Саккас çырупа

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - Раççей Пенси фончĕ граждансен ячĕпе вĕсем 2013 çулта страховщика улăштарма ыйтса çырнă заявленисемпе килĕшÿллĕн хурав яма тытăннă.

Пирĕн республикăра саккас çырусене 59 пин çын пенси валли пухăнакан укçана иртнĕ çул управляющи компание тата патшалăхăн шутланман пенси фондне куçарасси çинчен панă заявленисене пăхса тухнин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх илĕ.

Çав укçана инвестицилессипе пĕлтĕр çĕр-шывĕпе 18,1 млн заявлени илнĕ е 2012 çулхинчен икĕ хут нумайрах. Чăваш Республикинче малтанхи çулхинчен 1,5 хут ытларах. Чылайăшĕ РФ Пенси фондĕнчен патшалăхăн шутланман пенси фондне /60 процент/ е патшалăхăн шутланман тепĕр фонда /22/ куçнă. РФ Пенси фондне таврăннисем /9 процент/ е управляющи компание суйланисем /9/ те пур.

Раççейĕпе 9,9 млн заявление /55 процент/ тивĕçтернĕ. Страховщика тĕрĕс палăртман е уйрăм çын вĕсене темиçе те суйласси çинчен çулталăк иртиччен е пĕр кунрах ыйтнине малтанхи çулсенчи пекех татса пама май килмен. Унсăр пуçне хирĕçлеврен чылайăшĕ пенси валли пухăннă укçаран тÿлевсем илме тытăннă граждансем пулнипе, патшалăхăн шутланман пенси фончĕсенчен хăшĕ-пĕрин лицензине туртса илнипе çыхăннă.

2013 çулхи куçăм кампанийĕн уйрăмлăхĕ хăйне евĕрлĕ: заявленийĕсене тивĕçтернĕ граждансен пенси валли пухăнакан укçи ăна сыхлăхпа тивĕçтерме шантаракан тытăма кĕмелли йĕркене тивĕçтернине çирĕплетсен - патшалăхăн шутланман пенси фондне, çавăн пекех Тĕп банк ыйтнипе пĕр килнине палăртсан управляющи компание куçать.

Хăвăра канăçсăрлантаракан ыйтусене РФ Пенси фончĕн территори органĕнче е 58-59-45: 8-800-510-55-55 телефонсен "васкавлă линийĕпе" шăнкăравласа уçăмлатма пултаратăр.

В.ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.