Пĕлтернĕ ваканси шалăвĕ виçĕ хут пысăкрах

13 Çу, 2014

Республикăн ĕç рынокĕнчи лару-тăру тăнăçлăхĕ Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх - 2014 çулхи пĕрремĕш кварталта Чăваш хутлăхĕнче промышленноç производствин индексĕ 104 процента çитнĕ. Транспорт хатĕрĕ тата оборудованийĕ /142,9 процент/, электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийĕ /112,1 процент/ туса кăларас енĕпе ÿсĕм уйрăмах пысăк. Строительство ĕçĕсене иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 9,1 процент нумайрах пурнăçланă. Тавара ваккăн сутассин çаврăнăшĕ пĕлтĕрхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕн 102,6 проценчĕпе танлашнă.

2014 çулхи пĕрремĕш кварталта республикăра пурăнакан кашни çын пуçне уйăхра лекекен тупăш 13524,5 тенке çитнĕ е иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 7 процент пысăкрах пулнă. Пуш уйăхĕнче пĕр çын пуçне тивекен тупăш 14676,9 тенкĕ пулнă - пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнчинчен 5,6 процент ÿснĕ. Кăрлач-нарăсра уйăхри вăтам шалу 18793,3 тенкĕпе танлашнă е 2013 çулхи çав вăхăтринчен 11,5 процент хăпарнă.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Сергей Владимирович ВИКТОРОВ паянхи кăларăмра ĕç рынокĕнчи кăçалхи пĕрремĕш кварталти лару-тăрупа паллаштарать.

- Сергей Владимирович, ĕç рынокĕнчи паянхи лару-тăрăва мĕнле хаклатăр?

- Чăваш Енĕн ĕç рынокĕнчи ырă улшăнăвĕсене кăтартусем çирĕплетеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, республикăри ĕçлев службин органĕсенче кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4836 çын учетра тăнă, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ экономика тĕлĕшĕнчен пуçаруллă халăх йышĕпе шайлаштарсан 0,7 процентпа танлашнă. Иртнĕ çулхи çав вăхăтра асăннă кăтартусем 5798 тата 0,9 процент пулнă.

2014 çулта республикăра пурăнакансене ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисем 2012-2020 çулсем валли палăртнă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» Чăваш Республикин патшалăх программипе килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ. Вĕсене ĕçе кĕртмешкĕн кăçал 462,3 млн, çав шутран 226,0 млн - федераци бюджетĕнчен, 236,3 млн - Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен, тенкĕ тăкаклама палăртнă.

Ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисене кăçал 81613 гражданина хутшăнтармалла. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсенче 27 пин ытла çын пулнă та ĕнтĕ.

- Шалу пĕчĕккипе граждансем бюджет организацийĕсенче ĕçлеме килĕшменни çинчен час-часах илтме тивет. Ĕçлев службин органĕсене çитернĕ вакансисене тишкерни çакнашкал шухăш чăнлăхпа пĕр килнине çирĕплетет-и?

- Асăннă ыйту чăннипех пĕлтерĕшлĕ тата вырăнлă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушнипе Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби кăçалхи пуш-ака уйăхĕсенче кăна-ха республикăри бюджет учрежденийĕсенчен çитернĕ вакансисем тăрăх палăртнă вăтам шалăва тата чăн-чăн ĕç укçин виçине тишкернĕ.

Тĕрĕссипе, медицина сестрисен, врачсен, вĕрентекенсен тата ыттисен вакансийĕ пурри пирки ĕçлев службине хыпарланă май тарифăн чи пĕчĕк сетки тăрăх тÿлекен шалу виçине кăна палăртаççĕ. Сĕнекен вакансин шалăвĕ ĕç шыракана чылай чухне илĕртменни çакăнпа çыхăннă та.

Асăннă професси тата специальноç представителĕсем хăйсен шалăвĕ стажран, миçе сехет /талăк/ ĕçленинчен, квалификаци категорийĕнчен /разрядран/ килнине аван пĕлеççĕ.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби шалăва хушма тÿлевсене шута илсе кăтарма сĕнсен банкра пысăкрах ĕç укçиллĕ ваканси шучĕ ÿсрĕ. Учреждени ертÿçисенчен чылайăшĕ пирĕн сĕнĕве ырласа йышăнчĕ. Унсăрăн епле-ха? Çапла майпа хăйсене кирлĕ специалистсене кĕске вăхăтрах суйлама пултараççĕ вĕт.

Сăмах май, Чăваш Енре ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем ыйтакан вакансисемпе вăтам шалу - 16,5 пин, вĕрентÿре - 14,3 пин, спортра - 11,4 пин, культурăра 10,0 пин тенкĕ пулнă.

Çĕнĕ Шупашкар хулинчи муниципалитет больницинче врач-анестезиолог-реаниматолог вакансийĕпе вăтам ĕç укçи - 35 пин ытла, уйрăм предметпа тарăн пĕлÿ паракан 59-мĕш вăтам шкулта /Шупашкар хули/ пуçламăш классене вĕрентекене 25 пин тенкĕ сĕннĕ тĕслĕх те пулнă.

Çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ, шалăвăн пĕтĕмлетÿллĕ виçине квалификаци шайне çирĕплетнин кăтартăвĕ тата пурнăçлакан ĕç калăпăшĕ тăрăх кашни специалист тĕлĕшпе уйрăммăн палăртаççĕ.

- Республикăри организацисенче паян ваканси йышлă-и тата тивĕçлĕ ĕç тупас тĕлĕшпе служба органĕсен ваканси банкĕсем витĕмлĕ пулăшу параççĕ-и?

- 2014 çулхи пĕрремĕш кварталта ĕç паракансем 23,6 пин ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ, ку кăтарту иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 1,7 процент ытларах. Вĕсенчен чылайăшĕ продукци туса кăларакан промышленноçпа /30 процент/, строительствăпа /11/, ял хуçалăхĕпе /10/, суту-илÿпе /10/, вĕрентÿпе /9/, сывлăх сыхлавĕпе /7/, транспортпа /6,5/ çыхăннă. Пĕлтернĕ вакансисен 40 ытла проценчĕ тăрăх пĕр уйăх иртичченех ĕçлекенсене тупаççĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем пулăшнипе кăçалхи пĕрремĕш кварталта 7483 çынна е ĕç шыраса пынă граждансен пĕтĕм йышĕн 80 процентне вырнаçтарнă. Вакансисен банкĕнче паянхи кун тĕлне 2,5 пин ертÿçĕ пĕлтернĕ 16 пин ытла ваканси шутланать. Урăхла каласан ĕç шыракан пĕр çын пуçне вакансин 3 вырăнĕ тивет.

Асăннă банка куллен çĕнетсе тăраççĕ, ăна Интернет сетĕнче вырнаçтараççĕ. 2014 çул пуçланнăранпа тивĕçлĕ ĕç шырассипе çыхăннă 700 пин ытла ыйтăва ĕçлев службисен органĕсен ваканси банкне кĕртнĕ. Вăй хурса ĕçлес кăмăлăр пур тăк юрăхлă вырăн суйламашкăн ĕçлев службинче хапăлласа кĕтетпĕр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.