Ăнăçлисем Раççей конкурсĕнче тупăшĕç

12 Çу, 2016

Нумай пулмасть МЧС тытăмĕнчи Пушар хуралĕн çулталăкне халалланă «Неопалимая Купина» Пĕтĕм Раççейри ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх конкурсĕ вĕçленчĕ. Вăл Раççей МЧСĕн республикăри тĕп управленийĕ, ирĕклĕ пушар обществи тата ЧР Вĕренÿ министерстви пулăшнипе иртнĕ.

Конкурса республикăри вăтам тата интернат шкулсенче, ÿнер студийĕнче, пултарулăх çуртĕнче вĕренекенсем хутшăннă. Тÿресем пурĕ 200-е яхăн ÿкерчĕк, алă ĕçĕ, макет пăхса тухнă. Ĕçсене виçĕ номинацире хакланă: илемлĕ ÿнер пултарулăхĕ, декораципе ĕçлев пултарулăхĕ, пултарулăхăн техника тĕсĕсем. Вĕсене ачасемпе çамрăксен ÿсĕмне кура 6-10, 11-14, 15-18 çулсенчисене уйрăммăн тишкернĕ.

Çĕнтерÿçĕсене Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче чысларĕç. Вĕсем 69-ăн, унсăр пуçне ушкăнпа хатĕрленĕ виçĕ ĕç те малти вырăна тухрĕ. Хастарсенчен хăшĕ-пĕринпе паллашар.

«Декораципе ĕçлев пултарулăхĕ» номинацире 15-18 çулсенчисен хушшинче Çĕмĕрле районĕнчи Мăн Улхаш шкулĕн-че 9-мĕш класра вĕренекен Никита Федоров /ертÿçи — Л.В. Федорова/ 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Вăл пластмасса савăтсемпе хытă хутран пушар хуралĕн самолечĕн макетне ăсталанă.

— Конкурс валли интереслĕ те хăйне евĕрлĕ япала хатĕрлеме шут тытрăм. Тĕллеве кĕске вăхăтрах пурнăçларăм. Манăн ĕç çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнишĕн питĕ хĕпĕртетĕп, тăрăшни сая каймарĕ, — пĕлтерчĕ МЧС ĕçченĕсем ирттерекен тупăшусене çулсеренех хастар хутшăнаканскер.

Унăн ентешĕ 8-мĕш класри Ксения Медведева çак номинацирех 11-14 çулсенчи ачасен хушшинче 1-мĕш вырăна тухрĕ. Хĕрачан «Виçĕ сысна çури» юмах тăрăх «Ачасемшĕн шăрпăк — вăйă мар!» тăварлă чустаран хатĕрленĕ ĕçĕ пур енĕпе те пысăк хака тивĕç пулчĕ.

Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç шкулĕн-че 7-мĕш класра вĕренекен Катя Васильевăпа 5-мĕш класри Кристина Николаева 1-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Катя «Пултарулăхăн техника тĕсĕсем» номинацире пушар хăрушсăрлăхĕ тематикипе пуçватмăшпа стенд хатĕрленĕ. Ку ĕçре ăна Оксана Николаевна Васильева ертÿçĕ пулăшса пынă. Стенд çинче — хăйсен ентешĕсен, вут-кăварпа хастар кĕрешсе пуç хунă пушарнăйсен сăнÿкерчĕкĕсем. «Вĕсен ячĕсене пирĕн яланах асра тытмалла», — палăртрĕ хĕрача.

Кристина çак номинаци валлиех «Йăл кулсам, çăлавçă» видеоролик хатĕрленĕ. Унта пушарнăй пурнăçĕнчен илнĕ тĕрлĕ саманта сăнланă. «Йывăр ĕç кунĕ хыççăн киле таврăнсан кăшт каннă вăхăтра пăхма видеоролик хатĕрлес кăмăл çуралчĕ, — ăнлантарчĕ Кристина ĕçĕпе паллаштарса. — Кăмăла çĕклеме хаваслăрах сăнÿкерчĕксем те кĕртме тăрăшрăм».

Конкурсри кашни ĕç хăйне евĕрлĕ те илемлĕ, ăнăçлă. Вĕсене чунтан тăрăшса туни туйăнать. Чи лайăххисене Раççейри конкурсра тупăшма Мускава ăсатĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.