Онкологи ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

13 Çу, 2016

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççей онкологи ăслăлăх центрĕн директорĕн пĕрремĕш заместителĕпе — ача-пăча онкологийĕн тата гематологийĕн наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕпе, РАН академикĕпе Мамед Алиев профессорпа тĕл пулнă.

Халăха онкологи енĕпе паракан медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерес, телемедицина тытăмĕ, пысăк технологиллĕ пулăшусем тĕлĕшпе килĕштерсе ĕçленĕшĕн Михаил Игнатьев Мамед Алиева тата Раççей онкологи центрĕн директорне Михаил Давыдова тав тунă. Тĕлпулура Чăваш Енре онкологи медицинин малашлăхĕн, ятарлă пулăшу парассине лайăхлатассин, уйрăммăн илсен — ача-пăча онкологийĕпе çыхăннин, ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

«Медицина службисен реформи онкологи тытăмне çитрĕ. Çакă чи пысăк технологиллĕ тата финанс тĕлĕшĕнчен укçа нумай ыйтакан дисциплина пулни иккĕлентермест. Вăл диагностикăна, радиологие, хими терапине, онкогематологие, хирургие пырса тивет», — палăртнă Мамед Алиев. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх — усал шыçăпа чирлекенсен 75 процентне сыватма май килет, ача-пăча онкологийĕнче ку кăтарту 85-е çитет.

Аса илтеретпĕр: пирĕн республикăра çĕнĕ йĕркеленÿсенчен вилекенсен йышĕ Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен сахалрах, федерацин Атăлçи округĕнче — чи пĕчĕкки. Юлашки 5 çулта усал шыççа малтанхи тапхăртах тупса палăртасси ÿснĕ.

Кăçалхи авăн уйăхĕ тĕлне диспансерăн хирурги корпусĕн строительствине вĕçлемелле, ăна хута ярсан операцисен хисепĕ ÿсмелле. Малашлăхра Чăваш Енри онкологи диспансерĕ регионсен хушшинчи инноваци центрĕ пулса тăмалла, унта диагностикăпа сиплевĕн малта пыракан технологийĕсемпе усă курмалла.

Сăмах май, Мамед Алиев Шупашкара килнин сăлтавĕ республикăри онкологи службине йĕркеленĕренпе 70 çул çитнипе çыхăннă: профессор çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче уçăлнă регионсен хушшинчи наукăпа практикăн юбилей конференцине хутшăнать. «Чăваш Республикинчи онкологи служби: тĕллевсемпе малашлăх» конференцие ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп онкологĕ Сергей Афонькин уçнă. Мероприяти программи пуян. Унта пухăннисем малтанхи кун сиплев препарачĕсем, медицина техники туса кăларакан тата çĕнĕ технологисем хатĕрлекен компанисен таварĕсен ятарлă куравĕпе паллашнă.

Валентина СМИРНОВА

Рубрика: