Новости по теме

13 Çу, 2016

Суйлав умĕнхи сасăлав

Кăçалхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Единая Россия» политика партийĕ РФ Патшалăх Думин тата регионсен парламенчĕсен депутачĕсене суйланакан кандидатсен сасăлавне ирттерет. Чылайăшĕ ăна кĕскен «праймериз» тесе палăртать.

13 Çу, 2016

Онкологи ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççей онкологи ăслăлăх центрĕн директорĕн пĕрремĕш заместителĕпе — ача-пăча онкологийĕн тата гематологийĕн наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕпе, РАН академикĕпе Мамед Алиев профессорпа тĕл пулнă.

13 Çу, 2016

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать. Паян, çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче, кăнтăрла — 13-18, каçхине 3-8 градус ăшă пулать, ирхине тăм ÿкме пултарать, каçхине çумăр çăвать, вырăн-вырăнпа аслати авăтать. Ыран, çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче, çумăр çумасть, кăнтăрла — 15-18, каçхине — 2-6 градус ăшă, хăшпĕр вырăнта 1 градус сивĕ пулать. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче — 5-15 градус ăшă.

Çил çурçĕр-хĕвелтухăç енчен 8-13 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 4 сехет те 19 минутра тухать, каçхине 20 сехет те 33 минутра анать. Кун тăршшĕ — 16 сехет те 14 минут.

 

12 Çу, 2016

Акимовсемпе мăнаçланатпăр

2013 çулхи хĕллехи Универсиадăран çĕнтерÿпе таврăннă биатлонисткăна Татьяна Акимовăпа /ун чухне — Семенова/ унăн вĕрентекенне Анатолий Акимова ЧР Правительство çуртĕнче чыслани халĕ те куç умĕнчех-ха. Паян, акă, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пултаруллă спортсменкăпа тренера тепĕр хут йышăнчĕ.

12 Çу, 2016

Пациентшăн медсестра — пирĕшти

Тĕрĕссипе, пациентсем ăшпиллĕ те ырă чунлă медсестрасене сывалса тухмассерен чĕререн тав тăваççĕ-ха. Паян вара вĕсене тăван тăрăхăн пархатарлă çыннисем ячĕпе Чăваш патшалăх филармонийĕнче пĕтĕм общественноç чысларĕ. Медицина сестрин кунĕ ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă мероприятие республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата ыттисем хутшăнчĕç.

Pages