Квартал кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

23 Çу, 2014

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче кăçалхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Кăçалхи виçĕ уйăхри тупăш пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 11 процент ÿснĕ, 3,5 млрд тенкĕпе танлашнă. Пенси тата социаллă тÿлевсен тăкакĕ 8,6 млрд тенке çитнĕ, РФ Пенси фончĕн бюджетне казначей мелĕпе пурнăçлама тытăннă.

Чăваш Енре пенсионерсем асăннă тапхăрта 1,4 пин йышланса 353 пине çитнĕ. 2014 çулхи нарăс тата ака уйăхĕсен 1-мĕшĕсенче ĕç пенсийĕсем 6,5 тата 1,7 процент хăпарнă май ватлăхри ĕç пенсийĕн вăтам виçи 785 тенкĕ ÿссе 10,4 пин тенкĕпе танлашнă, республикăри уйăхри вăтам шалăвăн 55 проценчĕ чухлĕ пулнă тата пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 2 хут пысăкланнă.

Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх пенсийĕсем 17,1 процент хăпарнă. Çавна май социаллă пенсисен вăтам виçи 947 тенкĕлĕх пысăкланса 6,5 пине çитнĕ. Сусăр ачасен тата пĕчĕкренпех инвалид шутланакансен социаллă пенсийĕсем 1,5 пин тенкĕ ÿссе 10,4 пин тенкĕпе танлашнă.

Вырăнти тупăш ĕç пенсийĕсен страховани пайне тÿлемешкĕн кайнă тăкакăн 49 процентне саплаштарнă. Пенси валли пухăннă укçапа 1,6 пин пенсионера пĕр хутчен тивĕçтермешкĕн 12,1 млн тенкĕ янă. Пенсие кредит организацийĕсем урлă илес текенсем 4 пин çын йышланнă.

Ĕçлемен пенсионерсен пурлăх шайĕ ÿснĕ май федерацин социаллă тÿлевне илекенсен йышĕ 8,6 процент чакса 17,9 пин çын юлнă, вĕсене вăтамран 1,2 пин тенкĕ хушса параççĕ.

Федераци çăмăллăхçисем 440 çын сахалланнă, 108,9 пин юлнă. Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вĕсен уйăхри тÿлевĕ тата социаллă пулăшу пуххин хакĕ 5-шер процент ÿснĕ. Çавна май тÿлев виçи - 1,9 пин, соцпакет хакĕ 881,63 тенке çитнĕ.

Пĕрремĕш кварталта амăшĕн капиталĕн патшалăх сертификатне илмешкĕн - 2 пин тата унăн укçипе хуçаланмашкăн 2,3 пин заявлени йышăннă. Ачаллă çемьесене паракан патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисем çинчен йышăннă саккун ĕçлеме тытăннăранпа 51 пин ытла сертификат панă, вĕсенчен 17,3 пинĕшĕ унпа усă курнă.

Тивĕçлĕ мерăсем йышăннипе обязательнăй пенси тата медицина страхованийĕсен взносĕсен парăмне чакарнă, РФ Пенси фончĕн бюджетне 595,8 млн тенкĕ хывнă.

Пенси валли пухăнакан укçана инвестицилес енĕпе 2,9 пин заявлени панă. Страхланă çын вилнĕ хыççăн унăн ирĕкне йышăнакан 460 çынна /правопреемник/ 5,1 млн тенкĕ тÿленĕ.

Электрон технологисемпе кăçал та анлăн усă кураççĕ. Патшалăхăн 45 пулăшăвĕнчен 3,3 пин тĕслĕхĕнче кирлĕ документсене ведомствăсен хушшинчи çыхăнупа килĕшÿллĕн электрон мелпе илнĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсем тата предпринимательсем валли Пенси фончĕн Интернет-сайтĕнче уçнă "Тÿлевçĕн харпăр хăй пÿлĕмĕнче" 13,4 пин çын регистрациленнĕ, вĕсен 83 проценчĕ сервиспа кăçалхи пĕрремĕш кварталта çыхăну тытма пуçланă. Страховательсен 98,5 проценчĕ отчета электрон мелпе алă пусса çитерет.

Электрон макетпа усă курса ватлăхри ĕç пенсийĕсен 93 процентне палăртнă. Çапла майпа йĕркеленĕ ĕçсем 200 пин ытла /пенсионерсен пĕтĕм йышĕн 57 проценчĕн/. Страхланă çынсен харпăр хăй лицевой счечĕ çинчен РФ Пенси фончĕн порталĕ урлă on-line режимпа пĕлтермешкĕн асăннă службăн территори управленийĕсенче сервис йĕркеленĕ.

Йышăнăва пымашкăн тата документсем саккас памашкăн çырăнас текенсен пĕрлехи тытăмне ĕçе кĕртнĕ, унта граждансен 3 пин ыйтăвне регистрациленĕ: 48 проценчĕ - йышăнура, 45 проценчĕ - телефонпа, 7 проценчĕ - Интернет урлă.

Пенси тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки халăха анлăн ăнлантараççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.