Тартнăшăн та - яваплăх

Право хуралĕн органĕсем ФСИНăн республикăри управленийĕн 3-мĕш колонийĕнчен тарнă ристана шыранине ахаль çынсем те туйма ĕлкĕрчĕç-тĕр: тĕп хулара хĕç-пăшаллă çынсем пассажирсене илсе çÿрекен транспорт хатĕрĕсене чарса тĕрĕслени çинчен те калаççĕ. Тарнăскере шыраççĕ-ха, куншăн унăн хушма айăплав пулĕ, анчах тартнисен те явап тытма тивет.

ЧР юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокуратури çак тĕслĕхпе çăмăлттайлăхшăн уголовлă ĕç пуçарма сĕнсе материалсене Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленине панă. Ятарлă прокурорăн аслă пулăшуçи В.Шашков пĕлтернĕ тăрăх - прокуратура тĕрĕслев ирттернĕ май уголовлă айăплав саккунĕсене сĕмсĕррĕн пăснине тупса палăртнă. Судпа айăпланнă çын юсанмалли учрежденирен унăн сотрудникĕсем УИК требованийĕсене пăснине кура тарнине çирĕплетнĕ: оперативлă шырав ĕçне кирлĕ пек йĕркелемен, режимпа хурала тĕплĕ тивĕçтермен.

«Сăнав вышки çинчи хуралçă ристан колонин тулашри карти çине хăпарнине курнă май вăл тарассине сирсе яман, хĕç-пăшалпа усă курман. Çавна май Р.Сидоров тарма пултарнă», - терĕ В.Шашков.

Хуралçă тивĕçлĕ мерăсем йышăнманнинче ятарлă прокуратура УК 293 статйин /»Çăмăлттайлăх»/ 1-мĕш пайĕпе пăхнă преступлени паллисене курать, çавăнпа ăна уголовлă майпа йĕрлессине пуçарнă. Çийĕнчен ФСИН управленийĕн пуçлăхĕн ячĕпе должноçри айăплă çынсене дисциплина енĕпе явап тыттарма сĕннĕ.

Аса илтерер: Р.Сидоров Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш колонирен çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче ирхине 3 сехет те 40 минут тĕлнелле тарнă. Ăна химиксен хулин сучĕ 2010 çулхи пуш уйăхĕнче 16 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă. Çирĕп режимлă колоние Сидоров çын вĕлернĕшĕн тата вăрланăшăн лекнĕ. Лармалли тата 11 çул ытла юлнă, анчах ристан çак вăхăта йĕплĕ карта леш енче ирттерес темен-тĕр.

Колонирен тарнă тĕслĕхпе пуçарнă уголовлă ĕçе Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ тĕпчет.

Николай ДМИТРИЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.