Утарти ĕçсем

23 Çу, 2014

Çу уйăхĕн вĕçĕ - хурт-хăмăр ăстишĕн яваплă тапхăрсенчен пĕри. Çăвăр хуртсем тухман-ха, çапах та утарçăшăн пушă вăхăт çукпа пĕрех.

Хăва, вĕрене, кукша пуç, пыл курăкĕ, çеçпĕл чечеке ларнă ĕнтĕ, вĕсем çинче пыл хурчĕсем вăйлă сĕрлеççĕ. Ку вăхăтра йăвасене пысăклатмалла. Малтан пушă караслă рамкăсем лартса памалла. Ăна çăвăрлă рамкăпа чечек тусанĕллĕ рамка хушшине вырнаçтараççĕ. Çамрăк хуртсем ăвăс тума пуçласан çаптарнă караслă рамкăсем хушмалла. Хĕл каçнă хуртсем вилеççĕ, вĕсен вырăнне çамрăккисем тухаççĕ. Ама талăкра 2 пин таран çăмарта хывать. Çавна май пыл хурчĕсен йышĕ хăвăрт ÿссе пырать. Анчах талăкра 3-4 пин çăмарта тăвакан ăратлă амасем те пур теççĕ. Паха амасем пулсан çемьесем пыл нумай пухаççĕ. Пысăк, йывăр виçеллĕ амасем кирлĕ. Çăмарта йĕркеллĕ хывакан ама виçи 300 миллиграма çитет, вăл ĕç хурчĕсенчен 3 хут йывăртарах. Вăл ăратлă, паха пулсан карас шăтăкĕсем /ячейкисем/ пушă юлмаççĕ. Амасем 5-6 çул /хăш чухне 7 çул та/ пурăнаççĕ, çапах та виççĕмĕш çул тухăçлăх чакать, çемье вăйсăрланса юлма пултарать. Кун пек чухне вĕсене çамрăккисемпе, тухăçлăраххисемпе улăштараççĕ. Амасем икĕ тĕрлĕ çăмарта хываççĕ, пĕтĕçленнисенчен ĕç хурчĕсем тухаççĕ, пĕтĕçленсе ĕлкĕрейменнисенчен - сăрă хуртсем.

Çамрăк утарçăсем «вĕллесене мĕнле тĕслĕ сăрласан лайăхрах» тесе час-часах ыйтаççĕ. Вĕсене шурăпа сăрласан вырăнлăрах. Ку тĕс вĕллесене хĕвелпе вĕрилентересрен шанчăклă хÿтĕлет. Кунсăр пуçне шурă вĕллене пыл хурчĕсем лайăх ас туса юлаççĕ. Çавăн пекех сарă, сенкер тĕслĕ сăрсем те лайăх. Манса ан кайăр, ăстасем хĕрлĕ, симĕс тĕссемпе усă курма хушмаççĕ, хĕрлине пыл хурчĕсем «асăрхамаççĕ», симĕс вĕлле вара ешĕл курăк, йывăç хушшинче палăрмасть.

Улмуççи, çĕмĕрт, çырла йывă­çĕсем чечеке лараççĕ ĕнтĕ, йăвасене пĕрмай тĕрĕслемелле - çăвăр хуртсем тухассине сăнаса тăмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.