Комментари хушас

5 Çу, 2016

ÇУ УЙĂХĔН ИЛЕМĔ

Çу уйăхĕнче сирень чечекĕн илемĕпе, унăн шăршипе чун каниччен киленетпĕр. Çав вăхăтрах сирень — алă айĕнчи сиплевçĕ те. Халăх медицининче ăна хушса хатĕрленĕ препаратсемпе шыçнинне, температурăна чакарма, шăк хăвалама усă кураççĕ. Чечекĕ кăна мар, çулçи те усăллă.

Радикулит чухне. Сиренĕн пăтă пуличчен вĕтетнĕ 2 апат кашăкĕ чĕрĕ çулçипе чечекне çур литр шурă эрехе ямалла. 3 сехет лартмалла. Настойкăпа ыратакан çурăма çĕрлене хирĕç сăтăрмалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Куç çивĕчлĕхне лайăхлатма. Пĕр ывăç чĕрĕ чечекрен чей пĕçермелле /1 стакан тин вĕренĕ шыв пуçне — 1 чей кашăкĕ чечек/. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Çак шĕвекре йĕпетнĕ темиçе сий марльăна куç хупанкисем çине каçхине çывăрма выртас умĕн хумалла. 10 минутран илмелле. Курс — 1 уйăх.

Варикоз вĕрĕлсен. Урасене сиренĕн лÿчĕркенĕ чĕрĕ çулçисемпе хупламалла. Бинтпа çемçен чĕркесе çыхма юрать. «Ешĕл» компреса каçхине çывăрма выртас умĕн хурса 30 минут тытмалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Пысăк температурăна чакарма. 2 апат кашăкĕ чĕрĕ сирень çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер стакан ăшăлла ĕçмелле. Курс — температура чакиччен.

Ÿте çапăнтарса ыраттарсан. Сиренĕн 1 апат кашăкĕ чĕрĕ е типĕ чечекне çур литр шурă эрехе ямалла. 2 эрне лартмалла. Темиçе сий марльăна настойкăра йĕпетсе сиенленнĕ тĕле хумалла. Çыхха кунне 3-4 хут çĕннипе улăштармалла. Курс — ыратни иртиччен.

Пуç ыратсан. Сиренĕн лÿчĕркенĕ çулçисене çамка çине хумалла. Темиçе минутран пуç ыратни иртет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.