ÇУ УЙĂХĔН ИЛЕМĔ
Çу уйăхĕнче сирень чечекĕн илемĕпе, унăн шăршипе чун каниччен киленетпĕр. Çав вăхăтрах сирень — алă айĕнчи сиплевçĕ те. Халăх медицининче ăна хушса хатĕрленĕ препаратсемпе шыçнинне, температурăна чакарма, шăк хăвалама усă кураççĕ. Чечекĕ кăна мар, çулçи те усăллă.
Радикулит чухне. Сиренĕн пăтă пуличчен вĕтетнĕ 2 апат кашăкĕ чĕрĕ çулçипе чечекне çур литр шурă эрехе ямалла. 3 сехет лартмалла. Настойкăпа ыратакан çурăма çĕрлене хирĕç сăтăрмалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.