Комментари хушас

13 Çу, 2014

Элкер урамĕ

Анне шăллĕн Тимĕрç Элексантăрĕн хĕрĕ Марья акка Вăрнар çумĕнчи Санарпуçĕнчен Пысăк Упакассине качча тухнă. Ун патне хăнана ачаранах çÿренĕ май хамăрăн Хурăнсур Çармăсран çирĕм çухрăмри çав пысăк яла асра хăварнă. Хумма йыснасем Хураçырма енчи урамраччĕ. Ял çыннин пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пулмасть. Çимĕкре аттепе анне хăнана пĕрле çитрĕç. Уяв тумлă çынсен хушшинче, пуринчен те уйрăлса тăракан вăтам пÿллĕ, кĕрнеклĕ, шап-шурă кĕпе тăхăннă, мăйне чечеклĕ галстук çакнă, çап-çутă пушмаклă, кăмăллă пит-куçлă, уксаклакан арçынна пăхса тĕлĕнме пуçларăм. Хăйне чăр-чăр сăнаканскерне асăрхарĕ пулас, çумарах туртса илчĕ. Иксĕмĕре паллашма Марья акка пулăшрĕ:

- Шăллăм, кĕпепех çуралнă пуль эс. Пĕлетĕн-и хăв умăнта камне? Юратнă Çемен пичи вăл. Элкер. Чаплă сăвăç.

Калаçу пуçланса кайрĕ. Шкулта учитель Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер çинчен нумай калать те, хăйне курни мана çав тери хĕпĕртеттерсе ячĕ, вара эпĕ, унăн ыйтăвĕсене такăна-такăна хуравланă май, хăюллансах унăн «Ешĕл хурăн» сăввине шакăртаттарса патăм:

Таса уйра, тÿремре,
Çул хĕрринчи çеремре
Ешĕл хурăн çитĕнет
 
Çил лăскаман вăхăтра,
Сивĕ тивмен самантра
Тăп ларса вăл киленет.
 
Çавна курса, савăнăçпа,
Эпĕ хам та юрлама
Хурăн айне вырнаçап.
 

Çемен мучи манран эпĕ шкулта мĕнле вĕренни, хăш предметсене ытларах юратни çинчен ыйтса пĕлчĕ. Эпĕ ăна хам сăвăсем те çырнине пĕлтерсен пуçран шăлса ырларĕ, «Автан» ятлине каласа парсан кулкаласа хавхалантарчĕ:

- Питĕ аван, шăллăм. Сăмах тĕшши пурри палăрать. Манăн хамăн та малтанхи сăввăмсем çăвăр автан сассиллĕччĕ. Кулянма кирлĕ мар. Малашлăху пур пек туйăнать. Ÿс, аталан, литературăра янрав саслă автан пек пул. Мана хамăн пичетленнĕ пĕрремĕш сăвва аса илтернĕшĕн тавтапуç.

Вĕсем Марья аккасене те хурăнташĕсемпе пĕрле хăйсем патне хăнана илсе кайрĕç, пире те хăвармарĕç. Çавăнтанпах Çимĕк кунĕ асран каймасть.

Пысăк Упакассисен вăрăм кĕперĕ урлă каçса Элкерсен урамĕпе вăрманалла çул тытаттăмăр. Вăл вăхăталла ĕнтĕ мăн вăрман Упакассинчен самаях аяккалла тарнăччĕ, утмалăх пурччĕ. Аттепе вутă турттарма та, пÿрт-çурт валли мăк кăларма та сахал мар кайнă.

Траккасси-Тряккасси урамĕнче çуралса ÿснĕ çынсемпе те майĕпен паллашса пытăм. Униче хĕрринчех Тряксен йăхĕнчи Андреевсем пурăнатчĕç. Унтри Элекçийĕ урам хуралçи майлах туйăнатчĕ. Ывăлĕ Микулай Йĕпреç районĕнчи çамрăксен ертÿçиччĕ. Вăйлă кĕлеткеллĕ, çивĕч чĕлхеллĕ, хĕрÿ вут-çулăмлă хастар вĕсемшĕн курăмлăччĕ. Ытти аслăрах вырăнсенче те вăл хăйне ăслайлă пултарулăхне кăтартрĕ. Эпĕ ăна ырă кăмăлĕшĕн, йывăрлăхра пулăшма пултарнишĕн ырлаттăм.

Хамăн ĕçпе Вăрнартан Йĕпреçе, Йĕпреçрен Вăрнара çÿренĕ май мĕн чухлĕ уçса хупма тивмен-ши çав вăрăм урамăн уничи хапхине. Каярахпа, урам хыçĕпе çĕр хăпартса, асфальт сарса сарлака çул турĕç те, пурăнакансемшĕн ял шăплăхĕ чун кантармăшне куçрĕ.

