Комментари хушас

5 Çĕртме, 2015

Ял-поселок илемленчĕ, пурăнмашкăн аванланчĕ

Апрелĕн 1-15-мĕшĕсенче тирпей-илем кĕртмелли, тавралăха симĕслентермелли тапхăр иртрĕ. Ушкăнпа ĕçлеме çынсене 80 хутчен пуçтартăмăр. 125 организаципе учрежденирен 2500 ытла çын вăй хучĕ. Вырăнти влаç ирĕк паман пулин те хытă каяш тăкнăран пухăннă 46 купана /1100 кубла метр/ полигона тиесе ятăмăр.

Апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 5-мĕшĕччен Экологи хăрушсăрлăхĕн кунĕсем иртрĕç. Вĕсен тĕллевĕ - патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсене, общество организацийĕсене, районта пурăнакансене экологи ыйтăвĕсене тишкерме пулăшасси. Район администрацийĕ çирĕплетнĕ планпа килĕшÿллĕн çав хушăра Экологи пĕлĕвĕсемпе Биологи тĕрлĕлĕхĕн кунĕсене, Халăхсен хушшинчи парксен маршне, Тавралăха хÿтĕлемелли куна йĕркелерĕмĕр.

Район пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерÿ вăрманĕ" акцие хапăл хутшăнчĕ, ăна Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалларăмăр. "Кашнине ятран пĕлетпĕр", "Аслă вăрçă салтакĕсем", "Вĕсем Çĕнтерĕве туптанă" темăсемпе Урпаш шкулĕнче вĕренекенсем Совет Союзĕн Геройне Е.Г.Пайгусова сума суса Тептĕ ялĕнче уçнă палăк таврашĕнче йывăçсем лартрĕç. Ирçе шкулĕнче пĕлÿ илекенсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса сквер, Советски шкулĕнче ăс пухакансем Магницкий ячĕллĕ паркра 70 юманран аллея хыврĕç. Етĕрне ялĕн шкулне çÿрекенсем Янăм ялĕнче 70 тĕп лиçвак чĕртрĕç.

Майăн 1-мĕшне Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерÿ сиренĕ" акципе çыхăнтартăмăр. Етĕрне хулинчи "Кивĕ хула" паркра, Çар çыннисен-интернационалистсен тата Çĕнтерĕвĕн 30 çулĕн урамĕсенче, Мăн Чураш, Мăн Шетмĕ, Кăкшăм, Пушкăрт, Мăн Явăш, Пĕрçырлан, Хучаш, Ирçе, Урпаш, Етĕрне ял тăрăхĕсенче сиреньсем чĕрĕлчĕç.

Тавралăха ешĕллентерес тĕллевпе çĕнĕ 5 аллея, 1 парк хывнă, 8 çĕрте çĕнтерÿçĕсене асăнса йывăç - пурĕ 625 тĕмпе 3250 сирень - лартнă. Кивĕ 22 парка, сада тата аллейăна лайăхлатнă. Республикăн "Çĕнтерÿ калчисем" акцие явăçса районти кашни вĕренÿ учрежденийĕн картишĕнчех чечексем çитĕнтереççĕ. Район администрацийĕн специалисчĕсем апрелĕн 30-мĕшне Пĕтĕм Раççейри "Ешĕл çуркунне-2015" акцие /ăна Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа ирттертĕмĕр/ халалларĕç: хăйсем ĕçлекен çурт таврашне тирпейлерĕç.

Пĕрле тăрăшса 600 ытла сарăлчăкпа хăрăк йывăç-тĕме каснă, 6 çăлкуçпа пусса хăтлăлатнă, масарсене, палăксене, обелисксене йĕркене кĕртнĕ.

Район июлĕн 4-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейри "Пирĕн юханшывсемпе кÿлĕсен çыранĕсен тасалăхĕшĕн" акцие хутшăнма хатĕрленет. Çав кун Етĕрне тĕлĕнчи Сăр çыранне ăпăр-тапăртан тасатма хатĕрленетпĕр.

Владимир КУЗЬМИН,

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.