Шупашкарăн хаклă ăшши

23 Çу, 2014

Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленнĕ хыççăн ăшă ыйтăвне çĕклени, тен, вырăнсăр пек те туйăнĕ, анчах ăслă ватăсем çулла çуна хатĕрлеме хушнине шута илсен - шăп та лăп вăхăтлă.

Çĕнĕ çултан тарифсем улшăнмаççĕ /вĕсем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ÿсмелле/ тенĕччĕ пулин те кăрлачра хваттершĕн тÿлемелли квитанцири цифрăсем тăруках пысăкланни тĕлĕнтерчĕ те, тарăхтарчĕ те. Мĕншĕн? ТСЖ бухгалтерийĕнче ăнлантарнă тăрăх - халĕччен ăшăшăн хывмалли тÿлевĕн пĕтĕмĕшле калăпăшне çулталăкри уйăхсен шутне кура 12 çине пайласа пынă, çавна май çулла та, çурта ăшă паман тапхăрта, гигакалорисемшĕн тÿленĕ, халь вара ку йĕркене улăштарнă: çурта ăшă хăш уйăхра мĕн чухлĕ панă - çавăн чухлĕ тÿрех кăлар та хур, анчах çулла тÿлемелле пулмĕ.

Ансат арифметикăна чухлани те çапла çирĕплетме çителĕклĕ: ăшă - чăннипех хаклă. Хĕвеллĕ Чăваш Ен тетпĕр-ха та, анчах ку поэтсем шухăшласа кăларнă ĕмĕт кăна пулни тарифсемпе тÿлевсен контекстĕнче тÿрех курăнать. Çулталăкра сахалтан та çичĕ уйăх - юпа уйăхĕн пуçламăшĕнчен тытăнса ака уйăхĕн вĕçĕччен - çурт-йĕре хутса ăшăтмалла та, «хĕвеллĕ республика» пирки мĕн калаçмалли? Çĕр-çĕр тăваткал метрлă пентхаусра мар, вăтам лаптăклă ахаль хваттерте пурăнатăп, анчах ăшăшăн кăна уйăхсерен пур пĕр 3 пин тенкĕ ытла тÿлемелле. Вăт, çиччĕ çине хутлăр та - 25 пин патнеллех кармашать. Сахал мар вĕт.

Анчах Шупашкарта çак виçе те чылай ÿсме пултарать иккен. Сăмахăм утă уйăхĕнчен тарифсем инфляцие кура кăшт пысăкланасси çинчен мар. Çитес çулсенче унсăр пуçне те тÿлев хăпарас хăрушлăх пур. Çакă - сас-хура мар, специалистсем асăрхаттарни. Ыйтăвĕ тĕп хулара пурăнакан çĕр-çĕр пин çынна тÿрремĕнех пырса тивет те - тĕплĕнрех тишкерни те вырăнлă.

Шупашкар хулине 2028 çулччен ăшăпа тивĕçтермелли схема проектне хатĕрленĕ - шăпах вăл тавлаштарать-калаçтарать. Унпа килĕшÿллĕн хулара çĕнĕ котельнăйсем тумалла, ытти ĕç те нумай. Инвестицисен калăпăшĕ калама çук пысăк - 38 млрд тенкĕ! Çак укçана ăçтан тупмалла? Çÿлтен йăтăнса анмĕ, Мускав тăкса памĕ - тарифсен шучĕпе халăхăн саплаштарма тивĕ. Çавна май, «ТГК-5» АУОн вырăнти филиалĕн /унăн 2-мĕш ТЭЦĕ çур Шупашкара ăшăтать/ директорĕ Ю.Цешковский çирĕплетнĕ тăрăх, ăшă тарифĕсем 40% чухлех пысăкланма пултараççĕ.

Генерацин çак компанийĕн ертÿçисен ку темăра хăйсен интересĕ те çук-ши, çавăнпа çапла хăратмаççĕ-и тесе иккĕленме пулать паллах. Хайхи схема проектĕнче унăн хулан ăшăпа тивĕçтермелли рынокри конкурентне - «Коммуналлă технологисем» ОООна - «симĕс çутă» панă-çке. Хайхи миллиардсем ун урлă ĕçе каймалла, çĕнĕ котельнăйсене те вăлах арендăна илсе ĕçлеттерĕ. ТГК-5 представителĕсем çавăнпа кăна кÿренмен-и?