Çурран та, урапа-çунапа та, автомашинăпа та такăрларăм пуль Траккасси урамне 1965-1974 çулсенче, Йĕпреç районĕнче ĕçленĕ вăхăтра.

Траккасси урамне 1994 çулта тепре килсе тухма тиврĕ. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче эпир - чăваш писателĕсем, художникĕсемпе скульпторĕсем, чĕлхе-литература тĕпчевçисем, республика шайĕнчи пуçлăхсем - Семен Васильевич Элкерĕн 100 çулхи менелникне паллă тума йышлăн кĕрлеттерсе çитрĕмĕр Шупашкартан. Кушлавăш тăрăхĕнче хĕвеллĕ кун тăрать. Ял халăхĕ, хăнасем йышлă пухăннă.

Чăваш халăх поэчĕн çуралнă пÿрчĕ çук ĕнтĕ, анчах авалхи килĕ сыхланса юлнă. Семен Васильевичăн тăванĕ Элкер çемйин йăх тымарне малалла аталантарса пурăнать. Кирпĕчрен хăтлă пÿрт лартнă. Анкартийĕ Йĕпреçрен килекен çул хĕррине тухать.

Паллă çак кун тĕлне Шупашкарсем чаплă парне хатĕрленĕ. Хурамалта çуралса ÿснĕ Владислав Зотиков скульптор Асăну палăкĕ туса пĕтернĕ. Ăна маçтăрлама Петр Пупин скульптор та хутшăннă. Палăка çĕнĕ пÿрт умне вырнаçтарса лартнă. Митинг пуçлансан палăк çинчи çи виттие Чăваш Республикин культурăпа национальноçсен ĕçĕсен министрĕпе Виталий Ивановпа Пысăк Упакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Нина Яковлева салтса ячĕç. Нина Николаевна хăйсен паллă ентешĕпе чăннипех мухтанни, унăн пултарулăхне хаклани, ятне яланах асра тытни çинчен каларĕ.

Кушлавăш уйне, Пысăк Упакассин Траккасси урамне, аякра пурăнакан ентешсем пухăннă. Вĕсене ялăн лăпкă та типтерлĕ, йывăçлă ешĕл вырăнĕ яланах туртать-çке. Акă уява килнĕ Игорь Юрьевич Миронов. Вăл Чăваш Республикин Экономика министерствине ертсе пырать. СССР Наукăсен академийĕн Экономика институтĕнче, Раççей Федерацийĕн правительствинче яваплă вырăнсенче ĕçленĕ, ентешĕсем умĕнче тăванла тарăн шухăшлă сăмах каларĕ. Ашшĕ унăн, Юрий Дмитриевич, РСФСР строительство материалĕсен промышленноçĕн министерствинче ĕçлет. Игорь Юрьевич каярахпа Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводне ертсе пычĕ, çĕр-шыври экономика кризисĕн çулĕсенче предприятие йывăрлăхран тухма пулăшрĕ.

Траккасси урамĕн пуçĕнче савăнăçлă пуху уçăлчĕ. Малашне урам Элкер ячĕпе хисепленессе пĕлтерчĕç. Пĕри те тепри сăмах каларĕ:

- Элкерĕн «Вутпа тăвăл» романĕнче те, «Вун саккăрмĕш çул» тата ытти поэминче те пĕр тема пулнă: чăваш шăпи. Пирĕн литература Элкерпе вăйлă, эппин халăх вăйлă, çыравçăсем вăйлă... Элкер пулни - халăх телейĕ. Унăн чăваш литературинчи виçĕ тĕп юпи - «Вутпа тăвăл витĕр», «Шурăмпуç килсен», «Хĕн-хур айĕнче».

- Элкер Кушлавăш тăрăхĕнче çуралман пулсан урăх çĕрте çуралас та çукчĕ. Илемлĕ тавралăх, паттăр та кăмăллă çынсем май панă ăна пултарулăхне аталантарма. Вăл чăваш чĕлхишĕн, шăпишĕн çуннă. Пултарулăхĕ унăн чăваш идейи тавра иртнĕ.

Поэтсем сăввисене вуларĕç.

Халĕ Элкер урамĕнче ĕçчен те пуян, пултаруллă та тараватлă çемьесем пурăнаççĕ. Пурнăç кĕнекисем-паспорчĕсем çинче ĕнтĕ кашнинех поэт хушамачĕ.

Урам çурхи çилпе кашлакан хурăнлăха тухать. Ял çыннисем чысласа лартнă Элкер хурăнлăхĕ ешерет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.