«Эпир экзаменсене ултавсăр ирттерес тĕллевлĕ...»

23 Çу, 2014

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев вĕрентÿ тытăмĕ 2014 çулта пĕрлехи патшалăх экзаменне ирттермешкĕн хатĕрленнипе çыхăннă ыйтупа курав конференцийĕн мелĕпе йĕркеленĕ селектор канашлăвне РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Ольга Голодец, вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Дмитрий Ливанов, Федерацин вĕрентÿ тата ăслăлăх тытăмĕнчи надзор службин ертÿçи Сергей Кравцов, федераци субъекчĕсен пуçлăхĕсем, çав шутра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та, хутшăнчĕç.

ППЭ 2009 çултанпа патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацийĕн тĕп мелĕ пулса тăрать. Кăçал ăна Раççей Федерацийĕн 83 субъектĕнче ирттереççĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх унта 748 пин çын хутшăнмалла, çавсенчен 694 пинĕшĕ /92,7 проценчĕ/ - вăтам шкултан кăçал вĕренсе тухакансем. Крым Республикинче тата Севастополь хулинче 2014 çулта тĕрĕслеве ППЭ тата Раççей Вĕренÿ министерстви çирĕплетнĕ ытти мелпе йĕркелеççĕ.

ППЭ 14 предметпа пулмалла, вырăс чĕлхипе тата математикăпа ăна пурин те памалла, ыттисене - суйласа илнĕ тăрăх. Дмитрий Анатольевич палăртнă тăрăх - иртнĕ çул ППЭ ирттернĕ чухне йĕркене пăснă 1000 ытла тĕслĕх тупса палăртнă. Тĕпрен илсен вĕсем тĕрĕслев материалĕсен пакечĕсене палăртнă вăхăтчен уçнипе, экзамен тытакансем карас телефонĕпе усă курнипе, тĕрĕслев материалĕсене Интернета вырнаçтарнипе, ППЭне маларах тата иккĕмĕш хут тытмашкăн йĕркене пăсса ирĕк панипе, ĕçсене тивĕçлĕ хакламаннипе, экзаменсене РФ тепĕр регионĕнче тытас тĕллевпе çамрăксем куçса çÿренипе çыхăннă.

Çитменлĕхсенчен хăтăлмашкăн кăçал асăннă тытăма чылай улшăну кĕртнĕ: ППЭ ирттермелли пунктсене курав сăнавĕн тата тимĕр шыракан оборудованисемпе пуянлатнă, тĕрĕслев материалĕсене ятарлă служба вырăна çитерет тата ытти те.

Çĕнĕлĕхсене ППЭн малтанхи тапхăрĕнче - 2014 çулхи ака уйăхĕн 21 - çу уйăхĕн 8-мĕшĕсенче - тĕрĕслесе пăхнă. Ун чухне федерацин 63 субъектĕнче 935 çын экзамен тытнă.

Федерацин вĕрентÿпе ăслăлăх тытăмĕнчи надзор службин ертÿçи Сергей Кравцов çирĕплетнĕ тăрăх - ППЭ ирттернĕ чухне иртнĕ çулхи çитменлĕхсене сирес тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Экзаменсем епле пынине волонтерсем те, общественноç та сăнаса тăрĕç. Сăмах май, курав камеринче çапăннă материалсене 3 уйăх таран упрама палăртнă: иккĕленÿ сиксе тухсан тепĕр хут тишкерме май килĕ.

Сергей Сергеевич пĕлтĕр ППЭ вăхăтĕнче Ставрополь крайĕнче йĕркене пăснă тĕслĕх уйрăмах нумай пулнине палăртнă хыççăн асăннă хутлăх пуçлăхĕ Владимир Владимиров сăмах илчĕ, çитменлĕхсенчен хăтăлас тĕллевпе туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне ирттермешкĕн хатĕрленни пирки Коми Республикипе Ростов облаçĕн пуçлăхĕсем Вячеслав Гайзер тата Василий Голубев пĕлтернĕ хыççăн Дмитрий Медведев Чăваш Енри лару-тăру çинчен Михаил Игнатьева каласа пама ыйтрĕ.

Республика Пуçлăхĕ ППЭне ачасем кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те ырласа йышăннине асăнчĕ. Ăна пирĕн хутлăхра пилот проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлама тытăннă. Çамрăксен пĕлĕвне çĕнĕлле хаклама пуçлани ялти шкулсене пĕтерекенсемшĕн уйрăмах усса кайнă: вĕсен хушшинче çĕр-шывăн ытти хулинче аслă шкулсене вĕренме кĕрекен йышланнă.

Ку енĕпе иртнĕ çулхи ĕç-пуçа хакласа туса çитерейменнине пурнăçа кĕртес енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх - кăçалхи экзаменсене регионăн 150 сăнавçипе пĕрлех федерацин 40 тишкерÿçи те хутшăнмалла. Унсăр пуçне «васкавлă лини» телефонĕ ыйтусене уçăмлатма май парĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене ирттермешкĕн кăçал 38 тĕп шкула суйласа илнĕ, кашнинех сăнав камери, тимĕр шыракан ятарлă хатĕр вырнаçтарнă, тĕрĕслев материалĕсене уйрăм служба экзамен пункчĕсене çитермелли схемăна çирĕплетнĕ, ăна ирттернĕ кун ятарлă çыхăну йĕркелеççĕ.

Паллах, Чăваш Еншĕн ППЭ ыйтăвĕ çĕнĕлĕх тата кĕтменлĕх мар. Апла пулин те ытти субъект опычĕпе паллашнин пĕлтерĕшне тивĕçлипе хакланине палăртрĕ Михаил Игнатьев. Унсăр пуçне ППЭ тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче право йĕркине сыхлакан органсен пулăшăвĕпе усă курни вырăнлă пуласса шаннине пĕлтерчĕ.

«Эпир экзаменсене ултавсăр ирттерес тĕллевлĕ», - пĕтĕмлетрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.