Генераци компанийĕн, паллах, хăйĕн интересĕсем пур, çапах унăн ертÿçисен позицине кÿренÿпе кăна сăлтавлани тем тесен те тĕрĕс мар. Физикăна чухлакан кашни çын пĕлет: ахаль котельнăйсен ăшă энергийĕ хаклăрах, ТЭЦ гигакалорийĕсем - йÿнĕрех. Мĕншĕн тесен топливăна электростанцире çунтарни харăсах икĕ продукт кÿрет: электричество тата ăшă энергийĕ - пĕрре персе икĕ мулкач тытнă пек. /Чăн та, Шупашкарти потребительсем ăшша ăçтан илсе тăнине пăхмасăр уншăн пĕрешкел - вăтам - тарифпа тÿлеççĕ/. Апла тăк хаклăрах ăшă паракан çĕнĕ котельнăйсем туса тарифсен ÿсĕмне çул пани куç кĕрет.

Йÿнĕрех çул та пур вĕт-ха - темшĕн унпа утасшăн мар. ТЭЦ-2 - ĕлĕкхи-авалхи станци мар, унăн хăват резервĕ самай пысăк. ТГК-5 филиалĕн тĕп инженерĕ Александр Шудегов çирĕплетсех калать: «Станци хăвачĕ 1300 гигакалорипе танлашать. Чăннипе вара ТЭЦ-2 чи пысăк хăватпа ĕçленĕ чух та çав виçе 720 гигакалорирен иртмен. Пирĕн хăват саппасĕ икĕ хут таранах». Çав саппаса ĕçе ямашкăн пысăк тăкаксем те кирлĕ мар - ăшша потребительсем патне илсе çитермешкĕн магистральсене çеç тăсмалла. Ун чух çĕнĕ котельнăйсем те, 38 млрд тенкĕ инвестици те кирлĕ пулмĕ. Ăшша станцирен инçе илсе каяймăн, радиус пĕчĕк тесе хирĕçлени те объективлă мар. Энергетиксем çирĕплетнĕ тăрăх - çĕр-шывра станцирен 14 километрти потребительсене ăшăпа тивĕçтернин тĕслĕхĕсем те пур: пĕтĕмпех йĕркеллĕ, паянхи изоляци материалĕсем ăшă энергине кирлĕ çĕре çухатусăр илсе çитерме май параççĕ.

Акă мĕншĕн энергетиксем 38 млрд тенкĕ тăкакламалли план тĕлĕшпе иккĕленни сăлтавсăр мар пек туйăнать. Калăпăшĕпе республикăн çулталăкри бюджечĕпе тан вĕт! Хăшĕсем миллиардсемшĕн çунса хулана çурăк валашка умне лартса хăвармĕç-и? «Коммуналлă технологисен» унчченхи ютран килнĕ ертÿçин историне пĕлетпĕр: вун-вун миллион тенке /малтан вара сăмах çĕр-çĕр миллион пирки пыратчĕ/ айккине янăшăн суд нумаях пулмасть çеç приговор палăртрĕ. Çĕннисем шанчăклă-и, «хăнасем» пĕр-пĕр кун ноутбукĕсене пуçтарĕç те тухса тармĕç-и - хăшĕсен çакнашкал иккĕленÿ те çук мар.

Çак лару-тăрура Шупашкар влаçĕсем шăпах КТ тĕлĕшпе «симĕс çутă» çутни шухăша ярать. Унта ăслă çынсемех вĕт-ха, апла тăк мĕншĕн хулана ăшăпа тивĕçтермелли хаклăрах çулпа утасшăн? Схемăна йышăнсан 15 çул хушшинче çуллен вăтамран 2,5 млрд тенкĕ ытла пухма тивĕ - унашкал тарифсене халăх тÿсейĕ-и, чыхăнса каймĕ-и? Çак ыйтусен хуравĕсене шыранă чухне чи малтан ăмсанмалла тупăшпа, пысăк ĕç укçипе мухтанайман хула çыннисен интересĕсене тĕпе хурасса тем пекех шанас килет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.