлт çемье пуçĕ ăсталанă. Кухньăри ывăс пуххине вара кил хуçи хĕрарăмĕ сăрласа илемлетнĕ. Залра вĕсенчен курав кĕтесĕ те йĕркеленĕ. Сĕтел çинче чăваш тумĕллĕ пуканесем - Нарспипе Сентнер. "Кил управçисем",- тет хăй тунă пуканисем пирки Людмила Семеновна. Çи-пуçне те хăех çĕленĕ, тĕрлесе капăрлатнă, тухйине те меллештернĕ. "Пуканесемпе кăсăкланма Етĕрне районĕнчи Уйкас Асламасри культура çуртĕнче ĕçленĕ чухне тытăнтăм. Пĕр çирĕм пуканене яхăн ăсталанăччĕ. Ачасем валли "Петрушка" пукане театрĕ те йĕркеленĕччĕ. Спектакльсем лартаттăмăр",- каласа парать кил хуçи хĕрарăмĕ. Эрĕнпур хĕрарăмне шăпа ав Етĕрне тăрăхĕнчен Канаш хутлăхне илсе килнĕ. Унăн та, Петр Семеновичăн та малтанхи мăшăрĕсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Анчах пурнăç малаллах-çке. Чĕррисен пурăнмаллах! Ватлăхра пĕччен йывăррине шута илсе Петр Семеновичпа Людмила Семеновна кăçал пĕр-пĕрне тупма пултарнă. "Этемлĕхĕн пурнăçĕ кĕр тапхăрĕнче те ĕлккенлĕхпе сапăрлăхне çухатмасть. Çын мĕн чухлĕ аслăрах - çавăн чухлĕ пуянрах. Хĕрарăма кирек хăçан та арçын тĕревĕ кирлĕ. Арçынна вара хавхалантаракансăр, пулăшакансăр йывăр",- чунне уçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Семеновсене ачисемпе мăнукĕсем те манмаççĕ, тăтăш килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ. Людмила Семеновна тĕлĕнмелле хитре саслă-мĕн. Вăл шăрантарнă "Çĕмĕртĕм" юрри тахçанччен асăмран тухмарĕ. Чăваш арçыннипе вырăс хĕрарăмĕн юратăвĕшĕн, çураçулăхĕпе килĕшĕвĕшĕн чылайччен хĕпĕртесе çÿрерĕм.

Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.