"Судпа айăпланнисем те çынсемех"

23 Çу, 2014

"Чăваш Республикин территорийĕнчи ирĕксĕрлесе тытмалли вырăнсенчи этем прависене пăхăнассин çивĕч ыйтăвĕсем" темăпа Чăваш Республикинчи Этем прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Юрий КРУЧИНИН çак кунсенче брифинг ирттерчĕ.

"Çăхавсенчен ытларах пайĕ шăпах решетке хыçĕнчи çынсенчен килет. Статистика та ку тытăмра пĕтĕмпех йĕркеллĕ маррине çирĕплетет, - терĕ омбудсмен мĕншĕн шăпах çак темăна суйласа илнине ăнлантарнă май. - Пирĕн республикăри уголовлă айăплав тытăмĕ Раççей Федерацийĕн ытти субъектĕнчинчен питех уйрăлса тăмасть, тен, кунта кăшт негатив сахалрах. Пирĕн тĕп инкек - судпа айăпланнисем те çынсемех пулнине, вĕсен те правасем пуррине ăнланас теменни. Тĕрмере ларакансем граждан обществинчен ан ютшăнччăр тесе тăрăшмалла. Шел те, рецидив шутланакан преступленисен шучĕ пысăк. Тĕрме-колонирен тухакансен пĕрре виççĕмĕш пайĕ саккуна тепĕр хут пăсать. Çавăнпа та профилактика ĕçне çын ирĕке тухма хатĕрленнĕ чухне çеç мар, чылай маларах, вăл тÿрĕ çултан пăрăнсанах, пуçламалла."

Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра 8 пине яхăн çын йĕплĕ пралук леш енче. Çулталăк каялла вĕсен йышĕ тата пысăкрах пулнă. Пĕтĕмпе 9 колони, çав шутран 3-шĕ - хĕрарăмсен /2-шĕ - пĕтĕмĕшле режимли, виççĕмĕшĕнче алкоголизмпа наркоманирен сиплеççĕ/. Чăваш Енри Этем прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй юсанмалли учрежденисене тăтăшах çитсе килет, вĕсенче тĕрлĕ çитменлĕх тупса палăртать. Чи анлă сарăлнисем - ирĕклĕхсĕр юлнисене йăла тата санитарипе гигиена условийĕсемпе кирлĕ шайра тивĕçтерменни. Омбудсмен ку енĕпе 1-мĕш тата 4-мĕш колонисен общежитийĕсенче лару-тăру япăх терĕ. 8-мĕш колони-поселенире /Улатăр районĕ/ вара пурлăхпа техника никĕсĕ çав тери кивĕ: барак евĕрлĕ йывăç çуртсенче юсав ирттермешкĕн укçа нумай кирлĕ. "Тĕрĕслевсем çапла пĕтĕмлетме май параççĕ: СИЗОсене хупса хунисен айăпланнисенчен те япăхрах условисенче пурăнма тивет. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем тунăшăн ирĕксĕр юлнисем вара колони-поселенире айăплав вăхăтне ирттерекенсенчен лайăхрах лару-тăрура кун кунлаççĕ", - шухăшне пĕлтерчĕ Юрий Сергеевич.

СИЗОсем тенĕрен - унта хупса усракансене çителĕксĕр вентиляци условийĕсенче тытнă, вĕсене уçă сывлăша илсе тухассине кирлĕ пек йĕркелемен тĕслĕхсем пулнă. Следстви икĕ изоляторĕн те режим корпусĕсен техника тăрăмĕ темиçе çул ĕнтĕ авари лару-тăрăвне çывăх. СИЗО камерисен стенисемпе маччисенче çурăлнă вырăнсем пур, вĕсем йĕпенсе те кăвакарса тăраççĕ, сăрри хăйпăна-хăйпăна ÿкет, канализаци тытăмĕ кивелсе çитнĕ - унта юсав ĕçĕсем ирттерни те кĕске вăхăтлăх косметика витĕмĕ çеç кÿрет. Камерăсенче вĕри шыв çук /1-мĕш СИЗОри хĕрарăмсен тата 2-мĕшĕнчи çул çитменнисен "пÿлĕмĕсемсĕр" пуçне/. Айăпланнисенчен хăш-пĕрне душра эрнере пĕр хутран кая мар çăвăнмашкăн май паман. Следстви изоляторĕсенче пĕрремĕш хут уголовлă явап тытакансене маларах колонире ларнисенчен тата суд йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕнĕ çынсенчен уйрăм хупса усраман.

