Апрелĕн 1-15-мĕшĕсенче тирпей-илем кĕртмелли, тавралăха симĕслентермелли тапхăр иртрĕ. Ушкăнпа ĕçлеме çынсене 80 хутчен пуçтартăмăр. 125 организаципе учрежденирен 2500 ытла çын вăй хучĕ.
Ăнлавĕ пултăр малтанах Пегас çинчен. Пегас вăл - авалхи грексен халапри çунатлă паттăр лаши. Асамçă-урхамах таса Олимп тăвĕ тăрне улăхса турăсемпе этемсен туррине Зевса çиçĕм тытса пама пултарнă. Çапла ăна çут тĕнчепе хуçаланма пулăшнă имĕш. Пегаса шурăмпуç туррипе Эоспа та çыхăнтарнă, çăлтăрсен ушкăнне те кĕртнĕ.
Анне шăллĕн Тимĕрç Элексантăрĕн хĕрĕ Марья акка Вăрнар çумĕнчи Санарпуçĕнчен Пысăк Упакассине качча тухнă. Ун патне хăнана ачаранах çÿренĕ май хамăрăн Хурăнсур Çармăсран çирĕм çухрăмри çав пысăк яла асра хăварнă. Хумма йыснасем Хураçырма енчи урамраччĕ. Ял çыннин пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пулмасть. Çимĕкре аттепе анне хăнана пĕрле çитрĕç.