Юрий Кручинин палăртнă тепĕр йывăрлăх - юсанмалли учрежденисене тăванĕсемпе кĕске е вăрах вăхăтлăх курнăçăва е вĕсене кучченеç пама килнĕ çынсем валли уйăрнă вырăнсем япăх тăрăмра пулни. "Кĕтмелли çакнашкал пÿлĕмсем тăрăх халăх айăплава пурнăçлакан тытăма пĕтĕмĕшле хаклать", - терĕ уполномоченнăй. Вăл каланă тăрăх - кун пек пÿлĕмсем чылай çĕрте строительство вакунĕсене е сарая аса илтерекен тата çав тери юхăнса кайнă çуртсенче вырнаçнă. Унта - кивелнĕ сĕтел-пукан, йăла техники. Пÿлĕмсем норма акчĕсемпе çирĕплетнĕ требованисене пачах тивĕçтермен, вĕсенче кирлĕ хатĕр-хĕтĕр /çÿп-çап карçинкки, стакан, ручка, заявлени бланкĕсем т.ыт.те/ пулман. Айăпланнă тăванĕсем патне килнĕ çынсем сивĕ çĕрте шăнни те пулкаланă.

Тĕрĕслевсемпе асăрхаттарусем хыççăн лару-тăру ырă еннелле улшăнма пуçлани сисĕнет. Акă 1-мĕш колонири /Лапсар поселокĕ/ кĕтмелли пÿлĕме строительство кивĕ вакунĕнчен администраци çуртне куçарнă: унта ăшă та хăтлă, юнашарах - лавкка. 4-мĕш колонире /Шупашкар хули/ те пысăкрах вырăн тупнă, тахçан столовăй пулнă çуртра халĕ çынсем айăпланнисемпе хăтлă условисенче курнăçма пултараççĕ. Малтанхи пÿлĕм вара ишĕлес патнех çитнĕ. 3-мĕш колонире /Çĕнĕ Шупашкар/ çакăн валли гараж боксне çĕнетсе урăхлатмашкăн проект хатĕрленĕ, паллах, ăна инженери коммуникацийĕсемпе те çыхăнтарĕç. Çĕнĕ пÿлĕм юсав ĕçĕсене ирттернĕ хыççăн хута кайĕ. 9-мĕш колонипе /Çĕрпÿ хули/ 1-мĕш следстви изоляторĕнче /Шупашкар хули/ тупнă çитменлĕхсене пĕтернĕ. Айăплава пурнăçлакан ытти учрежденире те ку енĕпе мерăсем йышăннă. Кĕтмелли пÿлĕмсене çĕнĕ çĕре куçарни тата вĕсенче йĕркеллĕ условисем туса хуни колонисене килекенсене те килĕшнĕ, çакна палăртса вĕсем хаклавпа сĕнÿсен кĕнекине тав сăмахĕсем çырнă. Малтан вара çав кĕнекере ÿпкев çеç пулнă.

Брифингра колонисенчи йĕркесĕрлĕхе сăнлакан ÿкерчĕксене те кăтартрĕç. Республикăри Этем прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй айăпланнисен пурнăç условийĕсене малалла та лайăхлатмаллине, вĕсене Европа стандарчĕсен шайне çитермеллине, ирĕклĕхсĕр юлнисен саккунлă интересĕсемпе прависене хÿтĕлессин гарантийĕсене пысăклатмаллине палăртрĕ. Вăл çак тытăмри çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе правăна хÿтĕлекен организацисем пуçарулăх кăтартманнине те систерчĕ. Юрий Кручинин çавăн пекех журналистсене те МИХсенче çын прависен сферинчи çивĕч ыйтусене тăтăшрах çутатма сĕнчĕ. Вăл юсанмалли учрежденисенче малашне те тĕрĕслевсем ирттерессине, пĕтĕмлетÿсене вара хăйĕн сайтĕнче вырнаçтарассине пĕлтерчĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.